Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ача чухне спортпа туслă ача çӳллĕ карта урлă сиксе ăнсăртран сусăрланать. Çурăм шăммине суранлатнипе икĕ çул çурă гипс-кравать çинче пĕр хусканусăр выртма тивет ăна.
Мускав облаçĕнчи пульницара чăваш ачине операци тума хатĕрленеççĕ. Ыран тухтăрсен канашлăвĕ пулмалла чухне çывăракан Володя тĕлĕкĕнче тăрса пӳлĕм тăрăх унталла-кунталла çирĕп утăмсемпе утса çӳрет. Пĕр палатăри юлташĕсем тĕлĕннипе ăнтан каяççĕ. Каялла кайса выртсан пĕр талккăш çывăрать-ха тусĕ. Вăрансан – пулнине тĕлĕк курнă евĕр анчах аса илет. Вăл операци хыççăн моргра выртать пек, çавăнпа хăй сывă-и е чăнах та вилнĕ-ши тесе тăрса пăхма шутлать. Гипса çĕмĕрсе тăкать. Кун хыççăн медицинăпа «чирлесе» ӳкет, тухтăр пулма шутлать.
Паян Владимир Рахманов Ульяновскри васкавлă медицина пулăшăвĕн пульницин тухтăрĕ. Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра çуралнă травматолог-ортопед черетлĕ дежурство хыççăн редакци тĕпелĕнче хăнара пулчĕ.
— Владимир Иванович, тĕлĕкре утнă хыççăн эсир тӳрех ураланнă-и? 2,5 çул пĕр хусканми выртнă-çке.
— Паллах, çук. Эп утса кайнă хыççăн тухтăрсем мана операци тăвас шухăша пăрахăçланă, урăх меслетпе сипленĕ. Утма кăна пилĕк уйăх ытла вĕрентнĕ мана. Ал-ура мышцисем вăйсăрланнăран вĕсем хуçине ниепле те итлесшĕн пулман. Эп ун чухне 14 çултаччĕ. Тĕлĕкре ура çине тăрса çӳрени вара чăнах та – тĕлĕнтермĕш.Кам пĕлет, тен, пӳлĕхçĕ çӳлтен операци тумалла маррине çапла майпа — тĕлĕк урлă — систернĕ. Ураланнă хыççăн эпĕ татах спортпа туслашнă, йĕлтĕрпе нумай чупнă. Хампа нумай ĕçлерĕм. Çакна пытармастăп.
— Сирĕн кăмăлăр çирĕплĕхне ăмсанма пулать. Лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарнах эсир.
— Шкул хыççăн Хусанти медицина институтне вĕренме кĕрес шухăшпа документсене кайса патăм. Физикăпа виççĕ паллă илнипе хама тарăхса ытти экзаменсене каймарăм та. Вăл ман юратнă предмет пулнă. (Манпа пĕрле тытса виççĕпе панă ачасем çăмăллăнах кĕнĕ пулнă. Ку хыпара кайран пĕлтĕм). Ульяновскри фармакологи училищине вĕренме кĕтĕм. Виçĕ çул Саранск (Мордва Республики) хулинче тăрăшрăм. Унтан Самарти медицина институтне кĕтĕм. Вĕреннĕ хушăра – 3-мĕш курсран пуçласа – Самар облаçĕнчи Рождественское текен салара аптекăра ĕçлени мана укçа-тенкĕпе хавхалантарса тăчĕ. Аслă курссенче мĕнпур çирĕп кăмăл-туйăма вĕренӳ çине ямалла пулчĕ. Кайран – интернатура. Медицина ĕçĕ çăмăл мар, тӳрех калатăп, анчах та çын тăрăшсан пур япала патне те иленет. Эпĕ ачаранах йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă. Ĕçленĕ те, вĕреннĕ те. Çамрăклăхпа та киленме ĕлкĕрнĕ. Паян çемье мана пур ĕçре те хавхалантарать.
— Сирĕн юлташсем хушшинче тухтăрсем пайтах пуль.
— Çапла, манăн медицинăра вăй хуракан питĕ шанчăклă туссем пур. Эпир яланах канашлатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Тĕлпулусенче калаçса сăмах пĕтмест. Вĕсен хушшинче — хирургсем, травматологсем, уролог, ревматолог, терапевт. Ывăлсем анчах хăйсен кун-çулне ашшĕн сĕнĕвне пурнăçласа медицинăпа çыхăнтарасшăн пулмарĕç. Мĕншĕнне кăштах тавçăратăп та-ха. Кĕçĕнни каятăпах тесе тăратчĕ, анчах та вăйлă ӳксе пуç мимине тапратрĕ. Пульница койки çинче вăрах шутларĕ пулас. Йывăрлăхсем,ăнланус ăрлăхсем сывлăх сыхлавĕнче, атте, пайтах терĕ. Ман чуна урăх ĕç çывăх тенине епле йышăнмăн.Паян иккĕшĕ те облаçрах пурăнаççĕ, пĕри юрист, тепри экономист. Мăшăр социаллă хӳтĕлев тытăмĕн ĕçченĕ. Вăл ман чи шанчăклă тус.
— Ульяновска килсенех Эсир чи малтан УАЗри медицинăпа санитари чаçĕнче вăй хунă. Халĕ хулари патшалăх васкавлă медицина пулăшăвĕн пульницинче травматолог-ортопед тивĕçĕсене пурнăçлатăр. Дежурствăсем еплерех иртеççĕ?
— Ĕнер ак ирхи 8 сехетрен пуçласа çур çĕрти 12 сехетчен травматологи уйрăмĕнче тĕрлĕ диагнозпа 78 çынна йышăнмалла пулчĕ. Пĕтĕмĕшле вара талăкра– 85 çын. Вĕсен хушшинче ачасем те пур. Васкавлă пулăшу панă хыççăн медицина кăтартăвĕсемпе чирлисене стационара вырттаратпăр. Аварире купарча тата ытти пысăк шăмăсем хуçăлнă тĕслĕхсем нумай пулаççĕ. Паян ак Киров урамĕнче шофёр тимсĕрлĕхне çухатнă та автомашинипе юпа çумне пырса çапăннă, вăйлах аманнă. Пилĕк çул каялла икĕ аяк пĕрчи хуçăлнă ӳт-пĕвĕпе çӳллĕ те патвар мучие илсе килчĕç. Пулăшу панă вăхăтра ăна пĕр кĕтмен çĕртен инфаркт пулчĕ. 120 килограмм таякан çынна йăтса илнипе хысари пӳсĕр «туянтăм». Кайран хама операци тумалла пулчĕ. Паян, телее, сывах-ха. Мучи те ырă-сывах. Леш тĕнчерен «туртса» кăларнă тĕслĕхсем самай пулнă тухтăр практикинче.
— Паян массăллă информаци хатĕрĕсенче сывă пурнăç йĕркине халăхра сарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эсир кун пирки мĕн шутлатăр?
— Эпĕ хăйсене «шеллемесĕр» тĕрĕс апат çиекенсене, хусканусенче çăлăнăç тупакансене, уçă сывлăшра нумай пулакансене ырлатăп çех. Хам та ирлĕ-каçлă урама чупма е çуран утма тухатăп (çыннăн кунне пĕр çухрăм та пулин утмаллах, кăмăл-туйăм çĕкленет, юн тымарĕсем çирĕпленеççĕ), çемйипех зарядка тăватпăр, юрă-кĕвĕ итлеме, концерт-спектакльсе не çӳреме юрататăп. Хамăра хамăр вырăна хумасан, хисеплемесен çак сăваплă ĕçе пирĕншĕн никам та тăвас çук.
— Травматолог шухăшĕпе ал-ура сыпписем ан сурччăр тесен мĕн çимелле, мĕн тумалла? Ватă çынсен кăшт ӳксенех шăмми хуçăлас хăрушлăх пур-çке. Сыпăнасса та питĕ вăрах вăхăт сыпăнать.
— Кашни çын сĕтелĕ çинче эрнере виçĕ хутчен те пулин тинĕс пулли, студень, чăх çăмарти, кишĕр, йӳçĕ кăшман, хĕрлĕ кăшман, симĕс çулçăллă тата хĕрлĕ купăста, брокколи, салат, пĕçернĕ аш-какай, пĕвер, сĕт-турăх, кефир пулмалла. Какая рациона нумаях мар, анчах та кĕртмеллех. Ăна та пулин пахча çимĕçрен хатĕрленĕ çăмăл салатпа çимелле. Унта е хĕвел çаврăнăш, е йĕтĕн, е олив çăвĕ хушмалла. Унсăрăн пыршăлăх ĕçĕ йывăрланать. Самăр çынсен имшерленмелле. Ӳт хушнипе ним мухтанмалли те çук, сыпăсем çеç ытлашши йывăрăша пула сурма, ыратма пуçлаççĕ. Май пулсан бассейна çӳремелле, массаж тутармалла. Уçă сывлăшра çуран нумай утмалла. Утас килмен çĕртен аран-аран мар – хăвăрт, васкаса. Ватăсене мăшăрĕсене çавăтса çурхи кунпа киленме урама тухма ыйтасшăн эп. Çакă сирĕн ал-ура сыппине анчах мар, чĕрĕр мышцине те çирĕплетĕ.
— Тавах сире калаçушăн.
 
: 1023, Хаçат: 20 (1216), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: