Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 36-37-мĕш номерсенче.)
Мархван упăшкипе пĕрле телейĕ те çĕр айне юлчĕ, тăпрапа хупланчĕ. Ăна нимĕн те савăнтармарĕ: упăшки пухса хăварнă тупра та, хăйне парнеленĕ ылтăн вăчăра та. Ашшĕ пекех яштака та патвар ывăлĕсем çине пăхсан кăна чунĕ лăпланать.
-Вăрçă пырать теççĕ таçта. Пирĕн пата кăна ан çиттĕрччĕ. Ывăлăмсене, хĕре Турă сыхлатăрччĕ,- кашнинчех сăхсăхрĕ вăл урамра пĕр-пĕр усал хыпар илтсе килсен.
Хăйсенчен инçех мар, Улатăр таврашĕнче, çапăçусем пыраççĕ тет. Кам кампа çапăçать, кам майлă пулмалла – хура халăх ăнланмасть-ха.
Пĕр кунхине вĕсен ялне темле юланутлă салтаксем килсе çитрĕç. Вĕсем ял çамрăкĕсене пуçтарчĕç. Тем каларĕç, тен, хăратрĕç. Унтан Хĕлимунпа пĕрле киле килчĕç. Вăл япалисене пуçтарчĕ.
-Анне, мана вăрçа илсе каяççĕ. Ман каяс килмест вĕсемпе, ирĕксĕрленеççĕ,- терĕ умне пырса тăрса.
Çакăнтанпа Мархва ывăлне курман. Темле “граждан вăрçи” тенине илтнĕ. Çавăнта пуçне хунă ĕнтĕ вăл, çамрăкскер, ăнланмаскер. Кайран тĕнче лăплансан Хĕлимуна патша çарĕн салтакĕсем илсе кайнă тесе каланине илтнĕччĕ Мархва. Ун чухне йăли çапла пулнă: кам яла кĕнĕ, çавă çамрăксене пуçтарса хăйсемпе ирĕксĕрлесе илсе кайнă. Патша çарĕсем ял урлă каçсан – патша çарне, çĕнĕ влаçсем, чухăнсен çарĕсем кĕрсен – хĕрлĕ çара лекнĕ пытанса ĕлкĕреймен каччăсем.
ххх
Мархва ывăлĕпе хĕрне çителĕклĕ пурнăçпа ӳстерчĕ. Хĕрне ялти Симунсен таврашне качча пачĕ. Савăнать хĕрĕн телейĕпе амăшĕ. Мĕнле савăнмăн! Кĕтнĕ пекех пĕрремĕш ачине ывăл çуратса пачĕ хĕрĕ.
Кĕçĕн ывăлĕ Хĕветĕр вара пит шух. Хĕрсене юратать. Авланасси пирки те сăмах хускаткалать, анчах кам хĕрне кăмăлланине хальччен каламасть. Амăшне те итлет-ха вăл. Ывăлĕ хуçалăхри ĕçе тытса пымасан – кам тăвĕ?
Пĕррехинче Мархва Кушлавăш пасарне çул тытрĕ. Ара, туянмалли чылай унăн. Укçи те пур. Çапла пасарта уни-куни пăхкаласа çӳренĕ вăхăтра ун патне кӳршĕ ялти пĕр палланă хĕрарăм çыпçăнчĕ.
-Итле-ха, Мархва. Хыпар мар пуль-ха та, ыйтса пĕлес терĕм. Сан авланман ывăл пур-им?
-Пур. Хăвăн хĕрне качча парасшăн мар пуль ман ывăла?
-Ан сӳпĕлтет. Ман хамăн та ывăлсем кăна. Апла çын калани тĕрĕс иккен. Сирĕн ывăл пирĕн ялти Курак Антунĕн хĕрĕпе туслă тет. Лешсем кăçал туй тăвасси пирки калаçкалаççĕ тет.
-Ан сӳпĕлтет. Çав наянсен йăхĕнчи хĕрпе туслашман пуль ĕнтĕ ман ывăл. Хăй ĕçсĕр перре те лармасть.
-Хамăр та çакăн пирки калаçатпăр. Эсир мĕнле пысăк та чаплă хуçалăхпа пурăнатăр. Таврарисем ăмсанаççĕ сана. Пĕччен хĕрарăм пулсан та хапха юписем те санăн юманран. Кураксем вара çĕр пӳртрен те влаç улшăнсан кăна тухрĕç. Пуян çуртне пачĕç. Ăна та тустарчĕç наянсем. Чĕлхисем вара çĕçĕсĕр касаççĕ. Пулнă вĕт çĕр çинче çынсем,- терĕ ик пĕççине шарт! çапса çав хĕрарăм.
Унăн юлашки сăмахĕсене Мархва илтмерĕ. Курак йăхĕнчен хĕр илесшĕн тени ăна пуçĕнчен чукмарпа çапнă пекех туйăнчĕ. Туянмаллине веçех те туянчĕ вăл, те туянмарĕ те. Аллине сулчĕ те килнелле танклаттарчĕ. Килне çитсен кăна кĕсйинчи укçа енчĕкĕ çуккине асăрхарĕ.
-Ăçта ӳкерсе хăвартăм-ши? Çав усал хыпара илтсе пуç çаврăнса кайрĕ. Кулянса ӳкнипе куç та курми пулчĕ. Те ӳкерсе хăвартăм ĕнтĕ, те вăрларĕç,- хăйпе хăй калаçса çӳрерĕ вăл пĕчченех килĕнче. – Килтĕр-ха Хĕветĕр, паратăп эп ăна Курак хĕрĕ. Çĕр çинче урăх хĕр тупăнман-им ун валли? – чунтан тарăхрĕ вăл.
Анчах Хĕветĕрпе калаçни усси пулмарĕ.
-Эп вăл хĕре юрататăп, эп авланатăп,- терĕ вăл касса татнă пек çирĕппĕн.
Кун пек сăмахсем хыççăн Мархва ывăлне нимĕн те калаймарĕ. Майĕпĕн туя хатĕрленме пуçларĕ.
Туйне чаплă кĕрлеттерчĕç вĕсем. Хĕрĕн япалисем те чухăнрах, парнисем те ячĕшĕн кăна пулнă пулин те кĕçĕн ывăлĕн туйне Мархва çын тĕлĕнсе тăмалла турĕ.
ххх
Çамрăксен пурнăçне Мархва хутшăнмарĕ. Хăйне те хăй хунямăшне пăхнă пек пăхасса кĕтрĕ. Анчах çĕнĕ çынран хисепне курмарĕ.
-Мана темех кирлĕ мар, хăйсем аван пурăнччăр,- шухăшларĕ Мархва. Хăйне вăй питти хĕрарăм тесе шутларĕ. Кинне ытлашшиех ĕçе кӳлмерĕ. Ывăлĕ те арăмне шутсăр хĕрхенчĕ. “Ман Санюк та ман Санюк” тесе кăна тăчĕ. Мăшăрсем пĕр-пĕрин хушшинче аван пурăнчĕç вара. Амăшне кăна хисеплемерĕç. Кансĕрлерĕ вĕсене амăшĕ. Ывăлĕн кăмăлĕ те улшăнчĕ. Авлансан арăм çывăхрах çав. Хĕветĕр арăмĕн сăмахне итлесе пĕрре кăна мар амăшĕпе хирĕçрĕ. Пĕррехинче вара пуçĕнчен тĕпленĕ кăççатăпа тӳплеттерчĕ. Çакна кĕтменччĕ Мархва. Ывăлĕ хăйне çапма пултарасса тĕлленмен те. Арăм еккине кайнă Хĕветĕр кăмăлĕпе те усалланчĕ.
Çамрăксен пĕрремĕш ачи ывăл çут тĕнчене килсен Мархва питĕ хĕпĕртерĕ. Хура куçлă ытарайми мăнукне чунтан юратрĕ. Кулька Хĕлимуна аса илтерчĕ. Сăнĕпе те хăйсене хывнă. Хăш чухне ятне пăтраштарса Хĕлимун тесе те чĕнчĕ пĕчĕк ачана. Кинĕ ачи патне ярасшăнах пулмарĕ хунямăшне.
Ĕçле хăвăн ĕçӳпе, хам ачасене хамах пăхатăп,- терĕ.
-Ял йăлипе мăнуксем çуралсан вĕсене ватти асăрхать, ытти ĕçре çамрăккисем тăрмашаççĕ,- тенине илтмĕш пулчĕ. Мархва хирĕçмерĕ. Сăмах каласа вĕсене çĕнтерме çуккине пĕлет ĕнтĕ вăл. Упăшки хĕнеменнине ывăлĕнчен патак çиес килмест.
Пĕрре çапла анкартинче ĕçлесе кĕнĕ хыççăн Мархва сăпкара выртакан Кулькана пырса пăхас терĕ. Ак тамаша, пĕчĕк ача унăн упăшкин салтакри сăн ӳкерчĕкне кăшласа выртать.
-Кам тыттарнă ачана аслашшĕн сăн ӳкерчĕкне? – тарăхрĕ Мархва. Хуçлатса йĕпетсе пĕтернĕ сăн ӳкерчĕке майĕпен ачан аллинчен илчĕ. Ӳкерчĕкри сăна хытса куштăрканă аллипе сăтăрса якатрĕ, чĕри çумне тытрĕ. Хурланнипе ик куçĕнчен куççуль шăпăртатса тухрĕ.
-Эх, Лекçей, пурăнаймарăн паянхи кунччен. Пĕртен-пĕр сăну та çак кăначчĕ. Мĕншĕн урăх сăн ӳкерттермен-ши эсĕ,- пăшăлтатрĕ сăн ӳкерчĕк çине пăхса.
-Мĕн тухатмăш пек пăшăлтатса тăран? Ачана выляма панă эп ăна. Вылятăр,- терĕ тӳрккессĕн кинĕ.
-Урăх тетте тупаймарăн апла çак сăн ӳкерчĕксĕр пуçне?
-Ачашăн хăлтăр-халтăр сăн ӳкерчĕке хĕрхенетĕн апла? Сана никам та кирлĕ мар, хыт кукар,- кăшкăрма чарăнмарĕ вăл.
Мархва урăх калаçса тăмарĕ, сăн ӳкерчĕке илсе Турă кĕтесне хучĕ те картишнелле тухрĕ.
Пурĕпĕр упраймарĕ çав сăн ӳкерчĕке Мархва. Кулька кăштах ӳссен кинĕ каллех тыттарнă ăна ывăлне. Лешĕ çурса вĕтĕ-вĕтĕ татăксене пайласах пăрахнă. Хытă йĕчĕ Мархва çав татăксене пуçтарнă чухне. Çиллипе мăнукне те кутĕнчен çаптарса илчĕ. Мĕн усси ĕнтĕ. Вăхăта каялла тавăрма çук, сăн ӳкерчĕке те çыпăçтарма çук.
Ир пулать те каç пулать, кун хыççăн кун иртет, çул хыççăн – çул. Мархван кил-çурчĕ мăнуксен чĕвĕл-чĕвĕл сассипе тулса пычĕ. Умлăн-хыçлăн тенĕ пек çуралнă тăватă ача хĕвĕшрĕ пӳртре. Ытарайми ачасене пурне те юратрĕ вăл. Хĕветĕр колхоз туяннă тĕлĕнтермĕш япалапа – тракторпа – ĕçлерĕ. Тырри кĕлет тулли вĕсен, выльăх-чĕрлĕх пур. Чухăн çемьере çитĕннĕ Санюк хальхи пуян пурнăçĕпе киленчĕ. Тăванĕсене те манмарĕ. Çăкăр икшер кăмака пĕçере-пĕçере тăван ялне кая-кая пачĕ.
Пурнăç аванланса пыратчĕ. Кĕтмен çĕртен вăрçă тени тĕнчене кисретрĕ. Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнчĕç. Хĕветĕре тӳрех фронта илмерĕç, мĕншĕн тесен вăл çулĕпе аслăрахчĕ. Ялти 1921-22 çулхисене чи малтан военкомат фронта ăсатрĕ. Çитменнине, трактористăн “бронь” текенни те пулнă. Хветĕрпе Санюкăн урăх фронта юрăхли çук, аслă ывăлĕ вунвиççĕре кăна.
Вăрçă вăхăтĕнче ял çыннин пурнăçĕ самай начарланчĕ. Ĕçлекенсене тырă сахал панă, юрать малтан ĕçленипе кĕлетри ларсем туп-тулли. Фронтран пĕрре те ырă хыпар килмерĕ. Пирĕннисем Мускава çитичченех чакрĕç те чакрĕç. Ленинград та унка лекнĕ. 1943 çулта Хветĕре те çара илсе кайрĕç. Килтисем йĕрсе ăсатса ячĕç ăна. Пĕлеççĕ вĕт, канма каймасть, вăрçа. “Вилнĕ”, “Хыпарсăр çухалнă” текен хутсем яла темиçе теçетке килме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Хĕветĕр фронта тухса кайсан Мархва вăрçа выçлăхсăр ирттерсе ярасса шанса тăчĕ. Ялти ытти нумай çынпа танлаштарсан вĕсем самай пуян пурăнаççĕ, тырри те нумай. Перекетлĕ кăна тытма пĕлмелле. Кинĕнче çав перекетлĕх пулманни кăна пăшăрхантарать.
Мархвана кăмака умне кинĕ тахçанах пыртармасть ĕнтĕ. Халăхра икĕ хĕрарăм кăмака умĕнче килĕштермест тенине ăса хывса ват çын унчченхи хăй вырăнне тахçанах панă. Çавăнпа мĕн ĕçлет унта кинĕ, мĕн пĕçерет – сыхласа тĕрĕслесе тăман. Анчах кинĕ пушă вăхăт тупăнсанах кутамкка çакса тăван ялне хутланине пĕрре кăна мар курнă.
-Мĕн йăтать унта аннӳ ялан? - ыйтрĕ вăл пĕррехнинче юратнă Кулька мăнукĕнчен.
-Мĕн йăттăр, çăкăр. Каллех кукли-çăкăр пĕçернĕччĕ, веçех тенĕ пек хăйĕн ялне йăтса кайрĕ,- мăкăртатрĕ Кулька.
Ку хыпар Мархван чунне самай ыраттарчĕ.
-Кун пек хăтлансан хăвăн тăватă ачу выçăпа шыçма пуçлать вĕт. Мĕн, эс вĕсене крахмал çитересшĕн им? – терĕ вăл кинне.
-Сан ĕç çук кунта. Ыттисем крахмал çиеççĕ, вĕсене те пăсмасть,- терĕ.
Мархва каланă пекех пулса тухрĕ. Лартан ялан тыррине илсе тăрсан – вăл пĕтет. Унта хушса тăракан çук вĕт. Хĕветĕр вăрçа тухса кайни çулталăк кăна-ха, ларсем вара пушаннă. Кулька çуркунне ялти ытти ачасемпе крахмал пуçтара-пуçтара килчĕ. Тутлă мар крахмал икерчи, анчах хырăм выççине пурĕпĕр чакарать. Тата ĕçлемелле-çке вĕсен! Вăрçă пĕтессе аран кĕтсе илчĕ çемье, выçса вилмерĕ. Ашшĕ, Мухтав Турра, тăван килне тĕрĕс-тĕкелех таврăнчĕ.
Хĕветĕр таврăнсан пурнăç малтанхи шая кĕчĕ темелле. Ĕçлеме юратакан тата пĕлекен арçын çемйишĕн кунĕн-çĕрĕн тăрăшрĕ. Хĕллехи каçсенче сунара та çӳрерĕ, ачисене мулкач ашне çитерчĕ. Кулька ӳссе çитĕнчĕ. Вăл вăрçă хыççăн салтака каякансенчен пĕрремĕш пулчĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 1094, Хаçат: 38 (1130), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: