Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăвашсен паллă ăсчахĕ, историкĕ, этнографĕ, халăх сăмахлăхне пуçтараканĕ, профессорĕ, истори наукисен кандидачĕ, «Хыпар» хаçатăн никĕслевçи Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 135 çул çитрĕ.
Н.В.Никольский Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсне кĕрекен Купăрля (халĕ Чăваш Республикин Муркаш районне кĕрет) ялĕнче 1878 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шăматри земство шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти тĕн училищинче, унтан Хусанти тĕн академийĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Учительсен земство шкулĕнчи, Хусанти учительсен семинарийĕнчи хĕрарăм уйрăмĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Хусан университетĕнче доцент тата профессор, Çурçĕр хĕвел тухăç археологи институтĕнче декан тата профессор, Хĕвел тухăç консерваторийĕн директорĕ тата профессорĕ, Хĕвел тухăç педагогика институчĕн профессорĕ пулнă.
Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ чухнех Н.Никольский Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен историйĕпе, этнографийĕпе интересленет. Тĕрĕк халăхĕсен чĕлхисене, историне, культурине тĕпчекен Н.Ф.Катанов, В.К.Магницкий этнограф, Н.И.Ашмарин чĕлхеçĕ çак ĕçре ăна пысăк витĕм кӳнĕ.
Вăл чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе тан пулмалла текенсен йышĕнче пулнă. 1905 çулта Н.Никольский Хусан кĕпĕрнаттăрĕ патне чăвашла «Хыпар» хаçат кăларма ирĕк ыйтса çыру çырать. 1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче вăл шалти ĕçсен министерствинчи пичет управленийĕнчен эрнере пĕрре чăваш хаçатне кăларма ирĕк - свидетельство – илет. Н.В.Никольский «Хыпар» хаçата йĕркелекенĕ, унăн пĕрремĕш тата 22 номерĕн редакторĕ.
1906-1917 çулсенче православин миссионер обществипе пĕрле чăвашла 9 календарь - «Çулталăк кĕнеки» – кăларать. Календарьте географипе, астрономипе, физикăпа, химипе, çĕнĕ техникăпа интереслĕ материалсем пулнă. Никольский çĕр çинче ĕçлессипе, выльăх пăхассипе, хурт-хăмăр ĕрчетессипе, медицинăпа брошюрăсем, 1910 çулта чăвашла-вырăсла словарь кăларать.
Ĕмĕр тăршшĕпех ăсчах наукăпа тĕпчев ĕçĕсене илсе пынă: халăхсен йышне, вĕсен ĕçĕпе культурине, çемье пурнăçĕпе тата мĕнле тĕне ĕненнине, халăх сăмахлăхĕпе йăли-йĕркине тĕпченĕ, алăпа 250 том ĕç çырнă. Пĕрремĕш ĕçĕ - «Родной язык как орудие просвещения инородцев» - 1904 çулта пичетленнĕ.
Паллă ĕçĕсем – «Чăвашсен халăх вĕрентĕвĕ», «Хусан кĕпĕрнинчи Космодемьянск чăвашĕсем пирки этнографи заметкисем», «Чăваш этнографийĕн конспекчĕсем», «Чăвашсем çар тивĕçĕ çине еплерех пăхни», «Чăвашсен халăх медицини», «Чăвашсен пултарулăхĕ», «Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен кĕвĕ-çеммин историйĕ» тата ыттисем те.
1946 çулта Николай Никольский «Чăваш халăхĕн историйĕ – Аслă Пăлхартан пуçласа Аслă революци таранччен» пысăк ĕçне вĕçленĕ.
1947 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче СССРти аслă вĕрентĕвĕн министерствин аслă аттестаци комиссийĕ ăна иккĕмĕш хут истори наукисен докторĕ учёнăй степеньне панă.
1950 çулта этнограф «Чăваш халăхĕн ваттисен сăмахĕсем» кĕнеке кăларнă, унта 2217 ваттисен сăмахне вырăсла куçарнă. 1960 çулта революцичченхи чăваш юмахĕсен пуххи тухнă.
Паллă ăсчах 1961 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ.
 
: 1078, Хаçат: 20 (1216), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: