Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çын мĕне ĕмĕтленет? Ылтăн, укçа, çурт, çемье, илем, юрату пирки-и? Кашни çак ыйтăва хăйне кура хуравлать. Камшăн-тăр укçа, ылтăн малти вырăнта. Вĕсене айăплама çук, мĕншĕн тесен вĕсем çак çула хăйсем суйланă, вĕсен телейĕ — çакăнта.
Телей тупнă çынна айăпламалла-и? Паллах, çук, енчен те ăна ытти çынсене хĕн кăтартмасăр, теприн телейне пăсмасăр тупнă пулсан.
Тепĕр çын хăй телейне туслă çемьере, юратупа килĕшӳре, тус-тантăшра тупать. Ăна килте çывăх çыннисем кĕтеççĕ, канаш ыйтма, чуна уçма тăван пур, йывăрлăхра пулăшма юлташ пур, пурнăçа илемлетме юратнă çын пур.
Ылтăн халĕ питĕ хаклă. Ăна кашни туянма пултараймасть. Анчах та укçа пухсан – туянма пулатех. Туянтăн. Халĕ санăн ĕмĕтӳ пурнăçланчĕ. Юлташупа, тăванупа килĕшӳ пулмасан эсĕ телейлĕ-ши? Шел, çаксене темĕн чухлĕ укçапа та туянаймастăн. Çапла, пурнăçра веçех укçапа, ылтăнпа виçейместĕн. Тăванăн, юлташăн хакĕ çук.
Телейлĕ çын хăй телейĕ пирки кăшкăрмасть. Вăл телейлĕ пулни каламасăрах паллă. Ăна асăрхакансем: «Çак çын телейлĕ»,- теççĕ.
 
: 909, Хаçат: 19 (1215), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: