Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сăр посёлокĕнчи шкулта географи предметне вĕрентекен Владимир Николаевич Кочетковпа эпĕ тахçанах тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Ун пирки кăçал «Волга» телекомпани интереслĕ сюжет кăтартнă хыççăн ăна курас туртăм тата вăйланчĕ. Вăл ахаль учитель кăна мар, çулçӳревçĕ те. Хăй вĕрентекен ачисене ăçта кăна илсе çитермест…
Унпа паллашнă май эпĕ çакна пĕлтĕм. Унра чăваш юнĕ юхать иккен. Унăн аслашшĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçичченех Чăваш Енрен Чĕмпĕр тăрăхне килсе тĕпленнĕ. Асламăшĕ те чăваш пулнă. Халĕ йăхĕ вырăсланнă ĕнтĕ. Владимир шкул пĕтерсен Ульяновскри пединститута вĕренме кĕнĕ. Çутçанталăка, тăван тавралăха юратаканскер вĕреннĕ чухнех велосипедпа облаçри паллă вырăнсене çитсе курнă. Пĕччен мĕнпурĕ 80 пин çухрăм çӳренĕ. Шкулта ĕçлеме тытăнсан çулçӳреве ачасене те явăçтарать. Малтанах облаçри Карсун-Чĕмпĕр маршрутпа тухаççĕ. Каярахпа вĕсем тепĕр маршрут суйлаççĕ: Сăр тăвĕсене «алла илеççĕ», Сăр шывĕ ăçтан тытăнса кайнине тĕпчеççĕ. Унтан вăл вĕренекенсене облаçри чи çӳллĕ вырăна – Çĕнĕ Спасск районĕнчи Юрьево ялĕ çумĕнчи ту çине илсе улăхать. Çак вырăн Балтика тинĕсĕн шайĕнчен 364 метр çӳллĕрех. Унсăр пуçне вĕрентӳçĕ ачасене Пугачёвпа çыхăннă вырăнсене те илсе çитернĕ. Вырăнтисем каласа панă тăрăх, Емельян Пугачёв восстани вăхăтĕнче Шатăршан ялĕ çывăхĕнче хăйĕн ылтăнне пытарнă теççĕ.
Кунпах çырлахман çӳлçӳревçĕ-учитель. Вăл ачасемпе Европăна, Америкăна, Мексикăна, Китая, Индие, Пакистана, Ирана, Монголие тата Австралие çитет!
Владимир Николаевич халĕ тепĕр ĕмĕтпе пурăнать. Вăл кăçал хĕлле велосипедпа Кăнтăр Америкăна тухса каясшăн. Унăн çулĕ вара Панамăран тытăнса Чили патшалăхне выртĕ. Вăл Венесуэла, Бразили, Перу, Боливи, Аргентина çĕршывĕсене иртĕ. Чили çĕршывĕнче – çулăмлă çĕр вырнаçнă. Çакăнта çитме ĕмĕтленет те йывăрлăхсенчен хăраман çулçӳревçĕ.
 
 
: 781, Хаçат: 38 (1130), Категори: Çулçӳрев

Комментарисем:

aspiueluxh (2016-04-23 19:57:10):
http,ӲӲmotrinĕcrick etӲ - motrin http,ӲӲbuy-rogaineĕ xyzӲ - rogaine http,ӲӲampicillinĕr acingӲ - ampicillin http,ӲӲbenicarĕlink Ӳ - benicar http,ӲӲbuyamitripty lineĕinĕnetӲ - amitriptyline http,ӲӲtenorminĕtra deӲ - 50 mg atenolol http,ӲӲbuy-viagraĕt opӲ - buy viagra

aspi796fvz (2016-07-06 23:51:02):
azithromycin<Ӳa> clomid cost<Ӳa> glucophage<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: