Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри чăваш халăх академикĕн, хисеплĕ таврапĕлӳçĕн Николай Розовăн Шупашкарта çĕнĕ кĕнеки кун çути курчĕ.
«Саша, Тёма, Лёша и другие» çемье альбомне автор – ытарайми ачисемпе чĕвĕлти мăнукĕсене чун-чĕринчен юратакан ашшĕпе амăшĕ тата хăйсем, кукашшĕпе кукамăшĕ – çырса пынă ытарлă каларăшсене, сăвă-юмахсене кĕртнĕ. Ачасем ӳссе пынă май вĕсен хăйне евĕрлĕ шухăшлавĕ, тĕлĕнмелле хăтланкаларăшĕ, савăнăçлă вăййисем, калаçăвĕ чăн пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçса пама пултарнине палăртать автор. Кунта ырă кăмăллă çыравçă-кукашшĕн ырă канашĕсене анчах мар вулама тӳр килет, хăвăн валли чун киленĕçне те тупатăн.
Манăн та кĕçĕнни виçĕ çулта анчах пулнă май Николай Дмитриевичăн пысăк ĕçне тимлесе те кăсăкланса вуласа тухрăм, иккĕмĕш хутĕнче пĕтĕм çемйипех шĕкĕлчерĕмĕр. Кăмăллăн ахăлтатса кулмалли, тĕлĕнмелли, икĕ-виçĕ хут тимлесе вуламалли нумай кунта.
Туйăмпа çырнă пирвайхи сăмах çаврăнăшĕнченех Николай Розов ачасене еплерех хытă юратни курăнать. Кашни страницăнах çепĕç те ăшă туйăмпа, ытараймасăр çырнă. Шурă паха хут, пысăк шрифт. Пысăк, тĕслĕ ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ пулсан тата аванрах пулнă пулĕччĕ паллах, анчах та çав-çавах кĕнекене илем кӳрекен ытарлă ача-пăча каларăшĕсенчен ытларах мĕн пултăр? Кунта кашни страницăранах сан çине чăмăркка та чипер сăн-сăпатлă хĕр ача е арçын ача кулса «пăхать». Эсĕ те ăна хирĕç йăл кулмасăр чăтаймастăн.
Ку кĕнеке кулăшла каларăшсен пуххи анчах мар, укçа ĕçлесе илес тесе иртен пуçласа çĕрлеччен тăрăшакан, тĕнчене (ачисем те çав шутра) маннă ашшĕ-амăшне ачипе интересленме, пуç тавра шухăшлама хистекен, ун ачи мĕнрен «тăнине» пĕлме пулăшакан хатĕр те. «Пĕчĕккĕ чухнехи вăхăт питĕ хăвăрт иртет, сăнăр, пепкĕрсен каларăшĕсене тимлĕр, тивĕçлипе хаклăр вĕсене»,-тет автор.
Тарăнрах тĕпчес пулсан Николай Розовăн çемье альбомĕ ача-пăча психологийĕн кĕнекипе танлашать теес килет, мĕншĕн тесен шăпăрлансен шухăшлавĕн хăйне евĕрлĕхĕ хут çине çепĕç те ăнланмалла чĕлхепе шăрçаланнă. Автор ачан психики аталаннине кăтартнă май пĕчĕкскере мĕн кирлине уçса пама тăрăшать, пепкен шухăшлав анлăшне палăртать. Калаçма пуçлас умĕн мĕн тери пысăк ĕç тума тивет ăна. Автор чĕлхи çăмăл вуланать. Ку кĕнеке ăспа чĕре валлиех: ахăлтатса кулатăн та, пуç тавра шухăшлатăн та. Ачисем ытла «ăслă» е «пач тĕрĕс мар» калаçаççĕ текеннисене те лăплантарать вăл. Каларăшсене вуланă чух Николай Дмитриевичăн хĕрĕ Аня тата ывăлĕ Павел, мăнукĕсем – Саша, Артёмий тата Алексей – ĕнер çех каланăн, аслисем халь кăна илтнĕн туйăнать. Вуланă хушăра ху та ачапа юнашар тăнă пекех – чунра ырă.
— Ачасен, халь ĕнтĕ мăнуксен каларăшĕсене эп пайтахранпах кун кĕнекине çырса пыратăп,-терĕ Николай Дмитриевич.- Вăхăт иртнĕçемĕн çавсенех вуланă май вĕсем маншăн питĕ кулăшла, мыскараллă, тепĕр чух вырăнсăр кутăнлашни е сăмахпа перкелешни анчах мар, ачасен ăс-тăн ĕçĕн результачĕ те, шухăшлав аталанăвĕ те куçкĕски çинчи пек курăнать. Шел, тепĕр чух эпир, аслисем, вĕсен сăмах пуххине ăнланмастпăр е хамăр ăнкарасшăн мар, васкатпăр. Намăс ĕнтĕ! Пур çĕрте те, пурне те ăнланатпăр, хамăр çуратнă ачасене – çук. Анчах та хăш чухне шăпăрлансем каланине итлетĕн те – тĕлĕннипе кутăн кайса ларасси патнех çитетĕн. Аслă ӳсĕмри çын ниепле те ун пек калаймасть. Ман ачасем, мăнуксем пире куллен шухăшлав хăйне евĕрлĕхĕпе, тишкерӳлĕхĕпе, сăвă-юмах çырас пултарулăхĕпе, çĕнĕ сăмахсем шухăшласа тупас ăсталăхĕпе, çут çанталăка тата çынсене сăнассипе тыткăна илетчĕç, паян та тĕлĕнтереççĕ. Таса та ырă вĕсем. Чăн-чăн ахах-мерчен! Çак кăларăм çĕр çинче пуринчен ытла хакланă, чун- чĕререн юратнă çемьене кăмăллă парне пултăр терĕм.
 
: 838, Хаçат: 20 (1216), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: