Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елена Николаевна Салмина (Ислюкова) вĕрентӳçĕ Кунтикаври вăтам шкулта пиллĕкмĕш çул ĕçлет. 5-9 мĕш классенче – рисовани, 5-11-мĕш классенче — географи, ОБЖ урокĕсене илсе пырать. Хăй çемйипе Таккаварта (Тутар Республикинчи Пăва районĕ) пурăнать.
 
-Эпĕ Теччĕ районĕнчи Таяпа ялĕнче çуралнă. Кăнна-Кушкинче 11 класс пĕтернĕ. Ачаранах учитель профессине ăмсанаттăм. Аттестат илсенех документсене Теччĕри педучилищĕне кайса патăм. Тăван яла пуçламăш класс вĕрентекенĕ пулса таврăнтăм. Тăхăр çул ентешĕмĕрсен ачисене пуçламăш пĕлӳ патăм. Унсăр пуçне манăн географи, истори тата вырăс чĕлхи предмечĕсене те вĕрентме тӳр килчĕ. Паллах, çирĕп пĕлӳ парас пулсан предметсене малтан хăвăн лайăх пĕлмелле. Эпĕ хам тĕллĕн нумай вуларăм, ăс пухрăм. Анчах ку çителĕксĕр пулнипе аслă пĕлӳ илме шутларăм,- каласа парать Елена Николаевна.
Вăл куçăмсăр майпа Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн географи факультетне вĕренме кĕрет. Çемье чăмăртать. Мăшăрĕ Олег Петрович – аслă пĕлӳллĕ агроном.
Кунтикавра ĕçлеме пуçлани пирки вăл çапла каласа пачĕ:
«Кунтикав шкулĕнче ача сачĕ уçăлсан мана кунта ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Эпĕ килĕшрĕм, мĕншĕн тесен Таккаварта пуçламăш шкул кăна тăрса юлчĕ, унта икĕ вĕрентӳçĕрен ытла кирлĕ марччĕ. Кунтикава куллен çуран çӳретĕп. 45 минутра çăмăллăнах çитме пулать. Çул-йĕр аванлансан велосипед çине ларатăп.
Икĕ çул каялла мана шкула куçарчĕç. Географи предмечĕсĕр пуçне 5-11-мĕш классенче эрнере пĕрер сехет ОБЖ тата рисовани предмечĕсене илсе пыратăп. Педучилищĕре вĕреннĕ чух пире ӳкерме хăнăхтарнă, хăрушлăхсăр пурăнас вăрт-тăнлăхсене вара ятарлă курсра илтĕм».
Шкул директорĕ В.Ю. Пиколов Елена Николаевнан ĕçĕпе кăмăллă. Вăл ăна ача садĕнчен куçарасшăн та пулман. Ашшĕ-амăшне те çакăн пек воспитатель тупăнни савăнтарнă, мĕншĕн тесен пĕчĕк ачасем Елена Николаевна çумне магнит пек туртăннă. Пĕчĕк чунсем, кушак пекех, ырă кăмăллисене таçтанах туяççĕ-çке.
-Мана ку шкулта ĕçлеме кăмăла каять,- тет вăл йăл кулса.- Туслă ĕç ушкăнĕ, юратнă професси…Ман шутпа, кашни çын çакăн пирки ĕмĕтленет. Телее, çемьере те веçех йĕркеллĕ.
Салминсем икĕ хĕр ӳстереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Пахча çимĕç лартса тăваççĕ. Килти ĕçсем ытларах çемье пуçĕ çине тиенеççĕ. Вăл мăшăрĕпе хĕрĕсене йывăр ĕçлесрен сыхлама тăрăшать.
Елена Николаевна тутарла та çăмăллăнах калаçать. «Канаш» хаçата юратсах вулать. Ĕмĕтсем çинчен сăмах хускатсан вăл çапла хуравларĕ:
-Ачасене çирĕп пĕлӳ парса çын çине кăларас килет. Хамăн хĕрсене те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăма пулăшасчĕ.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 844, Хаçат: 21 (1217), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: