Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Зоя Алексеевна Александрова Кунтикав шкулĕнче пуçламăш классене 34 çул вĕрентет. Кăçал унăн класĕнче 9 ача. Тепĕр çултан вĕсем те çуначĕсене сарса аслă классен тытăмне куçĕç.
Тутарстанри Пăва районĕнчи Шемек ялĕнче çуралнă хĕр мĕн ачаранпах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ те ăна пурнăçлас тĕллевпе Çинкĕл педучилищине çул тытнă. 1979 çулта алла диплом илсен ял çывăхнерех пултăр тесе направленипе Кунтикав шкулне килнĕ. Унтанпа ĕç вырăнне пĕрре те улăштармасăр çак шкулта ачасене пĕлӳ тĕнчине явăçтарать. Çĕнĕрен пурăнма тытăнсан та Зоя Алексеевна пуçламăш классене вĕрентекенех суйласа илĕттĕм тет.
Компьютер тапхăрĕнче вĕрентӳçĕ пурнăçпа тан утма тăрăшать. Вăл хăй тĕллĕн компьютера вĕренет. Унсăрăн хальхи ачасем умĕнче авторитета çӳллĕ шайра тытса тăма йывăр. Халь уроксене интереслĕрех хатĕрленме те, графиксемпе таблицăсем тума та çынран йăлăнса çӳремест, веçех хăй тăвать.
Вăл вĕрентнĕ ачасен сакăр кăларăмĕ пулнă. Кăçал вăл çырма-вулама вĕрентнĕ ачасен тăххăрмĕш кăларăмĕ шкул пĕтерсе ачалăхпа сывпуллашать.
Зоя Алексеевна вĕрентнĕ ачасенчен хăшĕсем аслă пĕлӳ илсе каялла шкула ĕçлеме те таврăннă ĕнтĕ. Ялти пĕр çемьерен ун класĕнче виçшер ача пĕлӳ илнĕ. Ялта тĕпленнисем халĕ хăйсен пĕрремĕш вĕрентӳçи патне ачисене илсе килеççĕ. Шкул пĕтернисен (выпускниксен) каçĕсене те Зоя Алексеевнан вĕренекенĕсем килсех çӳреççĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен вĕсене тахçанхи пек партăсем хушшине вырнаçса ларма сĕнет, 20-30 çул тирпейлĕн упракан ачасен ĕçĕсене, сăн ӳкерчĕкĕсене, ал ĕçĕсене курма сĕнет. Кашниех унта хăйĕн ĕçне тупса ачалăхри аса илĕве путать.
-Педучилищĕре вĕреннĕ чухнех юрлама юрататтăм, хора çӳреттĕм. Уявсенче пĕччен те юрăсем шăрантарнă. Кунтикава килсен те обществăлла пурнăçа хастар хутшăнма пуçларăм. Шкулта çамрăк вĕрентӳçĕсем нумайăнччĕ, пурте харсăр, савăнăçлă. Спектакльсем, концертсем хатĕрлеттĕмĕр. Ялти «Славия» ансамбле çӳреме тытăнтăм. Пурнăç вĕресе, ял кĕрлесе тăратчĕ. Пирĕн хор районта пĕрремĕш вырăн йышăнатчĕ. Халь те çакна тавăрас килет. Ялта пĕр-пĕр ансамбль йĕркеленсен паян кун та хаваспах çӳренĕ пулăттăм. Анчах ял клубĕн çурчĕ те çук. Çак ыйтăва эпир депутатсем умĕнче те темиçе хутчен çĕкленĕччĕ. Клуба юсама темĕн чухлĕ укçа уйăрнине пĕлтерчĕç. Клубсăр ял чĕрĕлеймест, - тет Зоя Алексеевна.
Зоя Александрова нихçан та шкулăн тата ял тăрăхĕн пурнăçĕнчен аякра тăман. Кунтикав ялĕн уявне вăл 30 çул ертсе пырать. Çĕр çулхи юбилейне те хатĕрленеççĕ ĕнтĕ.
Çаплах вăл шкулта пуçламăш классене вĕрентекенсен методика пĕрлĕхне ертсе пырать, профком председателĕ. Зоя Алексеевнана темиçе çул харăс Кунтикав ял Совечĕн, унтан Тутар Каши ял тăрăхĕн депутатне суйланă.
Ачасене пĕлӳ тĕнчине явăçтарассипе пĕрлех илеме туйма вĕрентесси те пысăк яваплăх. Зоя Александрова пилĕк çул ĕнтĕ шкулта юрă урокне илсе пырать.
-Эп юрлама юратнипе пачĕç çак урока. Унччен пирĕн çав тери пултаруллă музыкант ĕçлетчĕ. Вăл клубра та, шкулта та музыкăна вĕрентетчĕ. Ачасен ансамбльне йĕркелерĕ. Анчах пурнăçран пит час уйрăлчĕ. Музыка тĕнчи пит асамлă вĕт. Темле тăрăшсан та специалиста çитеймĕн, - каласа парать вĕрентӳçĕ.
Зоя Алексеевнан тепĕр киленĕçĕ – чечексем ӳстересси. Унăн килĕнче те чечексем нумай, пахчинче те тĕрлĕ йышши ӳсет. Кунтикав шкулне кĕрсен оранжерейăна лекнĕн туятăн. Ку илеме те Зоя Алексеевнан алли тунă. Хăй чечексем ӳстерме юратнипе ачасене те çак ĕçе хăнăхтарасшăн. Çапла ачасене çут çанталăка юратма вĕрентет вăл. Тĕнчери тĕрлĕ начар пулăмсем пулса иртнипе пĕчĕклех илеме курма, унпа киленме хăнăхчăр тет. Хăй вĕрентекен ачасемпе кĕркунне чечек вăррисене хатĕрлесе çуркунне калчасем тăваççĕ, çĕр ăшăнсан вĕсене куçарса лартаççĕ. Çакăн валли вĕсен ятарлă çĕр лаптăкĕ пур.
Вĕрентӳçĕ ачаранах алă ĕçне хăнăхса ӳснĕ. "Дефицит вăхăтĕнче" питĕ кирлĕ пулнă çак пултарулăх. Мĕнле кăна кофта, çурăм ăшши, кĕпе çыхса тăхăнтартман пуль вăл пĕртен-пĕр хĕрне. Хăйĕн валли те çыхнă. Халĕ йĕпсе ĕçĕн вăрттăнлăхне шкул ачисене ятарлă кружокра вĕрентет. Каçпа пушă вăхăт тупăнсан та телевизор умне çăм çиппипе йĕпсе тытса ларать.
Тĕрлеме те маçтăр педагог. Тĕррисем пӳрт ăш-чиккине хăйне евĕрлĕ илем кĕртеççĕ.
Зоя Александрова нумай çулхи хастар ĕçĕшĕн кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвне, район администрацийĕпе вĕрентӳ пайĕн, шкул администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Вăл халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ.
 
: 886, Хаçат: 20 (1216), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: