Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван чĕлхене
 
Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп
Сан чи тивлетнĕ ĕмĕтне.
Çунатлă пултăм –
Вĕçĕнетĕп
Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.
 
Ĕçре çунан чĕрем хĕлхемĕ,
Чĕлхем, пур саншăн ывăнмасть.
Санпа сывлать тăван этемĕм,
Санпах сывлать çĕршывăм ман.
 
Ылхан кун-çулĕн мур ĕмĕрĕ
Чылай тулларĕ хăватна.
Çапах чăн сиплĕх сан пĕтмерĕ,
Çапах упрарăн ху ятна.
 
Кĕрешӳри тивлетĕн ячĕ
Сана çул пачĕ ирĕке.
Тасатĕ чăн этам хăвачĕ
Сана имретнĕ кирĕке.
 
– Килсем.
Килсем, чăваш поэчĕ!..–
Теетчĕ Çеçпĕл куççульпе.
Чĕлхем, вăл саншăн,
Саншăн йĕчĕ,
Хупланчĕ вилĕм чулĕпе.
Калам паян:
Вăл пурнăç иртрĕ,
Йĕрӳ паяншăн тĕлĕкре.
Чĕлхем, чĕлхем! Эс чечекре,
Чечекленес вăхăт сан çитрĕ.
 
Часах чечек сан çимĕçленĕ,
Пуйтарĕ унăн илемне,–
Калатăп эп – Митта Ваçлейĕ –
Çыртса чĕлхемĕн тӳлемне.
 
: 1169, Хаçат: 19 (1215), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: