Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлăх
(кĕске хайлавсем)
 
1.
Пĕр аслă вăрманти юманлăхра
Юмансем юлсассăн пит сайра
Пĕлĕтленет сенкер тӳпе.
Сар Тилĕ, вырăнти ертӳçĕ,
Пĕлĕшĕсем пулăшнипе
Тăвать сасартăк пысăк ӳсĕм.
ххх
Лери пĕр пысăк кантурта
Ларать халь чаплă вырăнта.
 
2.
Кĕтмен çĕртен пушаннă вырăна -
Суйлав мешехисем иртсе кайсан -
Пăсмасăр çырнă саккуна
Пăши вырнаçрĕ ăнсăртран.
Юманлăхра сăмах çӳрет:
«Пултарĕ-ши ертӳçĕре?»
«Ан пăшăрханăр кăлăхах,
Вăл вăйлă – ĕçлĕ аванах.»
«Сăлтавĕ пур пăшăрханма,
Пултараймасть вăл… вăрлама.»
 
3.
Хуçалăхра хуçаланать Укçа.
«Эй, мĕн тăватăн?» - тет Хуçа.
«Хуçаланатăп», - тет Укçа.
«Хуçи эс мар-çке, - тет Хуçа, -
Пурте пĕлеççĕ: Эп – хуçа!»
«Çук, йăнăшатăн, - тет Укçа, -
Эп пуррипе çеç эс хуçа.
Эп пулмасассăн эсĕ кам?
Никам пĕлмен такам.
Эппин, хуçалăхра, ку чăнлăх, эп – хуçа!»
 
Хăйшĕн тăрăшать
 
Упа патне Куян кĕрет
(Упа – çав вăрманти хуçа).
Куян хăравçă-ха, анчах хăюлланса
Нуши çинчен йĕркеллĕн евитлет:
«Сукмак юсавлă мар, кăшт çумăр çусанах
Йăва патне пыма çук ашăнать».
Упа пуçне те çĕклемест, мăкăртатать:
«Итле, Куян, тăхта-ха, ан васка,
Кăшт тăхтасан юсатпăр сукмака».
Куян тăхтать, Куян кĕтет.
Хуçа патне те кĕркелет.
Упа пĕррехинче тӳрккессĕн мĕкĕрет:
«Ман патăма ан кил-ха урăхран!
Уттар-ха хăвăртрах çав алăк еннелле!
Сукмаксăр та ман ĕçĕм мăй таран:
Хам шăтăка туса пĕтермелле!»
ххх
Çав Хуçана тапса сирпĕтмелле.
 
Хура Кушак тата Вĕшле
 
Пĕррехинче Ула Пăру
Хуçа патне çырать çыру.
«Çакна çырап чăтайманран:
Йĕркелĕх çук хуçалăхра.
Тухаççĕ те сан пӳртӳнтен -
Кун сиктерсе-и е куллен -
Хура Кушак тата Вĕшле,
Хура Кушакĕ тустарать
Хур-кăвакал чĕпписене,
Е кăларать чĕрнисене,
Чĕрет йăваш путексене.
Тепри, Вĕшли те, хăратать
Ама Сысна çурисене…»
Иртсе кайсассăн ик эрне
Явап килет Пăру патне:
«Сан çăхавна тĕрĕслеме
Ыран пыраççĕ ирпелен
Хура Кушак тата Вĕшле.»
ххх
Эс, вулакан, ăнлантăн-и?
 
: 955, Хаçат: 20 (1216), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: