Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăн пулни
 
Çирĕм çул иртрĕ таварсем турттаракан хуçалăхра Мĕтри «КамАЗ» машинăпа ĕçлеме тытăннăранпа. Çăмăл мар шофёр ĕçĕ. Тĕрлĕ пăтăрмахсенче пулма тивнĕ ăна. Хăш чух мыскараллă пулăмсем те курнă. Хальхинче кĕтмен çĕртен сиксе тухнă тĕлпулу çинчен каласа пачĕ. Ăна итленĕ хыççăн куçран куççуль юхса аннине сисмерĕм.
- Эпĕ йышлă хресчен çемйинчен, - пуçларĕ калавне пĕлĕш. - Ялта ӳссе ĕçре пиçĕхнĕскере тĕнчене тухса кайсан та йывăрлăхсем çапса хуçма пултарайман. Çут çанталăк кĕреш хул-çурăмпа вăйне туллиех парнеленĕ темелле. Салтак хĕсметĕнче тăнă çулсенче пĕррехинче чаçа çӳллĕ те патвар çамрăк генерал пырса кĕчĕ. Самай тĕрĕслесе çӳренĕскер пирĕн ротăна çитрĕ. Эпир шăп çак самантра матсем çинче пĕр-пĕрне кĕрешмелли мелсене кăтартаттăмăр.
- Так-так, кам чаплă кĕрешме пултарать, ретрен мала тухтăр, мана çĕнтерме пултаракана тӳрех килне вăхăтлăха канма ярăп,-тет çакскер кĕрешмелли тума хăй çинче виçсе. Кĕрешӳ мелĕсене чухлакан сахал мар, анчах ку генерал пурне те çăмăлах мат çинче кустарать те парăнтарать. Вăл кĕрешӳ спорчĕн маçтăрĕ иккен. Пирте кашнинчех килне кайса курас ĕмĕт çунни паллă. Ман тăван ене каяс килет, ĕнтĕ çулталăк çурă килте пулман. Тухрăм кĕрешме. Пĕр вунă минут кĕрешрĕмĕр пулас, генерал ман мăя авса хул хушшине хĕстерсе хучĕ. Ыратнине ирттерме чăтăм пĕтрĕ. Ăшра вут-туйăм çуралчĕ: «Ну, генерал юлташ, пире, чăвашсене, хурлантараймăн, кăтартăп сана Сунтали чăвашĕнчен мыскара!» Генерала шеллемерĕм, пĕтĕрĕнсе тухса хăйне хĕстерсе хутăм. Аллипе мата çапса парăннине пĕлтерчĕ. Эпĕ тăван енре пулса куртăм,-тет савăнса Мĕтри. Харсăр чăваш пулнă ентеш. Маттур!
…Пыратăп пĕррехинче аслă çулпа. Кĕрхи çумăр çăвать, чунра начар туйăм çуратать. Пурăнатăп аякра, хальхинче умри çул хам çуралса ӳснĕ район урлă иртмелле. Ку енре юлашки хут пулнăранпа нумай çул иртрĕ. «Каялла çак çулпах таврăнмалла пулсан тăван киле кĕретĕпех…» - ĕмĕтленсе пыратăп. Хыçра - пин çурă çухрăм, тиенĕ тавара пушатмалли вырăна çитесси инçе юлман. Тăван ен вырăнĕсене сăнаса пыни те çанталăк пăтăрмахĕсене çăмăл сирме пулăшни сисĕнет.
Куратăп - умра курпунлăрах ватă çын. Кивĕ фуфайка тăхăннăскер иртсе каякан машинăран суллантарса хăваракан çилрен пĕшкĕнсе ал тупанĕпе питне хупласа илет. «Ăçта кайма тухнă старик? Ларасчĕ килте капла çанталăкра!» -ӳпкелетĕп ăна ăшра. Хам, çуран нумай çӳренĕскер, кунашкал ватта кашнинчех çула май лартатăп, шеллетĕп.
- Лар хăвăртрах, витĕр йĕпенетĕн вĕт, ав епле çумăр лӳшкет!-тесе уçрăм кабина алăкне. Хам малалла тинкеретĕп. Хăнăхнă йăлапа хускататăп та машинăна малалла вĕçтеретпĕр.
- Мĕн çăмăлпа çӳретĕр, ăçта каятăр? - тĕпчетĕп ентешрен.
- Мана, вăрçă ветеранне, «Запорожец» машина панă, çавна хам ят çине куçарттарма документсемпе Самара кайма тухрăм,-хуравлать ватă çын.
Астумастăп тата мĕн çинчен калаçнă, чунран, шалтан темле туйăм ун çине çаврăнса пăхма хистерĕ. Тинкертĕм те - манпа юнашар тăван атте лара парать!
- Ак! Кам? Эс мĕн?.. -мăкăртататăп. Хам тормоз педальне пусса антартăм.
Пĕр хушă чĕнмесĕр сăнарăмăр пĕр-пĕрне. Тутасем кăна темĕн пăшăлтатаççĕ. Нихăшĕ те ăнланмалла калаçаймастпăр.
- Атте, ара, паллаймарăн-и мана? Мĕтри вĕт, сан тăван ывăлу-çке, сан тăван ывăлу!
- А-а-а! Мĕ-ĕтри?!
Çирĕп ыталаса илнĕ ывăлĕпе ашшĕ пĕр-пĕрне. Кĕрхи çумăр шывĕ кабина кантăкĕ тăрăх, вĕсен вара – куççулĕ пит пĕркеленчĕкĕсем тăрăх янахĕ айне шăпăртатнă.
Çул хĕррине чарăннă машинăран иртсе каякансем кăна тĕлĕнмен. Çумăр çаплах çунă. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кăштахран ку машина хăйĕн çулĕпе малалла тапранса кайнă. Кабинăра ырă калаçу пуçланнă.
 
Ульяновск.
 
: 983, Хаçат: 19 (1215), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: