Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анне мана тирпейлĕ пилленĕ,
Сиктернĕ лăнкăр-лăнкăр сăпкама,
Чĕкеç вĕçнисене курса пилленĕ
Çемçен те чĕвĕл-чĕвĕл калаçма.
 
Ачаранах ĕмĕрлĕхе
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
 
Хирте çилсем турта çинче силленнĕ,
Сиктернĕ манăн çăмăл сăпкама,
Кĕрленĕ аслати те, çиçĕм те çӳренĕ,
Кăвар тăкса шуратнă куçăма.
 
Вĕсем чи йывăр хĕнлĕхе
Ĕнтме вĕрентнĕ вут чĕлхе.
 
Юратнă эп, ача чухне итленĕ
Янравлă шăнкăр-шăнкăр çăл шывне,
Кайран вара мана пырса иленнĕ
Хĕре ыталаса пĕччен чухне.
 
Савса калаçнă чухнехи
Ачаш чĕлхе, чăваш чĕлхи.
 
Вăрçа кайма юри ман ят хисепĕ
Тухассине кĕтме ăсантăм та
Шинельлĕ халăха итлерĕм эпĕ –
Ытти чĕлхесемпе пĕрле унта
 
Кăларчĕ ялкăшса хĕлхем
Чăваш чĕлхи, хаяр чĕлхем.
 
Пуçна ан ус, ан пул нихçан мăнтарăн,
Ĕçчен чăваш ятне тиркекене,
Харамçă пырсене силле хаяррăн,
Питле улталакан чĕресене,
 
Çунтар пур мĕскĕн нишлĕхе,
Чăваш чĕлхи, кăвар чĕлхе!
 
Пĕве каймасть пĕр йывăç та туратсăр,
Çунатсăр кăйкăр кайăк вĕçтĕр-и?
Çаплах вăй-халсăр пулăп эпĕ сансăр.
Тытса калатăн эсĕ чĕремри
 
Ман çитмĕл çичĕ хĕлĕхе,
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
 
: 879, Хаçат: 20 (1216), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: