Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳрекел шкулне кĕрсен хăвна пурăнмалли çуртри пек туятăн: ăшă, таса, тирпейлĕ. Ачасем атă-пушмакне килти пек алăк умĕнче хывса кĕреççĕ. Пӳлĕмре çăмăл пушмаксемпе çӳреççĕ. Кунта тирпей-илем туса тăраканĕ – çепĕç те вăр-вар хĕрарăм – Александра Белова (Полякова).
Вăл çак ялсемех. Çак шкултан вĕренсе тухсан тăван ялĕнчех ĕçлеме юлнă. Малтан кохозра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă, унтан шкула ĕçлеме куçнă. Гардеробщицăра ачасен тумĕсене йышăннă. Каярах ăна техничка тивĕçне шанса параççĕ. Вăл халĕ шкулти тасалăхшăн яваплă. Вăлах урока кĕме, урокран тухма систерсе шăнкăрав параканни.
-Шкулта мĕнпурĕ тăватă техничка. Икшерĕн икĕ сменăпа ĕçлетпĕр. Икĕ кун каннă вăхăтра килти ĕçсемпе аппаланатăп. Выльăх-чĕрлĕх усратпăр. Вĕсемпе ĕçсĕр ларма çук,- тет вăл йăл кулса. Картишĕнче пуçтарса тирпейлесен Александра Алексеевна алĕç тытса ларать. Нуски-алсиш таврашĕсĕр ялта май çук.
Пулас мăшăрĕпе Владимирпа вĕсем çак шкулта пĕрле вĕреннĕ. Юратса пĕрлешнĕ, икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Асли качча кайнă, суту-илӳ тытăмĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни – бухгалтер.
-Ачасен шучĕ шкулта çуллен сахаллансах пырать. Эпир вĕреннĕ вăхăтра шкул кĕрлесе тăратчĕ. Çулсем нумай иртрĕç, самана унтанпа самай çĕнелчĕ. Апла пулин те пирĕн ял ачисем начар енне улшăннине асăрхаман: ĕçсе, туртса, ашкăнса çӳремеççĕ. Ку енĕпе пирĕн шкул тĕслĕх,- тет мăнаçланса Александра Алексеевна.
Хисеплеççĕ ăна ĕçре те, ялта та. Тăрăшуллă, ырă чĕреллĕ çынсем кирек ăçта та, кирек хăçан та хисеплĕ.
 
Майна районĕ.
 
: 852, Хаçат: 19 (1215), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: