Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнче Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă конференци иртнине тĕпе хурса)
 
Ӳссе çитĕннĕ таврари чăваш халăхĕн ытармалла мар юррисене пухас тĕллевпе виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. 1987 çулта пирĕн пата анне килсен ял юррисем çинчен каласа пама ыйтрăм. Вăл паллаштарнă юрăсем пĕр шкул тетрачĕ пулчĕç. «Канаш» хаçатра Чăнлă районĕнче пуçтарнă чăваш юррисене пичетленĕ хыççăн аннене паллаштарсан: «Вăтăра яхăн юррине эпĕ те çамрăкрах чухне юрланă», - терĕ. Мĕнле майпа пĕр юрăсенех тĕрлĕ тăрăхра юрлама пултарнă-ха? Аннеçĕм Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕнче çуралса ӳссе çитĕннĕ. Çавăнпа та: «Теччĕ вăл, Теччĕ вăл, Теччĕ çывăх çĕр мар вăл…» тата ытти юрăсене анне шăрантарни мана тĕлĕнтермест. Вĕсене «Çĕньял юррисем» теççĕ. Çак юрăсемех Чăнлă тăрăхĕнче янăрани шухăша ярать. Ульяновск тăрăхĕнчи юрăсемпе паллашас, вĕсене пуçтарас тĕллевпе концертсене çӳреме пуçларăм. Çак ĕçре Н.В.Ратаева, М.Ф.Спирина, Н.А.Казаков (ашшĕ пуçтарса пынă юрăсемпе паллаштарчĕ), «Уйсас» ушкăн ертӳçи А.Л.Синдюкова нумай пулăшаççĕ. УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев хăй çуралса ӳснĕ тăрăхри юрăсен пуххипе усă курма сĕнни маншăн парнех пулса тăчĕ. Эпĕ унпа çакăн çинчен тĕплĕн калаçса пăхас терĕм.
- Владимир Ильич, чăваш юррисене хăçан чунпа туйма тытăнтăр?
- Ача-пăча вĕсене чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен илтет. Вĕсене Мункунра, Кĕрхи сăрара, туйра, салтака ăсатнă чухне… юрлаççĕ. Шел, çамрăк ăру халăх мерченĕсемпе кăсăклансах каймасть. Эпир, шăпăрлансем, атте-анне уявсенче мĕнле савăннине курса çитĕннĕ. Çав юрăсене кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă чухне те шăрантарнă. Яшлăх çулĕсенче улахсене çӳреме пуçласан хĕрсемпе пĕрле шăрантарнă, такмак каласа ташланă.
- Эсир Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашлăхра ентешсене пулăшас ĕçре вăй хуратăр. Тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссенче жюри членĕ пулса ăмăртакансене хак паратăр. Авалхи юрăсемпе çыхăннисем пирки мĕн калама пултаратăр?
- 1983 çулта И.Я.Яковлев çуралнă куна палăртма пуçларăмăр. Шупашкартан нумай хăна килнĕччĕ: çыравçăсемпе сăвăçсем, культура хастарĕсем… Тивĕçлĕ канăва кайиччен ĕçре вырăсла калаçма тӳр килнĕ, анчах ентешсемпе яланах тăван чĕлхепе калаçнă. Чăвашлăх туйăмĕ манра яланлăхах упранса юлнă. УОЧНКА пуçлăхĕнче вăй хума тытăннăранпа тĕрлĕ конкурссем йĕркелеме тытăнтăмăр. Вĕсен тĕшши, паллах, чăваш халăх культурипе çыхăнса тăрать.
- Тăван чĕлхене упраса хăварма çамрăк ăрăва авалхи юрăсем урлă воспитани памалла теççĕ. Эсир мĕн шухăшлатăр?
- Эпир ирттерекен пур мероприяти те шăпăрлансене мĕн пĕчĕкрен чăвашлăх тĕнчине кĕртессипе çыхăннă. Чăваш юрри-ташшине, унăн çепĕçлĕхĕпе илемлĕхне ачасем патне çитересси тĕп вырăнта тăрать. Эпир И.Я.Яковлев чăваш халăхне çырса хăварнă Халала тĕпе хурса çамрăк ăрăва чăвашлăх тĕнчинчен уйăрасшăн мар. Çамрăксем «Чăвашла пĕлетĕр-и?» - тесе ыйтсан: «Пĕлетпĕр, эпир – чăваш вĕт!» - тесе хуравлани пирĕншĕн çав тери пысăк савăнăç. Эпир усăллă ĕç туни куçкĕрет. Чăваш хастарĕсем малашне те çамрăк ăрупа çапла тăрăшса вăй хумалла. Ача-пăча тавракурăмне аталантарас тĕллевпе Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта культура центрне уçрăмăр. УОЧНКА çуртне уçса унта И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç пĕрлĕхĕ, «Канаш» хаçатпа «Еткер» телекăларăм редакцийĕсем, Кĕрешӳ федерацийĕ вырнаçрĕç. Çакă чăвашлăха пурте кар тăрса аталантарма май парасса шанса вăй хуратпăр. «Пĕрлĕхре – вăй!» - теççĕ чăвашсем.
- Кашни уяврах Эсир чăвашла юрланине итлеме кăмăллă. Çакă аслисене те, çамрăксене те тĕлĕнтерет.
- «Эревет», «Палнай», «Савăнăç», «Илем». «Уйсас» чăваш халăх юрă ушкăнĕсен тĕп тĕллевĕ – чăваш ачисене мĕн пĕчĕкрен хамăрăн историллĕ юрăсем урлă чăвашлăхпа çыхăнтарасси пулса тăрать. Вĕсенчен тĕслĕх илсе ача-пăча юрă ушкăнĕсем те чăмăртанаççĕ. Эпир ирттерекен мероприятисене хутшăнаççĕ. Пуласлăх вĕсенче вĕт-ха. Юрлас кăмăл – ман чунра. Чăваш çемми хăлхаран нихçан та тухмасть. Чăвашла юрланине илтсен юрлас-ташлас килет. Артистсемпе пĕрле хăпартланатăп. Атте-анне юрланă юрăсене камсем-тĕр юрласан чăвашлăх тĕнчинче иртнĕ пурнăçăм куç умне тухса тăрать. Уявсемпе мероприятисенче ыттисемпе пĕрле юрламасăр чăтаймастăпах. Хăш-пĕр чухне ташша та яратăп. Чун чăтмасть!
- Мана ЧНК пуçлăхĕ Г.Н.Архипов чăваш гимнĕн сăмахĕсене пĕлни, мероприятисенче ăна шăрантарни (ытти чăваш юррисене те) чăннипех тĕлĕнтерет. Эсир ун çинчен мĕн калама пултаратăр?
- Геннадий Николаевич маттур чăваш ачи. Чунне парса вăй хурать. Чăвашсем пурăнакан регионсенче час-часах пулать. Чăвашсен тĕп Акатуйне Шупашкарта ирттерессишĕн тăрăшрĕ. Кăçалтан ăна Шупашкарта ирттерме йышăнса пире йыхравларĕ. Вăл кашни уяврах мĕнле-тĕр чăвашла юрă юрласа парса тĕлĕнтерет.
- Таврапĕлӳçĕсем чăваш юррисене шыраса тупса час-часах хаçатсенче пичетлеççĕ. Халăх хушшинче вĕсем ытларах сарăлччăр тесен тата мĕн тумалла?
- Вĕсене пĕр çĕре пухса кĕнеке кăлармалла. Ăна кашни юрă ушкăнĕ, вĕрентекенсем патне çитермелле. Çак юрăсене çамрăк ăрăва вĕрентме май пултăр. Вĕсем пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçса пырса паянччен упранса юлнă. Пирĕн çак ĕçе малалла тăсмалла.
- Çак юрăсем Шупашкарта тăхăр томпа пичетленсе тухнă. Тепĕр кĕнеке кăларни вырăнлах-ши?
- Авалхи юрăсем тăхăр томпа пичетленни аван. Анчах вĕсене эпир хамăр тăрăхра кашнин патнех çитерейместпĕр вĕт-ха. Хамăр тăрăхра упранса юлнă юрăсене пухса ятарлă кĕнеке кăларсан шкул, ял вулавăшĕсене, юрă ушкăнĕсене парнелеме пулать.Çавăнпа та çак ыйтупа чăваш хастарĕсен çанă тавăрса вăй хумалла. Çамрăк ăру чăваш халăхĕн иртсе пыракан пурнăçĕнчен тĕслĕх илсе çитĕнме пултартăр. Çамрăксем кашни чăваш ялĕ ăçтан пуçланса кайнине, ялсенчи чиркӳсем тата вĕсенче ĕçленĕ (ĕçлекен) çынсем, вĕрентекенсем… çинчен пĕлсе ӳсмелле, вĕсемпе мухтанмалла. Таврапĕлӳçĕсен ĕç нумай. Тар тăкни сая каймĕ. Вĕсен ĕçĕ чăваш халăхĕшĕн сумлă та чыслă. Ăнăçусем сунатăп.
- Владимир Ильич, манпа калаçма вăхăт тупнăшăн пысăк тав. Вулакансенчен те тав сăмахĕ илтессе шанатăп.
 
: 920, Хаçат: 19 (1215), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: