Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
- Ульяновскри Чукун çул районĕнчи Луговое ялĕнчи вăтам шкулта вĕренӳпе воспитани мелĕсенче И.Я.Яковлев шухăшĕсене тĕпе хуратпăр. Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа шкулта ачасен пултарулăх ĕçĕсен конкурсне тата литература, халăх ташшисемпе юррисен каçĕсене, чăваш апат-çимĕçĕн куравне йĕркелерĕмĕр.
Çак ĕçĕн тĕллевĕ - мĕнпур вĕренекене чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарасси, çĕршыври чи авал шутланакан тăван халăхшăн мăнаçланма вĕрентесси. Вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра иртнĕ «Хальхи вĕренӳре И.Я.Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхне ĕçе кĕртесси» конференцие хутшăнса хам мĕнле ĕçлени пирки каласа патăм. Эпĕ 2012 çултанпа шкулта чăваш культурине вĕрентекен кружока илсе пыратăп. Ачасем пирĕн чăвашла калаçаççĕ, юрлаççĕ. Кружокра халăх культурипе, историйĕпе çыхăннă фильмсем куратпăр, кĕнекесем вуласа, ăнлантарса паратăп. Нумаях пулмасть салтака ăсатмалли йăлапа паллашрăмăр, салтак юррине сӳтсе яврăмăр, унти пысăк пĕлтерĕшлĕ шухăша ачасене уçса патăм, - каласа парать Луговой шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Алёна Владимировна Катерисова.
Чăваш хĕрĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Анчах Юркинсен çемйи Алёна çулталăка çитсен Аслă Нагаткина пурăнма куçать. Çапла хĕрача вунпĕр класс Аслă Нагаткин шкулĕнче пĕтерет. Чĕлхепе литературăна кăмăллакан хĕрача аттестат илсенех, 1998 çулта, Ульяновскри педагогика университетĕнчи филологи факультетĕнчи наци уйрăмне кĕрет. Çак утăма тума ăна Валентина Тарават пулăшнине, сĕнӳ панине паянхи кунччен тав сăмахĕсемпе аса илет Алёна Владимировна. Ашшĕ Владимир Григорьевич тата ĕмĕрĕпе ача садĕнче вăй хуракан амăшĕ Галина Васильевна хĕрĕн суйлавне ырлаççĕ.
2003 çулта университетран вĕренсе тухсан çамрăк вĕрентӳçĕ валли вырăн тупăнмасть, вăл Ульяновскри 55-мĕш шкула аслă вожатăй пулса вырнаçать. Кăшт вăхăт иртсен кăна вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене илсе пыма сехетсем уйăрса параççĕ.
-Эпĕ ачасене питĕ юрататăп. Вĕсем те ман пата туртăнаççĕ. Вĕренӳре çакă ачасене те, мана та питĕ пулăшать, мĕншĕн тесен хăйсене юратнине туйса лайăхрах вĕренме тăрăшаççĕ. Ачасемпе эпир театра, кинона çӳретпĕр, курнине кайран сӳтсе яватпăр. Канмалли çĕрте те ачасем сăнама, шухăшлама хăнăхаççĕ, - тет вăл.
Катерисовсен çемйинче те икĕ ача çитĕнет. Дима тăхăр çулта, виççĕмĕш класс пĕтерет, хĕрĕ Катя тăватă çулта кăна-ха.
 
: 865, Хаçат: 19 (1215), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: