Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашкассинче 31-мĕш хут Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ (çав май халăх Ял кунне те уявларĕ). Хăнасем кӳршĕ ялсенчен, район центрĕнчен, Чĕмпĕртен килсе çитрĕç.
 
Чи малтан ачасем, çитĕннисем, сурпан сырнă хĕрарăмсем, çăпата сырнă арçынсем Культура çурчĕ умĕнчи çеремре картана тăрса вăйă каларĕç, юрăсем юрларĕç, такмак каласа ташларĕç. Халĕ шăпах ун вăхăчĕ – Мункун иртнĕ, Çимĕк çитмен-ха. Акă мĕнле савăнма пĕлнĕ-ха пирĕн несĕлсем! Кĕвĕ-çемĕ пĕтĕм ял çийĕн юхрĕ. Кунта Г.Г.Лисков çырса çĕнетнĕ «Çерем пусса вир акрăм» та, И.Я.Яковлевăн юратнă юрри те – "Çĕмĕрт çеçки çурăлсен" – янăрарĕç.
Малалла уяв Культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Хисеплĕ хăнасене — район пуçлăхне Х.В. Рамазанова, унăн çумне А.А.Узикова, Анатолий Юман поэта тата УОЧНКА председательне В.И.Сваева чăваш пикисем çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Чи малтан залра ларакансене И.Я.Яковлев çинчен ӳкернĕ документлă фильм кăтартрĕç.
Ханяфи Валиевич уява кашни çул ирттернине ырларĕ, урамра пуçланине питĕ мухтарĕ, çакăн пек уявсене малашне районта тăтăшах ирттересси, ялсен пултарулăх отчёчĕсене çĕнетсе тăратасси пирки калаçрĕ. Июнĕн 16-мĕшĕнче Кунтикав ялĕ 100 тултарнине уявлассине, июль пуçламăшĕнче Вăта Тимĕрçен ялĕнче клуб уçассине пĕлтерчĕ. Çаплах вăл вырăнти хастарсене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Чăвашкассинчи юрă ушкăнĕ «Шуçăм» ял гимнне юрларĕ. Ун сăмахĕсене А.Юман çырнă.
Улхаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Çĕнĕ Улхашри вăтам шкул директорĕ Н.М.Утриванова И.Я.Яковлев ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ, ачасем тăван чĕлхене вĕренмеллех терĕ. Улхаш шкулĕсенче вĕренекенсене ку енĕпе аталантарма тăрăшаççĕ, "Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ" музея экскурсие илсе каяççĕ. Директор шкул ачисем «Канаш» хаçатпа çыхăну тытнине те палăртса хăварчĕ. Надежда Михайловна «Ялти чи лайăх çурт» конкурсра çĕнтернисене – Ухлинсен çемйине тата Л.Н.Симулинана Тав хучĕсем пачĕ.
Пухăннисене кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ, УОЧНКА предсе-дателĕ В.И.Сваев, районти вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ В.Н.Пидиксеев, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем В.Н.Тарават тата А.Ф.Юман, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки З.М.Рейтер, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.М.Бикмендеева (вăл кăçал 90 çул тултарать, 52 çул шкулта вăй хунă, вĕсенчен 45-ĕшне – директорта) саламларĕç.
Сцена çине пĕр-пĕрне ылмаштарса «Шуçăм» ушкăн (ертӳçи Р.П.Кириллов), Пухтелĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕ (Н. Мускин), Кивĕ Улхашри хор, Аслă Нагаткинти «Шанăç» ушкăн (В.Н.Тарават), Çĕнĕ Улхашри тата Чăвашкассинчи ачасенчен йĕркеленĕ «Хамăр ял» ушкăн (Е.В.Серебрякова) тухрĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Чăвашкассисем хăнасем валли фойере ал ĕç куравĕ хатĕрленĕ. Çĕнĕлĕх те пурччĕ: касă хуралçин кĕтесне кăтартрĕç. Ун пирки çăпата сырнă 81 çулхи Николай Пикукович Ильмендеев каласа пачĕ. Касă хуралçи каçпа яла пушартан çеç мар, йĕркене пăсасран та сыхланă. Ку ырă йăлана халĕ чĕртсе тăратасшăн, çамрăксене явăçтарасшăн.
Кун хыççăн халăх каллех урама тухрĕ, кунта тĕрлĕ конкурссем, шӳтлĕ вăйăсем, спорт вăййисем иртрĕç, шашлыкпа сăйларĕç.
Уява Марина Борисова тата Елена Серебрякова ертсе пычĕç. Хăйсен ĕçне вĕсем пĕлсе тăваççĕ. Хатĕрлев ĕçĕсене илсе пынăшăн, хастар хутшăннăшăн Культура çурчĕн директорне Родион Петрович Кириллова тав сăмахĕсем каламалла. Чăвашкассинчи уявсем çак çынсем тăрăшнипе яланах çӳллĕ шайра иртеççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 666, Хаçат: 21 (1217), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: