Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче область епархийĕ тата УОЧНКА пуçарăвĕпе Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳре пысăк мероприяти пулчĕ: И.Я.Яковлева асăнса кĕлĕ ирттерчĕç, Патриархăмăрăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, И.Я. Яковлев музейĕнче конференци иртрĕ.
Мероприятие Самар облаçĕнчи Клевлĕ (Клявлино) ял чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте; И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ, Пĕтĕм тĕнчери халăхсене пĕрлештерекен тĕн академийĕн академикĕ, «Россия Православная» обществăлла юхăмĕн Тĕп Канашĕн членĕ В.А. Смирнов; Ульяновскри чиркӳсен благочиннăйĕ Алипий игумен; Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш чиркӳ настоятелĕ Сергий атте; Мелекесс районĕнчи Çĕнĕ Майнăри чиркӳ настоятелĕ Александр атте; Чартаклă районĕнчи Хĕрлĕ Яр чиркĕвĕн настоятелĕ Андрей атте килсе çитнĕччĕ.
Алипий игумен малтанах Симбирск метрополийĕ ятĕнчен салам сăмахĕсем вуласа пачĕ.
-И.Я. Яковлев чăваш халăхне православи тĕнне явăçтарас ĕçре нумай вăх хунă. Вăл хăварнă халал паян та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, унти сăмахсем православи халалĕсемпе килĕшсе тăраççĕ. Шел, Чĕмпĕрте те Иван Яковлев кам пулнине, чăваш халăхĕшĕн вышкайсăр ĕçсем туса пынине пурте пĕлмеççĕ-ха. Çавăнпа та унăн ырă ятне пирĕн мĕнпур чиркӳре асăнас, халăха унăн ĕçĕсем çинчен каласа парас пулать, - терĕ вăл пурне те саламласа.
Кĕлле Игнатий игумен пуçарса ертсе пычĕ.
Иван Яковлев скверĕ
Кĕлĕ хыççăн ентешĕмĕрсем Патриархăмăр палăкĕ умĕнче пуçтарăнчĕç. УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев кĕске митинга çапла пуçларĕ:
-Облаçри чăваш общественноçĕ тата чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн арĕсем тăрăшнипе Аслă Вĕрентекенĕмĕре мăнаçлă палăк лартма пултартăмăр. Халĕ çакă чăвашсене пуçтаракан сăваплă вырăн пулса тăчĕ. Яковлев скверĕнче чăвашсем кăна мар, таврара пурăнакансем те канаççĕ. Влаçсем пулăшнипе çумрах чăвашсен çурчĕ те пур, - терĕ вăл çак ĕçсене пурнăçа кĕртме пулăшакансене тав туса.
Игнатий игумен тата ытти тĕн çыннисем Мухтав кĕллине вуларĕç. Кивĕ Улхашри вырсарни шкулне çӳрекен ачасем: Кирилл Ижуков, Елена тата Ольга Шурековасем вырăсла тата чăвашла сăвăсем каларĕç.
Ульяновск хула пуçлăхĕн çумĕ Петр Столяров çапла каларĕ:
-Иван Яковлевăн ĕçĕсене пирĕн манас марччĕ. Ун пирки ытларах çамрăк ăрăва каласа парасчĕ. Иван Яковлев юбилейĕ Ульяновск хули никĕсленнĕренпе 365 çул çитнипе пĕр килчĕ. Ку ăнсăртран мар.
-Çак вырăна чăвашсене уйăрнăшăн пирĕн влаçсене: Ульяновск хула пуçлăхне Мария Беспалована, Саккунсем кăларакан Пухăвăн председательне Борис Зотова, Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра пысăк тав. Эпир малашне те Яковлев ĕçне малалла тăсма хатĕр,- терĕ Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Анатолий Еленкин.
Шупашкар хăни Валентин Смирнов Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл ятĕнчен салам илсе килнĕ.
- Иван Яковлев хăйĕн ĕçĕсемпе çветтуйсен йышне кĕме тахçанах тивĕç. Эпир ăна тивĕçлипех Апостол теме пултаратпăр. Вырăс халăхĕн пĕрремĕш çветтуйĕсене Бориспа Глеба чăваш хĕрарăмĕ çуратнă. Кирилл Патриарх çумĕнче ĕçлекенсен хушшинче те йăхташсем пур. Тĕслĕхрен, Никон патриарх. Чĕмпĕр епархийĕ тата чăваш общественноçĕ Яковлев ятне ĕмĕрлĕхех хăварас тесе тăрăшни пире савăнтарать,- терĕ вăл.
Облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева Иван Яковлевич юбилейне халалланă мероприятисене облаçри мĕнпур шкулта (пурĕ 500 шкул) ирттерни пирки каларĕ.
Унтан Игнатий игумен тата Владимир Сваев палăк умне чечек карçынккине лартрĕç, кашни килнĕ чăваш чечек хурса Иван Яковлевича пуç тайрĕ.
 
Конференци
Вăл «И.Я. Яковлев – Апостол чувашского народа» темăпа «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра иртрĕ. Ăна Владимир Сваев уçрĕ. Вăл паянхи мероприятин тĕллевне палăртрĕ.
-Пирĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – И.Я. Яковлева çветтуйсен йышне кĕртесси,- терĕ вăл. – Ку ыйтăва вырăнти чăвашлăха хускатса яракансем те çĕклесе пăхнă терĕç. Çак çăмăл мар ĕçе эпир каллех хускатрăмăр. Чĕмпĕр епархин пуçлăхĕ Аслă Патриархăмăрăн ĕçне-хĕлне тишкерчĕ, пирĕн пуçарăва ырларĕ. Халĕ пирĕн ку ĕçе вĕçне çитерме малаллахи утăмсене сӳтсе явас пулать: протокол çырса документсене хатĕрлемелле, кирлĕ çĕре ярса памалла,- терĕ вăл. Чăваш чиркӳ настоятелĕн ырă ĕçĕсене асăнса вăл Игнатий игумена Тав хучĕ парса чысларĕ.
-Турă хăй çывăхне тивĕçлĕ çынсене çеç суйлать,- пуçларĕ сăмахне Игнатий игумен.- Иван Яковлева та Таса Турă амăш чĕри айĕнче выртнă чухнех суйласа илнĕ. Сахал мар хура-шур курнă вăл пысăк çын пулса ӳсиччен. Терт-хĕн курнипех вăл хăйĕн пурнăçне тăван халăха çутта кăларассине халалланă. Вырăс халăхĕпе туслă пурăнсан, православи тĕнне ĕненсен кăна чăвашăн малашлăхĕ пулассине ăнланнă вăл. Çав тĕллевпех шкулсемпе чиркӳсем уçнă. Вышкайсăр вăй хумалла пулнă çакна пурнăçлама. Ăна ура хуракансем те пулман мар, телее, унăн çулĕ çинче ăна ĕненекен, шанакан ырă çынсем тупăннă. Иван Яковлева çветтуйсен йышне кĕртни эпир ăна сума суни, чыс туни, тав туни пулать.
Кивĕ Майнăри чиркӳ настоятелĕ Александр атте Иван Яковлев православи тĕнне сарас ĕçре мĕнле ĕçсем туни çинче чарăнса тăчĕ:
- Ĕненĕве халăх патне ăнланмалла чĕлхепе çитермелле. Çавăнпа Иван Яковлев та чăвашсем православи тĕнне лайăх ăнланччăр тесе Библие чăвашла куçарнă. Вырăс халăхĕ хыççăн ыттисенчен чи малтан чăваш халăхĕн чăвашла Библи пулнă! И.Я. Яковлев пуçарăвĕпе 20 чиркӳ çĕкленнĕ. Халăх майĕпен православи тĕнне йышăннă,- терĕ вăл.
Валентин Смирнов малтан хăйпе паллаштарчĕ. Унăн ашшĕ Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районĕнчен. Валентин Андреевич – И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă нумай кĕнеке авторĕ. Юрăсем те çырать. Унăн юррисене Мускаври тĕн хорĕсем те юрлаççĕ, альбомсемпе дисксем пайтах. Ентешĕмĕр И.Я.Яковлева канонизаци тăвас ыйтупа тахçанах ĕçлет иккен. Сахал мар документ пуçтарнă.
- Çветтуйсен йышне кĕртес тесен И.Я. Яковлевăн тĕн енĕпе тунă ĕçĕсене çирĕплетекен хутсем нумай кирлĕ. Вĕсем пур, анчах çителĕксĕр, нумайăшĕ сыхланса юлман. Архивсенче ĕçлемелле. Православин обществăлла юхăмĕн членĕ пулнă май эпĕ ку ыйтăва Кирилл Патриарха та пĕлтертĕм. Вăл И.Я. Яковлевăн ĕçĕсемпе паллашрĕ. Манăн шухăша ырларĕ. Анчах ку йышăнăва эпĕ пĕччен мар, Раççейри мĕнпур епархи пуçлăхĕсемпе православи комиссин йышăнăвĕ хыççăн çеç йышăнма пултаратăп терĕ. Документсенче унăн ырă ĕçĕсем, йăнăшĕсем, вĕсене мĕнле тӳрлетнисем кирлĕ терĕ. Эпĕ Шупашкар, Хусан тата Самар епархийĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пултăм. Хусансем тĕлĕнтерчĕç. Яковлева пĕлместпĕр, вăл Ульяновск çынни, ăна Чĕмпĕр апостолĕ тусан та çителĕклĕ терĕç. Эпĕ вăл Тутарстанра çурални çинчен каласан шутласа пăхма пулчĕç. Çапла пирĕн çак ĕçе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн малаллах тĕртес пулать. Чи пахи, пире Кирилл Патриарх ăнланса йышăнни.
Облаçри патшалăх архивĕнчи шырав пайĕн пуçлăхĕ Роза Макарова И.Я. Яковлевпа çыхăннă документсемпе паллаштарчĕ, экран çинче кăтартрĕ.
Юлашкинчен Владимир Ильич пĕтĕмлетӳ туса çапла каларĕ.
-Паянхи конференци ума лартнă тĕллев патне тепĕр утăм туни пулчĕ. Малалла пирĕн йышăну çирĕплетсе документсем хатĕрлемелле, православи комиссине ярса памалла. Ман шутпа, мĕнпурĕ тăрăшсан ырă пуçарăва пурнăçа кĕртетпĕрех,- терĕ вăл пурне те чĕререн тав туса.
 
: 764, Хаçат: 20 (1216), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

aspivkqmoy (2016-08-11 17:49:17):
effexor<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: