Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин çур аки ĕçĕсем çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕçленни пирки каланă.
Тĕш-тырă кăçал пĕтĕмĕшле 586 пин гектар йышăнать. Çав шутран 316,6 пин гектарĕ (102,6 процент) — çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем: тулă –124,8 пин гектар, урпа – 126 пин, сĕлĕ – 35,5 пин, пăрçа – 10,2 пин, вăрлăхлăх куккурус – 12,5 пин, хуратул – 2,5 пин, вир – 800 гектар.
Кунсăр пуçне облаçри хирсенче хĕвелçаврăнăша 160,5 пин гектар (102 процент), сахăр кăшманне 13,1 пин гектар (97 процент), рапс – 11,4 пин гектар (86 процент), шăпкан (рыжик) – 3 пин гектар (108,5 процент), соя – 1,4 пин гектар (60 процент).
Облаçри хуçалăхсенче çĕр улми лартас ĕç вĕçленсе пырать, ăна 93 процент таран пурнăçланă (1,9 пин гектар). Çаплах 1,2 пин гектар çине пахча çимĕç (97 процент) акса хăварнă.
Выльăх апачĕ валли те курăксене 73,7 пин гектар çине акнă. Нумай çуллăх курăксене – 8,8 пин гектар, пĕр çуллăх курăксене 53,7 пин гектар (101,3 процент), силос валли кукурус 11,1 пин гектар (80 процент) акнă.
Çур акинче чи малти кăтартусемпе савăнтаракансем — Барăш (138,2 процент), Çĕнĕ Спасск (110,4), Тереньга (106), Кăлаткăпуç (105,9), Павловка (105,7), Кузоватово (105,3) районĕсем.
Палăртнинчен ирттерсе Çĕнĕ Малăкла (102,3), Вешкайма (102,4), Сăр (102,8), Радищево (104), Майна (101,6) тата Николаевка (101,2) районĕсем пурнăçланă. Александр Чепухин Барăш районне çуракинче чи пысăк кăтартусем çĕнсе илнишĕн куçса çӳрекен кубок панă. Ял хуçалăх министертвин Тав çырăвĕсене регионти малта пыракан хуçалăхсем çĕнсе илнĕ.
Паян ял хуçалăхĕсем шăтса тухнă тыр-пула пăхса тăрас ĕçе пуçăнаççĕ, анасене çум курăкĕнчен тасатаççĕ.
 
: 1026, Хаçат: 20 (1216), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: