Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
Вăрăм ураллă официантка кофе илсе килсе пачĕ. Киле пĕртте каяс килмест. Ялан арăм мăкăртатать. Сăлтавпа та, сăлтавсăр та – ялан тем çитмест.
Качча кайнă чухне чĕвĕлти чĕкеç пек чĕвĕлтететчĕ, яштака пӳ-силлĕччĕ.
Халĕ вара… Тем сарлакăш пулса кайнă, çӳçĕ йĕпеннĕ чăххăнни евĕр… Тĕссĕр-пуçсăр халатне тăхăнса ярать те ларать вара кухньăра çуллă кукăльсем çисе. Çын умне те унпа курăнма намăс. Çавăнпа унта-кунта пĕччен тухса çӳретĕп.
Хĕрарăмсем качча кайиччен кăна хăйсене пăхаççĕ. Вĕсен шучĕпе вара туй хыççăн арçын умĕнче чиперленмесен те юрать. Тăр ухмахсем, арçын вăл чи малти вырăна чиперлĕхе хурать, кайран вара ыттине.
Кĕсьери телефон сас пачĕ. Арăм шăнкăравлать-мĕн.
-Алло, Света…
-Эдик, эс паян ăçта çӳретĕн? Сан ĕç вăхăчĕ тахçанах пĕтнĕ вĕт!
-Света, ман ĕçсем пайтах-ха, çавăнпа та эпĕ паян час таврăнаймастăп. Мана ан кĕт, çывăрма вырт.
-Ну, апла пулсан вара… Эпĕ мĕн-ха, сан юратнă купăста кукăльне пĕçернĕччĕ. Атя, нумай ан тăр вара унта.
Манăн арăма купăста кукăлĕсемпе пĕрле таçта инçете ăсатса ярас килчĕ.
Эпĕ официанткăна счёт илме килме паллă турăм. Вăл ман ума килсе тăчĕ. Подиум çинчи модель евĕр утать хăй. Кĕске тумĕ вăрăм урисене аран-аран хуплать. Илĕртӳллĕскер, кăкăрĕ çине ятне çырнă хут çирĕплетнĕ – «Марина». Эпĕ ăна:
-Марина, сирĕн аннĕре кĕрӳ кирлĕ мар-и?
-Мĕнле каламалла ĕнтĕ… Хуçалăхра арçын аллисĕр йывăр, пăта çапакан та кирлĕ.
-О, эпĕ пăта çапма пит ăста. Апла пулсан манăн сирĕн принцăр пулма юрать-и?
-Пĕлместĕп çав… Эпĕ ĕç вырăнĕнче вĕт-ха. Çавăнпа та… Мĕн… - хĕр çухалса кайрĕ.
-Ăнлантăм. Пушă вăхăт пулсан шăнкăравлама пултаратăн, - терĕм те сĕтел çине хам визиткăна хурса хăвартăм.
Марина мана йăл кулăпа ăсатса ячĕ. Хĕрĕн чиперлĕхĕ илĕртрĕ. Вăл мана шăнкăравласса шантăм. Хĕрсене нумай кирлĕ-и? Пуш сăмах кăна çаптарма пĕлмелле.
Эпĕ кафе умĕнчи машина лартмалли вырăна тухрăм. Мана унта шап-шурă БМВ кĕтсе илчĕ. Ятарлă саккаспа тунăскер. Ку ман чи юратнă машина. Килти гаражра – тата виççĕ.
Машинăна кĕрсе ларсан телефона кăлартăм та Алисăна шăнкăравларăм.
-Салам, чунăм. Кансĕр-лемерĕм-и?
-Эдик? Салам, салам. Мĕнле кансĕрлеме пултаратăн-ха эсĕ мана? Ялан сана кăна кĕтнине пĕлетĕн вĕт-ха эсĕ.
-Ăнлантăм. Тата çур сехетрен сан патăнта пулатăп. Юрать-и, чĕкеçĕм?
-Паллах, Эдик, кĕтетĕп.
Алисăпа эпĕ виçĕ çул тĕл пулатăп ĕнтĕ. Эпĕ авланнине Алиса пĕлмест. Мана хусах тесе шутлать, качча кайма ĕмĕтленет пулас, мăнтарăн.
Эпĕ хĕрсемпе паллашма питĕ юрататăп. Çĕнĕрен те çĕннисемпе, илĕртӳллĕрен те илĕртӳллисемпе.
Каллех кĕсьери телефон сас пачĕ. Юля шăнкăравлать иккен.
-Салам, Эдик! Эсĕ мĕншĕн мана шăнкăравламастăн? Ĕнер шăнкăравлатăп терĕн вĕт.
-Салам, салам! Каçарсам, чĕкеçĕм. Эпĕ халь канашлура, каçар, ыран шăнкăравлăп, юрать-и?
-Юрать, - трубка леш вĕçĕнче мăкăртатрĕ Юля.
Алиса алăкне уçса ярсан эпĕ чутах йăванса каяттăмччĕ. Мĕнле илĕртӳллĕ тăхăннă вĕт-ха вăл: хĕп-хĕрлĕ кĕпе, çӳллĕ кĕлеллĕ туфли! Çӳçне сапаласа янă. Эпĕ ăна кĕлчечек çыххи тыттартăм, ыталаса илтĕм, кăпăшка тутинчен чуптурăм.
Çак каçхине киле таврăнмарăм. Арăма кун пирки систерме вăхăт пулмарĕ. Кĕсье телефонне сӳнтерсе хутăм. Темле шăнкăравласан та арăм мана тупаймĕ.
Тепĕр кунхине ĕçре хутсемпе ларнă хушăра секретарша кĕрсе тăчĕ. Яланхи пекех кĕске юбка тăхăннă, вăл илĕртӳллĕ урисене аран-аран хуплать.
-Эдуард Игоревич, унта сирĕн пата темле хĕрарăм килнĕ. Мăнтăрскер, сирĕн арăмăр терĕ. Иккĕленетĕп, хăвăр тухса пăхăр-ха, хи-хик, - терĕ вăл ахăлтатса кулса ярасран çăварне аллипе хупласа.
Çав хушăра сыхлавçăсемпе çапăçа-çапăçа пӳлĕме ман арăм кĕрсе тăчĕ. Тем пысăкăш сумкка йăтнă хăй.
-Эдик, мана сан пата кĕртмеççĕ. Эпĕ сан арăму пулнине ĕненмеççĕ. Кала-ха вĕсене…
Эпĕ секретаршăпа сыхлав-çăсене тухма хушрăм. Арăм сумккине уçма пуçларĕ.
-Эдик, эсĕ мĕншĕн киле пачах та килместĕн? Шăнкăравламастăн та. Эпĕ хуйхăратăп вĕт-ха. Ачасем те атте ăçта тесе ыйтаççĕ. Вĕсене мĕн хуравламаллине те пĕлместĕп. Ак кунта купăста яшки, кукăль… - кăлара пуçларĕ вăл сумккинчен савăтсем.
Вĕсен шăршипе кăмăл пăтранса килчĕ.
-Та-а-ак! Хăвăн сумккусемпе савăтусене пуçтар та марш кунтан! Манăн ĕç нумай, мĕнле ăнланмастăн эсĕ? Çӳрен ĕç вăхăтĕнче тăлланса! Лар килте, ачусене ăса кĕрт! Çиес килсен эпĕ ресторанта çиетĕп! Çывăрас килсен акă, кур, кунта манăн диван пур. Çӳрен кунта мана намăс кăтартса. Халь пурте кулса вилеççĕ ĕнтĕ. Тьху! - çилĕпе лач! сурса хутăм эпĕ.
Арăмăн куçĕ куççульпе тулчĕ, тути чĕтрерĕ. Вăл сумккисене пуçтармасăрах васкаса тухса кайрĕ. Кайăçин! Кама хăратать вăл вара? Мана-и?! Ха-ха-ха…
Эпĕ сыхлавçа чĕнтĕм те арăм илсе килнĕ апата пĕтĕмпех çӳп-çап купине пăрахма хушрăм.
-Кастрюлĕпех-и? – тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл.
-Пĕтĕмпех! – терĕм эпĕ.
Килте икĕ эрне пулмарăм. Кашни каç хамăн майрасем патне çул тытрăм. Малтан лайăхчĕ, кайран тарăхтарма пуçларĕç. Пĕри те йĕркеллĕ апат пĕçерме пĕлмест иккен, вăрăм чĕрнисем хуçăлаççĕ е аллисем кушăрхаççĕ. Ресторан тăрăх çисе çӳресе те йăлăхрăм. Пĕр кашăк апачĕшĕн еплерех хăйпăтса юлаççĕ укçине. Арăмăн яшкисĕр тунсăхлама пуçларăм. Унран лайăхрах мана пăхакан çуккине ăнланса илтĕм.
Эпĕ киле таврăнма шутларăм. Темĕнччен шăнкăрав тӳммине пуссан та алăка никам та уçмарĕ. Хамăн уçăпах уçса кĕме тиврĕ. Хваттер мана сиввĕн кĕтсе илчĕ. Килте никам та çук. Кухньăри сĕтел çинче хут татки выртать.
«Эдик! Эпĕ урăх кун пек пурăнаймастăп. Эсĕ урăх хĕрарăмсемпе алхасса çӳренине чăтма халăм çук. Ачасемпе юлашки хут хăçан ларса калаçнине астăватăн-и эс? Мана юлашки хут чуптунине, «юратап» тенине астăватăн-и? Астумастăн, паллах…
Вунă çул каялла шутлама та пултарайман эпĕ пирĕн пурнăç çапла пулса тухасса. Ĕнтĕ мана хĕрарăм вырăнне те хумастăн, манпа пачах та калаçмастăн, ĕлĕкхи пек канашламастăн. Çын умĕнче манпа курăнма намăсланатăн. Эсĕ мана килте ларма ху хистерĕн вĕт-ха! Эпĕ ĕçе тухасшăн пулнине хирĕç тăтăн. Манăн хĕрлĕ диплом тусан айне пулнă ĕнтĕ. Веçех сана пула. Мĕнле пысăк юратуччĕ вĕт-ха пирĕн! Эсĕ пĕтĕмпех пĕтертĕн. Эх, чĕрем ыратать. Пире ан шыра. Света».
Арăма ĕлĕкхи юлташ-хĕрĕ патĕнче шыраса тупрăм. Мĕнле тархасласан та ман пата каялла таврăнмарĕ. Кайран вăл шкула ĕçлеме вырнаçнине илтрĕм. Вунă çул каялла шăпах учителе вĕренсе пĕтерсе хĕрлĕ диплом илнĕччĕ вĕт…
Судра вăл çамрăк чухнехинчен те чипертерех пек туйăнчĕ. Эпĕ ăна çав тери юратнине, хамăн пурнăçри ĕмĕте çухатнине ăнланса илтĕм.
 
: 621, Хаçат: 20 (1216), Категори: Cамрaксен страници

Комментарисем:

марина (2013-07-06 19:59:49):
ммм, аван

Sonia (2014-05-09 16:27:28):
That's not just the best ansrweĕ It's the bestest answer!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: