Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирина Милюшкина (Фролова) ачаранах пуçламăш класс ачисемпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Паян шутласа хуни пурнăçланнăшăн чĕререн савăнать.
«Шкулта ачасемпе вăхăт иртни те сисĕнмест,-тет Ирина Николаевна кăмăллăн кулса. - Вĕсем уçланкăри тĕрлĕ тĕслĕ чечек пек кашни хăйне май илĕртӳллĕ. Мĕнлерех ăслă та уçă тата! Суйма пач пĕлмеççĕ, пурнăçа юратаççĕ. Шăпăрлансемпе ывăнни те хăвăрт иртсе каять. Кăмăл-туйăм шайлашулăхĕ хавхаланса, тăрăшса ĕçлеме май парать. Ахальтен пиллемеççĕ ĕнтĕ чăвашсем килтен ĕçе, ĕçрен киле каяс килтĕр тесе. Кăмăла каякан ĕçрен ырри мĕн пултăр?»
Патăрьел районĕнчи Аслă Шемек ялĕнче ӳснĕ илĕртӳллĕ сарпике Çинкĕлти педагогика училищинче вĕренет. Практикăра Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче пулнине нихăçан та манмасть вăл. «Ун чухне шкул директорĕ Николай Кадебинччĕ. Николай Константинович ман кашни уроках пырса ларатчĕ,- çав вăхăта аса илет Ирина Николаевна.- Кашни саманта сӳтсе яваттăмăр.Кашни урока хăйне евĕр хак паратчĕ. Мухтатчĕ, хавхалантаратчĕ. Ăнăçусене палăртса, пусăм тусах калатчĕ, тӳрлетмелли йăнăшсене вара ашшĕ хĕрне каланă пек йăваш та илемлĕ чĕлхепе асăрхаттаратчĕ. Мана Зинаида Ивановна Ледюкова илсе пыракан 1-мĕш класса шанса панăччĕ. Çак уйăх чун-чĕрере тĕлĕнмелле ырă туйăмсем хăварчĕ. Вĕрентӳçĕ пулас шухăш-ĕмĕт пуçра пушшех те çирĕпленчĕ. Кивĕ Улхашри тава тивĕçлĕ вĕрентӳçĕсемпе паян та кашни курмассерен тăраниччен калаçатпăр».
1988 çулта аллине диплом илсен Ирина Фролова Чăнлă районĕнчи Кунтикав ял шкулне ĕçлеме лекет.
- Çыннисем - ют, пĕр палланă çын та çук, чунăм тăван тăрăхалла туртать, – аса илет хĕрарăм Чĕмпĕр – Хусан çулĕ çумĕнче никĕсленнĕ чăваш ялне пĕремĕш хут пырса кĕнине.- Малтан мана шкултан Лиза аппа патне уйăхлăха вырнаçтарчĕç, кайран тепĕр пикепе хуçалăх хваттерĕнче пурăнма пуçларăмăр. Куллен çынсене хăнăхса пытăм. Шкулта ачасемпе кун епле иртни сисĕнместчĕ. Зоя Александрова ĕçтешĕмпе туслашсан хама килти пек туйма пуçларăм темелле. Зоя Алексеевна маншăн анне те, аппа та пек. Хăй вăхăтĕнче пулăшнăшăн, хавхалантарнăшăн тата Нинăпа Николай Казаковсене тав тăватăп.Тӳрĕ кăмăллă ырă çынсем нумай ялта. Хамăн шăпама та мана кунтах тĕл пулма пӳрнĕ. Пĕррехинче ташă каçĕнче Кунтикав йĕкĕчĕпе Николай Милюшкинпа паллашрăмăр. Вăл Ульяновскра, Çĕнĕ хулара, водительте тăрăшатчĕ. Пĕр-пĕриншĕн вăйлăрах та вăйлăрах тунсăхлама пуçласан мана Микулай хăйне качча пыма ыйтрĕ, килĕшсен — хуларан пуçĕпех таврăнчĕ. Ялта та водительтех вăй хурать вăл. Паян ачасен те кĕç-вĕç атте-анне пулма вăхăт çитсе пырать. Хĕр Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академине пĕтерчĕ, ывăл кăçал Кунтикаври вăтам шкултан вĕренсе тухмалла. Паян уншăн та, пирĕншĕн те, ашшĕпе иксĕмĕршĕн, хĕрӳ тапхăр. Кунтикав вара халь маншăн тăван ял пулса тăчĕ. Ял-йыша, пускиле, шкул коллективне чунтан юратрăм.
Ирина Милюшкинапа вăл илсе пыракан 4-мĕш класс пӳлĕмĕнче калаçатпăр. Класра çичĕ ача вĕренет. Вĕрентекен çитес çул «Пĕлӳлĕх планети. Иккĕмĕш ăру» вĕренӳ программи çине куçассине пĕлтерчĕ. Халиччен пĕр хушă пуçламăш классене пĕлӳ памалли «Раççей шкулĕсем» тĕп программăпа ĕçленĕ.
- Шел, пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсем сахал,-пăшăрханнине пытармарĕ Ирина Николаевна. - 2-4-мĕш классенче – икшер сехет çырмалли тата вуламалли уроксем. Вĕсем, паллах, çителĕксĕр. Телее, кăçалтан 1-мĕш класс ачисене çĕнĕрен чăваш чĕлхине вĕрентме пуçларăмăр. Çакă савăнтарать. Хамăр пуçарупа уявсем умĕн чăваш юрри-сăввине вĕрентни те пуриншĕн те усăллă. Шăпăрлансем ашшĕ-амăш чĕлхине пĕлччĕр тесе тăрăшатпăр-çке. Кунтикаври вăтам шкула мухтас çеç килет ман, çамрăк вĕрентӳçĕсем Ульяновкри педагогика университетĕнчен килеççĕ те çакăнтах юлаççĕ. Коллектив çамрăк, ăнăçуллă. Ачасем те пултаруллă теес килет манăн.
Ирина Милюшкина – юратнă ĕçне чунтан парăннă çын çеç мар, тĕлĕнмелле пултаруллă ал ĕç ăсти, вашават кил хуçи хĕрарăмĕ, савнă мăшăр тата çепĕç анне. Юрлать те, çыхать те вăл. Тĕррисем пĕрре мар шкул, ял уявĕсенчи куравсене илем кӳнĕ, кӳреççĕ те. Паян та чун уççи ĕçне аллине тытать вăл, чăваш юрри-кĕвви çеммипе чăвашла тĕрлет хисеплĕ вĕрентӳçĕ, тăрăшуллă амăшĕ.
 
: 966, Хаçат: 19 (1215), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: