Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елена Емельяновна Антонова Павловка районĕнчи Ирçе Шмалакри шкулта географи, истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет. Шкулта мĕнпурĕ 20 ача пĕлӳ илет.
 
Вăл çак чăваш ялĕнчех çуралнă. Сакăр класс пĕтерсен Кузнецкри педучилищĕре ача сачĕн воспитательне вĕренет. Çамрăк специалиста шкула пуçламăш класс ачисене вĕрентме чĕнеççĕ. Вĕрентӳçĕ профессийĕ кăмăлне каять. Анчах шкулта ĕçлеме аслă пĕлӳ кирлине туйса вăл куçăмсăр майпа Ульяновскри пединститута географи факультетне вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ вăхăтра ялти Культура çуртне ĕçлеме куçать. Пилĕк çул хушши вăл ентешĕсен кану вăхăтне пуянлатса илемлетес тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Алла диплом илсен Елена Емельяновна тăван шкулнех таврăнать. Халĕ вăл аслă классене вĕрентет. Антоновсем виçĕ ача çуратса ӳстереççĕ. Асли — Михаил — Самарта техникум пĕтернĕ хыççăн çара кайнă. Вăтамми — Емельян — тетĕшĕн йĕрĕпе çав техникумах вĕренме кĕнĕ. Аделина пĕрремĕш класра вĕренет. Унсăр пуçне Антоновсем пĕр хĕре усрава илнĕ. Вăл тăхăр çулта.
Елена Емельяновна обществăлла ĕçсене те хаваспах пурнăçлать. Вырăнти таврапĕлӳ музейĕн ĕçне ертсе пырать.
Ялта пушă вăхăт тупма йывăртарах пулин те вăл ал ĕç тума юратать: çыхать, çĕлет. Вулама юратаканскер шăплăхра пĕр самант та пулин кĕнекепе лармасăр чăтаймасть.
 
: 722, Хаçат: 21 (1217), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: