Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – акан 28-мĕшĕнче) чăвашсен паллă композиторĕ, дирижёрĕ, ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн авторĕ Герман Степанович Лебедев çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Пулас композитор Козьмодемьянск уесĕнчи Салапайкасси ялĕнче (халĕ Шупашкар районĕ) çуралнă. Вун çиччĕре вăл Чăваш музыкăпа театр техникумне вĕренме кĕнĕ. Ăна вырăс музыканчĕ В.М. Кривоносов вĕрентнĕ.
Ĕç биографине 1932 çулта Чăваш патшалăх хорĕнче тытăннă. Унтан вăл Çĕмĕрлери сĕтел-пукан тăвакан комбинат çумĕнчи клубăн музыка ертӳçинче, Шупашкарти музыка училищин директорĕнче, каярахпа Чăваш патшалăх филармонийĕнче вăй хунă. Аслă вăрçă çулĕсенче Герман Лебедев патшалăх юрăпа ташă ансамблĕпе совет салтакĕсене концертсем кăтартса хавхалантарнă. 1943-1975 çулсенче вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн дирижёрĕ, тĕп хормейстерĕ пулать.
Кĕвĕлес ăсталăх унра музыка техникумĕнче вĕреннĕ чухнех палăрнă. Пĕрремĕш юррисем — «Кулаксене тĕп тăвар», «Май такмакĕсем» — чăваш шкулĕсем валли кăларнă юрăсен пуххине кĕнĕ. Каярахпа вăл инструментпа каламалли произведенисем çырнă.
Чăваш поэчĕсен — В. Давыдов-Анатрин, А. Алган, А. Эсхелĕн, И.Ивникăн, И.Тукташăн, П.Хусанкайăн сăввисем тăрăх Геннадий Степанович 400 ытла юрă кĕвĕленĕ. Чи паллă произведенисенчен пĕри – И. Тукташ сăвви тăрăх кĕвĕленĕ «Тăван çĕршыв» юрă. Çакă пулса тăнă та ĕнтĕ Чăваш Республикин гимнĕ.
Пултаруллă композитор сахал мар юрă чăваш академи, çамрăксен, пуканесен театрĕсем лартакан спектакльсем валли çырнă. Вĕсенчен чи паллисем – «Тăван çĕршывра», «Юратсан», «Телей çулĕ», «Хурăнлă çулпа», «Саврăм эпĕ качча», «Семафор уçăлсан», «Хăмла», «Хĕвел тĕрри» тата ытти те.
Герман Лебедев обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Ăна пĕрре çеç мар Шупашкар хула канашĕн депутатне, хулари тата районти коммунистсен партин комитечĕн членне, республикăри хор обществин правленин председательне суйланă. Çаплах вăл филармонин, юрăпа ташă ансамблĕн парти организацийĕсене ертсе пынă.
Шупашкар хулинчи композитор ĕçлесе пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Шупашкарти чăваш наци лицей-интернат Герман Лебедев ячĕпе хисепленет. Унăн ячĕ Чăваш Республикин Юбилей Хисеп Кĕнекине кĕнĕ.
Паллă композитор пурнăçран 1980 çулта уйрăлса кайнă. Анчах вăл çырнă юрă-кĕвĕ чăваш радиовĕнче тăтăшах янăрать, Чăваш Республики кашни ир вăл кĕвĕленĕ гимнпа вăранать.
 
: 1109, Хаçат: 19 (1215), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: