Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ 90 çул тултарнă май ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти наци вулавăшĕнче чăвашсен профессилле çыравçисен пĕрлĕхĕн пухăвĕ иртрĕ.
 
- Кăçалхи юбилей уявĕ аслă вĕрентекенĕмĕр тата çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ кунпа пĕр килет, - терĕ пухăва уçса правлени председателĕ, чăваш халăх çыравçи Сергей Лукиянович Павлов.
Çак хушăра чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн вăрăм çулĕ те çăмăл пулман, çĕкленӳпе кукрашка тапхăрĕсем те çук мар унта. Çакăн çинчен пухăва пынисене филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, правлени членĕ Виталий Родионов профессор аса илтерчĕ.
- 1923 çулта пулса иртнĕ литературăри лару-тăру çинчен чи малтан чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер чĕрĕ çирĕплетӳсемпе çырса кăтартнă, - терĕ вăл. – Пĕр ыйту çеç тăнă унта литература çинчен: кирлĕ-и вăл халăха? Кирлĕ пирки иккĕленмелли çук. Мĕнле çырни кирлĕ, чи малтан хамăрăн культурăна, чĕлхене сыхласа хăвармалла пулнă. Наци литератури пуçланнă чухне Спиридон Михайлов (Янтуш) чăваш йăли-йĕрки çинчен вырăслах çырса кăтартма пултарнă. Кун пек чухне вырăсла çырни те чăваш чĕлхине куçса каять. Çак вăхăтрах М.Фёдоровăн «Арçурине» те, Ф.Павловăн «Сутра» камитне те вырăсла куçарма çук. Чăваш менталитетне тытса пынă чухне – чĕлхе тĕпре.
1917 çулта «Хыпар» хаçат çĕнĕрен тухса тăма пуçлать. 1917-23 çулсенче Милли Чĕмпĕрте йĕркеленĕ «Чăваш çыравçисен ушкăнĕ» тытăнса тăрать. Пĕрлешӳ уставĕ тăватă пайран тăнă: чăваш литератури чăваш чĕлхипе тухса аталанмалла; унта халăх сăмахлăхне тĕпе хумалла; тĕнче классикĕсен çитĕнĕвĕсем çине пăхса аталанмалла; çыравçăсене пулăшма пĕрлĕх кирлĕ. Пĕрлешӳ канашĕн пуçлăхне Миллине, çыруçи пулма Ваçанккана, членĕсене Элкере тата Иван Аверкиев студента суйласа хăвараççĕ. Каярах чăваш ялне Хаяр пырса кĕрет. Вăл çыракансен пĕрлĕхне ура хурса пырать (Элмен т.ыт.те).
Пирĕн çак япалана асра тытмалла. Пурин те пĕр ĕç тумалла. Çав чăмăртанăва çĕнĕ шайра йĕркелесе ярасси – пирĕн тĕп тĕллев.
Пуху ертӳçи Сергей Павлов:
- Пĕрлĕх утса тухнă çул-йĕре виçĕ тапхăра уйăрма пулать: советсен тапхăрĕ, аркану вăхăчĕ, паянхи лару-тăру. Кирек епле пулсан та, эпир халĕ капитализм тапхăрĕнче пурăнатпăр. Пирĕн пĕрлĕх виçĕ ушкăна пайланса кайрĕ. Чĕлхешĕн усăллă пулмарĕ вăл. Çĕнĕлле ĕçлени кирлĕ. Халĕ çыравçă пĕлтерĕшĕ улшăнчĕ. Реестрта çук вăл. Пенси те памаççĕ ăна. Нумаях пулмасть Мускава кайса килтĕм. Унта çакă курăнчĕ: патшалăх литературăна хăйĕнчен уйăрчĕ. Ку вăл – пирĕн пурнăç. Ăна хăнăхмалла. Çавах та çыравçă вăл чун ыйтнипе çырать. Аслăраххисем пĕр пуссăр ĕçлеççĕ. Çыраканĕсем йышлă. Тĕприсем вара апла мар. Çакна та шута илмелле. Пулăшу кирлĕ пурне те. Апла пулсан мĕн тумалла-ха? Ку чухне грантсем çĕнсе илме пулать. Мастер-классем ирттересси йăлана кĕрет. Хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев меценатсемпе ĕçлеме пĕлнĕ. Пирĕн, çыравçăсен, унран вĕренес пулать.
В.П.Ефимов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ,ы профессилле писательсен пĕрлĕхне министерство юбилей ячĕпе янă саламлă çырăва вуласа пачĕ.
- Пурнăç ылмашăнчĕ, - терĕ вăл малалла. – Пултарулăх ушкăнĕсем ку чухне тĕрлĕрен грантсемпе усă кураççĕ. Кун пирки çыравçăсен те шухăшламалла. Çыравçăсем сапаланса ĕçлени кунта та чăрмав кӳрет. Интереслĕ проектсем тăратса пурнăçлама тăрăшăр.
Кун хыççăн министр Светлана Гордеева тата Владимир Кузьмин çыравçăсене министерствăн Хисеп хучĕсене пачĕ. Сергей Павлов юлашки çулсенче пичетре уйрăмах палăрнă çыравçăсен пысăк ушкăнне Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Юрий Сементер, чăваш халăх поэчĕ:
- Паян литература сăпки умĕнче тăнă чăннипех те ырă ята тивĕçнĕ çыравçăсене аса илес килет. Акă Иоаким Максимов-Кошкинский драматург, чăваш халăх артисчĕ, РФ искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, унăн мăшăрĕ Татьяна Степановна – Тани Юн драматург, куçаруçă, чăвашсен малтанхи кинофильмĕсенче ӳкерĕннĕ актриса – епле маттурччĕ вĕсем! Пётр Николаевич Осипов драматург, прозаик, ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Чăваш халăх поэчĕсем Ухсай Яккăвĕпе Петĕр Хусанкай, чăваш халăх çыравçи Александр Артемьев… Федосия Дмитриевна Ижедер (Дмитриева) куçаруçă, «Пуçсăр юланут» тата ытти тĕнчипе паллă шедеврсене чăвашла куçарнă пултаруллă хĕрарăм. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче малтанхи кунран тытăнсах çапăçса пилĕк орден илнĕ чăваш халăх поэчĕ Александр Алка, Александр Кăлкан драматург… Мĕн чухлĕн вĕсем, чăваш литературин лавне тĕпре туртса пынă çыравçăсем!
Паян пире чĕлхе шăпи питĕ кулянтарать. Пирĕн пуçлăхсем тĕрлĕ шайлă пухусенче чăвашла калаçмаççĕ. Патшалăх ларăвĕсене те чăвашла ирттересчĕ пирĕн.
Çыравçă ĕçĕ – кĕнекере. Анчах та ăна çырнă хыççăн вулакан патне çитме çăмăл мар. Çыравçăн ăна хăй шучĕпех пичете хатĕрлесе кăларса ярас пулать. Ĕçĕшĕн вара ăна никам та тӳлемест. Ман шутпа, автор тивĕçлĕхне патшалăх шайĕпе хӳтĕлес ыйтăва вăраха ямасăр пăхса тухмалла.
Юрий Артемьев, критик-литературове д, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор:
- Кашнин хăйĕн шухăшĕ пулма пултарать: илем туйăмĕ, чи малтан чĕлхе илемĕ пирки. Литература саппасĕ мĕнле? Пирĕн малтанхи классиксем, интеллигенци представителĕсем ялсенчен тухнă. Хуласенче иккĕмĕш сыпăкри интеллигенци представителĕсем, элита, халăх хăйми çук. Кунта чĕлхене пĕлни çеç çителĕксĕр. Чĕлхе вăл – культурăн пĕр пайĕ. Сăмахран, Чингиз Айтматов хăйĕн хайлавĕсене вырăсла çырнă. Вĕсене кăркăс куçĕпе пăхса тĕнче умне кăларнă. Халăх менталлитетне, психологине, тĕнче курăмне, чун ыратнине. Тата тепĕр пăтăрмах пур. Эпир – питĕ чухăн. Чухăнсем нихăçан та ирĕклĕ пултарулăх çыннисем пулман. Пирĕн патшалăх премийĕ те шутсăр пĕчĕк. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, тутарсен те, пушкăртсен те темиçе хут пысăкрах. Ку чухне усламçăсемпе – «çĕнĕ чăвашсемпе» - ĕçлеме тытăнмалла. И.Яковлев вĕрентекенĕмĕр вĕсемпе пĕлсе усă курнă.
Валери Туркай, чăваш халăх поэчĕ:
- Пĕрлешӳсем пайланса ĕçлени пирĕн пысăк йăнăш пулчĕ. Кун пек пурăнмалла мар. Тутарсем те, пушкăртсем те, марисем те пĕрлĕхĕсене упраса хăварма пултарчĕç. Юрий Михайлович тĕрĕс каларĕ: пĕтĕм халăха кулянтаракан ыйтусене хускатмалла.
Геннадий Максимов, правлени членĕ:
- Константин Иванов ячĕллĕ патшалăх премине тавăрмаллах!
Марина Карягина, поэтесса, тележурналист:
- Çыравçă чун-чĕри – ыратакан вырăн. Пĕр ĕç укçипех тухăçлă ĕçлеме çук. Мана хама йывăр мар-ха. Эпĕ çĕнĕ тапхăрта ӳснĕ. Эпĕ 17 çул пĕрлĕхре тăратăп. Мана чи çамрăкки тесе калатчĕç. Паян чи кĕçĕнни кам? Ку – шухăшлаттарать. Ăçта вĕсем? Хамăр çырнине пирĕн ачасем вулаяççĕ-и? Эпир пурсăмăр та яваплă хамăр чĕлхе умĕнче. Ман хĕрсенче шанчăк пур. Арçынсем наци тĕрекĕ пулмалла.
Алексей Леонтьев, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ:
- Паян эпĕ те пĕрлĕх членĕ пулса тăтăм. Юлашки вăхăтра куçару енĕпе ĕçлерĕм, темиçе кĕнеке тухса кайрĕ. Паллах, публицистика та литературăн пĕр пайĕ. Пирĕн хаçатсенче Д.Гордеев, А.Юман тата ытти авторсем сахал мар çыраççĕ. Чылайăшĕ вара хăйсен çивĕч сăмахне пичетре калама васкамасть-ха. «Хыпар» хаçат тĕрлĕ шухăша хирĕç мар. Чи кирли – пахалăхĕнче. Куçару – литературăн уйрăлми пайĕ. Сиртен сумлă ĕçсем курас килет.
Денис Гордеев, чăваш халăх çыравçи:
- Çыравçă вăл – хисеплĕ ят мар. Çыравçă – професси. 1934 çулта Максим Горький СССР Писательсен союзне йĕркелесе янă чухне çыравçă профессионал ятне илнĕ. Пĕрлĕх членĕсем пулнисем кăна çыравçă шутланнă. Çыравçăсен йышне виçĕ кĕнеке кăларнă хыççăн йышăннă. Унăн ĕçĕ пенси стажне кĕнĕ. Çыравçăн ĕç вырăнĕ – çыру сĕтелĕ. Çавăнпа хваттер уйăрнă чухне ун валли 24 тăваткал метр уйрăм пӳлĕм тӳлевсĕр уйăрнă. Чирлесен 104 кун хушши кунсерен вуншар тенкĕ тӳленĕ. Кунсăр пуçне çыравçă пансионатра канма, ĕçлеме пултарнă, ăна ĕçлеме майсем туса панă. Шел, ку чухне эпир çакнашкал çăмăллăхсемпе усă кураймастпăр.
Юлашкинчен Д.Гордеев пуху ятĕнчен çыравçăсен ĕç  майĕсене лайăхлатма ыйтса республика Пуçлăхĕ ячĕпе чĕнӳ йышăнма сĕнет.
Порфирий Афанасьев, чăваш халăх поэчĕ:
- Паян эпĕ ку пухура Совет Союзĕн юлашки тапхăрĕнче чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн правленине ертсе пынă çыравçăсенчен пĕччен. Ун чухне эпир ырă ĕçсем сахал мар тунă. Уйрăмах К.В.Ивановăн 100 çулхи юбилейне ЮНЕСКО шайĕпе уявласа ирттерни тăван литература историне паллă пулăм пулса кĕрсе юлчĕ.
Анатолий Юман, 1983 çултанпа СССР Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ, Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕр урамĕсенчен пĕринче виçĕ каччă тĕл пулнă: Никифор Охотниковпа Иван Юркин чăвашсем тата чăваш халăхне И.Я.Яковлевпа пĕрле çырулăх парнеленĕ халăх училищисен директорĕн ывăлĕ Володя Ульянов вырăс ачи.
- Акă пирĕн чăвашсен малтанхи çыравçи, - тесе паллаштарнă Никифоров хăйĕн çамрăк вĕрентекенне хăй пек маттур чăваш ачипе.
- Очень приятно слышать, - алă парса паллашнă пĕр-пĕринпе çĕнĕ туссем.
1908 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче «Сказки и предания чуваш» («Чăваш халапĕсем») кĕнекере чăвашсен малтанхи поэчĕсем те – К.В.Иванов, М.Фёдоров, Н.Шупуççынни – хăйсем çинчен пĕтĕм чăваш тĕнчине уççăн хыпарланă.
Çапла пуçланнă Чĕмпĕрте чăваш литератури. 1920 çулта кунта «Чăвашла çыракансен ушкăнĕ» йĕркеленет. Ăна Алексей Милли (Прокопьев) ертсе пырать. «Атăл юрри» журнал йĕркеленет, унăн икĕ номерĕ кун çути курать.
1989 çулта эпир Ульяновскра «Канаш» хаçат йĕркелесе ятăмăр. Ун çумĕнче «Шевле» литпĕрлешӳ йĕркеленчĕ. Кун хыççăн «Атăл юрри» журналăн 3-мĕш номерне чĕртсе яма тӳр килчĕ. Кăçал акă 4-мĕш номерĕ те кун çути курать. Малашне эпир ăна çуллен пĕрер кĕнеке кăларса тăма пуçласшăн. Кунсăр пуçне литпĕрлешӳ членĕсем хăйсен малтанхи кĕнекисене кăларса яма ĕлкĕрчĕç. Шупашкарти профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕнче эпир виçĕ шевлеçĕ тăратпăр: эпĕ, Серте Мишши тата Валентина Тарават. Малашне йыш пирĕн çамрăксен шучĕпе те ӳссе пырасса шанатпăр. Хамăр енчен эпир малтанхи çыравçăсен йăли-йĕркине малашне те пултарнă таран пурнăçласа пыма тăрăшăпăр.
Пуху вĕçленсен Сергей Павлов çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Шупашкарта Пушкăрт çыравçисен кунĕсене ирттерме шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ саманара йыш малаллах ӳсет, аталанать.
 
: 1143, Хаçат: 19 (1215), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: