Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕренӳре ăнăçлăн ĕлкĕрсе пырать. Шанчăклă юлташ. Компьютерпа туслă. Спорт унăн кулленхи пурнăçĕнче - пĕрремĕш вырăнта. Александр Пушкин поэзийĕпе кăсăкланать. Пĕтĕмĕшле палăртсан Юрий Каримов – Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕн тĕслĕхлĕ вĕренекенĕ тата спортсменĕ.
Светлана Юрьевна (суту-илӳ ĕçченĕ) тата Андрей Владимирович (çурт-йĕр хăпартакан) Каримовсен çемйи пысăках мар: Юрий (8-мĕш класс вĕренекенĕ), Кирилл (кăçал пĕрремĕш класс пĕтерет) тата çитмĕлтен иртнĕ амăшĕ-асламăшĕ. Çемье туслăхпа килĕштерӳ, сăпайлăхпа ĕçченлĕх енчен палăрса тăрать. Каримовсем шкулпа тачă çыхăннă.
Саккăрмĕш класс ертӳçи – Нина Николаевна Кушты – вĕренекенĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă май уйрăмах Юрий Каримов çине пусăм тăвать:
- «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Юратнă предмечĕсем – физкультура, чăваш, вырăс чĕлхипе литератури, алгебра. Хăйне тытма пултарас енĕпе юлташĕсемшĕн – тĕслĕх. Хăйĕн шухăшĕсене пытармасть, тĕрĕслĕх уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калас тенине тӳррĕн калать. Хăйне пысăка хумасть. Ыттисене итле пĕлет. Йывăрлăхсенче пурне те пулăшма хатĕр… Спорт уншăн – кулленхи пурнăç тытăмĕ.
Юрий сăмах ваклама юратсах каймасть, вăл мĕн тăвассине сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетсе пама вĕреннĕ.
- Эпĕ 2012-2013 вĕренӳ çулĕнче «Лучший знаток ОБЖ», «Лучший игрок по бадминтону», «Лучший бомбардир школьной футбольной команды», «Лучший нападающий школьной футбольной команды», «Лучший игрок по баскетболу» пулса Хисеп грамотисене тивĕçрĕм. Район шайĕнче мини-футболпа иртнĕ ăмăртусенче чи лайăх бомбардир тата нападающи пулса А.Медков ячĕллĕ приза (статуэтка) тата Хисеп грамотисене тивĕçрĕм. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнса «Быстрый круг» ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăнтăм.
Малашнехи тĕллевĕсем çинчен те Юрий палăртса хăварчĕ:
- Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухсан Ульяновскри строительство колледжне вĕренме каясшăн. Атте çулĕпе каяс тетĕп. Спортран, паллах, уйрăлмăп. Колледжра пĕлӳ илнĕ вăхăтра та спорт маншăн чи çывăх юлташ пулĕ. Профессиллĕ спорт çинчен шухăшлама иртерех-ха. Пурнăç кăтартĕ. Специальность вара кирлех.
Çитĕннĕ çын пек шухăшлать Юрий. Пурнăç çине çăмăлттай мар, тарăн шухăшлăн пăхать, сӳтсе явать.
Юрий мотоспортпа та интересленет, ахальтен мар ашшĕ-амăшĕ пултаруллă ывăлне «Альфа-спорт» мопед туянса панă. Вĕсем кĕçĕн ывăлне те пиччĕшĕ пек пулма хавхалантарса ăс параççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 847, Хаçат: 21 (1217), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: