Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ – Пĕтĕм Раççейри
библиотекăсен кунĕ
 
Кунтикав ял вулавăшĕ вăтам шкул çуртĕнче вырнаçни уйрăмах ачасемшĕн тата вĕрентекенсемшĕн меллĕ. Кĕнеке патшалăхĕ – икĕ утăмрах. Вулавăш ĕçченĕ вĕсен кашнин кăмăлне тивĕçтерме хатĕр.
Эпĕ пынă чух Ирина Сидорова илемлĕ хуплашкаллă çĕнĕ кĕнекесене çӳлĕке тирпейлĕн вырнаçтаратчĕ. «Çĕнĕ литературăна тӳрех асăрхаччăр тетĕп-çке, пуçламăш тата кĕçĕн вăтам шкул ачисем вулавăшра тăтăш пулаççĕ. Тем те кăсăклантарать вĕсене: фантастика та, детективсем те, классика та, хĕрачасемпе арçын ачасем валли ятарласа кăларакан тĕрленчĕксем те, - терĕ Ирина Николаевна. - Аслă ӳсĕмри çынсем те вулавăша килсех тăраççĕ. Кĕнеке вуласси, телее, нихăçан та модăран тухас çук. Кинофильм курассипе те танлаштарма çук каçсерен илемлĕ хайлав тытса ларассине. Компьютер куçа ывăнтарать. Çӳлĕкри кĕнекесен тунсăхласа тăма вăхăт çук – вĕсем алăран алла куçаççĕ. Тĕрĕссипе, хам та вулама юрататăп. Тен, çавăнпах та пуль Ульяновскри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кайрăм».
Ирина Сидорова ачисене те, пĕтĕмĕшле çемйине те кĕнеке çине урăхла куçпа пăхма вĕрентнĕ. Асли паян наука чулне кăшлать, кĕçĕнни ялти шкулта 7-мĕш класра ăс пухать. Чăваш, вырăс тата ют çĕршывсен литературин, таврапĕлӳ урокĕсенче пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан ăнлантарса пама хатĕр çынсем пĕрре çеç те мар, иккĕн тан туслă çемьере. Тепри – юратнă аппăшĕ Раиса Шлёнкина.
Тĕлĕнмелле, анчах Раиса Кирилловна, ятарласа калаçса татăлнă тейĕн, вулавăша çитсе кĕчĕ. 22 çул тăрăшнă ĕçĕшĕн тунсăхланă курăнать.
– Кăçал Кунтикав ял библиотекине уçнăранпа 60 çул пулать. Çак кун тĕлне Ирина Николаевна еплерех хатĕрленет тесе çула май кĕтĕм-ха, - терĕ вăл тӳрре тухнă евĕр. - Эпĕ икĕ теçетке çул ытла вулавăшра ĕçлерĕм. Ĕç питĕ килĕшетчĕ. Çыравçă-сăвăçсемпе тĕлпулусем йĕркелеттĕмĕр, ял çыннисемпе литература каçĕсем, çавра сĕтелсем иртетчĕç. Анатолий Чебанов, Анатолий Ермилов (Юман), Валентина Тарават тата ыттисем хăйсен калавĕсемпе ял-йыша пĕрре мар савăнтарнă. Шупашкарсем те килмен мар. Вулавăша хăйсен çĕнĕ кĕнекисене парнелесе хăваратчĕç. Хамăн ĕç вăхăтне аса илнĕ май Чăнлă районĕнчи вулавăшсен тытăмĕн пуçлăхне Анфиса Владимировна Клопкована ырăпа асăнса, тав туса хăварас килет. Тӳрĕ кăмăллă, уçă çын вăл. Пирĕ нумай пулăшатчĕ. Халĕ те çаплах.
Ялти культура вучахĕ ан сӳнтĕр тесе нумай ырă ĕç тăваççĕ вулавăш ĕçченĕсем. Вĕсен кăмăлне вара вулакансем нумай пулни çĕклентерет.
 
: 945, Хаçат: 21 (1217), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: