Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Наталья Александровна Пиколова Кунтикав шкулĕнче ачасене воспитани парассипе директор çумĕ пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах педагог ачасене физикăпа информатика предмечĕсемпе пĕлӳ парать.
Вырăс çыннине чăвашсем хушшинче пурăнма, хăнăхма йывăр мар-и?
Наталья Александровна ыйтăва хаваспах хуравларĕ.
-Мана кунта пурăнма питĕ килĕшет. Эп хам Барăшра çуралса ӳснĕ. 2008 çулта университет пĕтернĕ хыççăн тăван шкулах таврăнасшăнччĕ. Анчах унта вырăн тупăнмарĕ. Кунтикав шкулĕн директорĕ (ун чухне Н.И.Казаков) вара çак шкула чĕнчĕ. Пĕр çул ĕçлесе пăхăп та хулана таврăнăп тесе шутланăччĕ. Пурнăç пач урăхла пулса тухрĕ. Паянхи кунччен Кунтикавра ĕçлетĕп, кунтах çемье çавăртăм. Манăн мăшăр Алексей Пиколов. Пилĕк çул хушшинче чăваш чĕлхине те ăнланма пуçларăм. Пĕрремĕш çулсенчи пек халь мана улталаймастăн. Тĕрĕссипе, чăваш чĕлхине вĕренес килет. Ун чухне ачасене те лайăхрах ăнланăп, хăш-пĕр йывăр темăсене ăнлантарма та меллĕрех пулĕ. Çаплах мăшăрăн тăванĕсемпе уççăн калаçма та чĕлхе пĕлни кирлех, - каласа парать Наталья Александровна.
Кунтикавсем юлашки çулсенче облаçри чăваш мероприятийĕсене унчченхи пекех хастар хутшăнайманнине те Наталья Пиколова хăй чĕлхе пĕлменнипе çыхăнтарать. Чăваш чĕлхи вĕрентӳçи декрет отпускĕнче пулнă. Малашне вара вĕсенче Кунтикав ачисен пултарулăхне кăтартма шантарать.
Вĕрентӳçĕн çур пурнăçĕ шкулта, ачасемпе иртет. Наталья Александровна та ĕçĕ пирки каласа пама юратать. Мĕнле кăна уявсем ирттермеççĕ вĕсем! Пĕлӳ, ваттисен, вĕрентӳçĕсен, арçынсен, хĕрарăмсен кунĕсем, кĕркуннехи бал, Çĕнĕ çул, выпускниксен каçĕ, çветтуй Валентин уявĕсем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне Кунтикав шкулĕнче иртнĕ ĕмĕрти пекех октябрёноксен, пионерсен организацисене илемлĕ лару-тăрура кĕртеççĕ. Пионер дружини З.С.Щегольков ячĕллĕ. Çак уявсенче ачасем питĕ савăнаççĕ, похода каяççĕ.
Уявсене икĕ пая пайласа йĕркелеме, кĕçĕн классене аслисенчен уйăрма тăрăшать педагог.
- Ачасен интересĕсем пĕр пек мар. Аслисем ытларах дискотекăсене кăмăллаççĕ, куштанрах. Кĕçĕннисем вара уявсене хăйсем тăваççĕ: ташăсемпе юрăсем, сăвăсем вĕренеççĕ. Вĕсен уявĕсене ашшĕ-амăшĕ те хаваспах курма килет. Ку ачасем сăпайлăхĕпе, уçăмлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Ытлашши сăпайлă пулни хăш чухне кансĕрлет те, ачасем сцена çине тухсан çухалса каяççĕ.
-Чăвашсенчен вĕренмелли чылай. Ĕçе пит юратаççĕ, харсăр. Ачисен пичĕсем ăшăпа çуталаççĕ, вĕсем ырă, аслисемпе хисеплĕн калаçаççĕ. Çакна килĕсенче курса вĕренеççĕ вĕт. Ачасемпе, мăшăр çемйипе çывăхрах пулас тесе халăхăн йăли-йĕркине тĕпчетĕп, майĕпен апат-çимĕçне пĕçерме хăнăхатăп. Юсмана ав Барăшра пурăнакан аннене те пĕçерме вĕрентрĕм. Пит килĕшет вĕсене чăваш апачĕ, - пытармасть педагог.
Компьютерпа информатикăна пĕлни халь пурнăçра çав тери кирлĕ. Наталья Александровна тĕрлĕ программăсене лайăх пĕлет. Хăйĕн пĕлĕвне ачасене пама тăрăшать. Хăш чухне уроксем хыççăн та хăварать. Докладсемпе рефератсене те хатĕрлеме пултараççĕ компьютер класĕнче. 15.00 сехетчен класри 6 компьютер – вĕренекенсен аллинче.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 868, Хаçат: 19 (1215), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: