Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян пирĕн хаçат хăни – Аслă Нагаткинти спорт шкулĕ çумĕнче Ирçел шкулĕнче спорт секцине ертсе пыракан тренер-преподавател ь Вячеслав Александрович Тражуков.
 
-Спортпа, кĕрешӳпе эсир мĕнле туслашнă?
-Эп çак ялта 1965 çулта çуралнă. Хама мĕн ас тунăранпах спортпа туслă. Чупассипе, хоккейла, волейболла выляссипе уйрăмах палăраттăм. Ачаранпах хама сăмах панă – нихăçан та чĕлĕм туртмастăп, эрех ĕçместĕп, сывлăха спортпа çирĕплететĕп. Эпир ӳснĕ чух спорт секцийĕсем пулман вĕт. Çавăнпа хам тĕллĕн ĕçленĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа кашни ир тăрсанах зарядка тунă, чупнă. Çиччĕмĕш класран çур сехет турник çинче вăя çирĕплетнĕ. Çакăн валли ыттисенчен çур сехет кăна иртерех тăмаллаччĕ. Ирхи упражненисем вара питĕ витĕмлĕ. Хамăрăн ачасене те – Иннăпа Игоре ирпе чуптараттăмччĕ, секцие çӳрекенсене те çапла тума хистетĕп.
Ялта сакăр класс пĕтерсен Аслă Нагаткинти СПТУна вĕренме кайрăм. Унта йĕлтĕрпе чупса тӳрех иккĕмĕш вырăн илтĕм. Унта кĕрешӳ секцийĕ пурччĕ. Çырăнтăм. Малтанхи тренер спортран аякра тăратчĕ. Пĕр уйăхранах облаçри ăмăртăва илсе кайрĕ - 3-мĕш вырăн илтĕм. Ял ачисен вăй нумай, анчах техника çитеймест. 1982 çулта Борис Чернов тренер ĕçне куçрĕ. Эп ăна хамăн пĕрремĕш тренер тесе шутлатăп. Мана мелсем вĕрентрĕ. Кайран ăмăртусенче 1 – 2 вырăнсенчен пĕрре те анман.
-Вячеслав Александрович, салтак пурнăçĕ те спортпа çыхăннă-и?
-Çук. Анчах спортран уйрăлман. Эп Германире танк батальонĕнче службăра тăнă, çыхăну взвочĕн командирĕ пулнă. Мана 15 салтак пăхăнатчĕ, чи пĕчĕк взводчĕ. Анчах спорт енчен пире çитекен пулман. Хам та ирсерен 6 çухрăм чупаттăм, вĕсене те чуптараттăм. Ун чух «дедовщина» анлă сарăлнăччĕ. Вăйлă пулмалла пулнă. Эпир хамăра кӳрентерме паман.
-Тренер ĕçне хăçан тытăннă?
Салтакран таврăнсан Аслă Нагаткинта водительте ĕçлерĕм. Тренировкăсене пăрахман. Ирпе ĕçе тухса кайиччен те çур сехет – турник ман юлташ пулнă. 1988 çулта Борис Чернов спорт шкулĕнчен çур ставка парассине пĕлтерчĕ, секци уçма сĕнчĕ. Ачасем чылай пухăнчĕç ун чухне. Икĕ çул ĕçлесен секцисене хупрĕç. Районти спорт шкулне облаçа куçарасшăнччĕ. Х.В.Рамазанов пулăшрĕ, спорт шкулне район çине илсе ачасене кĕрешӳсĕр хăвармарĕ. Çак вăхăтра эп Тутарстанри Теччĕ педучилищинчен вĕренсе тухрăм. 2001 çулта вара спорт шкулĕ мана тулли ставка пачĕ, 24 сехет. Ачасем ялта чылайччĕ, 40-50 вĕренекен çӳретчĕ. Секцие икĕ пая пайларăм – кĕçĕннисемпе тата аслисемпе уйрăмшарăн ĕçлерĕм. Эрнере 3 -4-шар сехет. Вăхăта пăхмасăр пултаруллă ачасемпе уйрăммăн, ыттисенчен хăварса ĕçлеттĕм. Вĕсене ирпе те чуптараттăм. Паянхи кунччен çапла ĕçлетĕп. Халь секцире пурĕ 12 ача кăна пулмалла пулин те тренировкăсене килекен пĕр ачана та хăваласа ямастăп.
Эпĕ халь кĕрешӳсĕр пурăнаймастăп. Урăх ĕç, питĕ тупăшлине паратпăр тесен те улăштармастăп. Кĕрешӳ – ман пурнăç пĕлтерĕшĕ.
-Ачасемпе ĕçлеме йывăр мар-и?
-Ачасен психологине пĕлсен, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупсан, вĕсене интерес тупса парсан йывăр мар. Секцие çӳрекенсемшĕн чи пысăк интерес - ăмăртусене хутшăнса хăйсен вăйне кăтартасси. Пĕрремĕш ăмăрту хыççăн çĕнтерейменнипе хăшĕсем йĕреççĕ. Пĕчĕккисене шеллетĕп. Ытларах ĕçлесен тепринче çĕнтеретĕн тесе лăплантаратăп. Вĕсене вăрçма юрамасть. Кĕçĕннисене секцие пырсан та илĕртсе малтанлăха волейболла, футболла, баскетболла выляттаратăп. Иккĕ-виççĕмĕш классем кĕрешӳ мĕнне тӳрех ăнланмаççĕ-ха, секцие выляма килеççĕ. Кăшт çӳресен мелсем кăтартатăп. Ӳссе пынă май яваплăхĕ те пысăкланать, хытăрах ыйтатăп, хăйсене начар тытсан асăрхаттаратăп. Ачасем çине нихăçан та алă çĕклемен. Вĕсен хисепĕ маншăн питĕ пысăк чыс. Секцие çӳрекен каччăсем ĕçмеççĕ, чĕлĕм туртмаççĕ, ял тăрăх çапкаланса çӳремеççĕ, пăсăлмаççĕ. Çакăншăн питĕ савăнатăп. Çамрăксене спорт йĕркене пăхăнса тăма хăнăхтарать. Вĕсем килти ĕçсене те пурнăçлама ĕлкĕреççĕ, ашшĕ-амăшне те хуçалăхра пулăшаççĕ, пушă вăхăтне те усăллă ирттереççĕ. Тренировкăран тухсан тӳрех килĕсене кайма хушатăп.
-Çулталăкра миçе хутчен ăмăртусене тухса çӳретĕр?
-Ăмăртусем нумай пулаççĕ. Малтанах пултаруллисене хамăр хушăра кĕрешсе суйлатпăр. Кайран – районта 5 хутчен кая мар кĕрешетпĕр. Унтан вара область, округ, çĕршыв шайĕнчисене хутшăнатпăр. Турнирсене сиктерместпĕр. Унта ачасем пысăк кавир çинче кĕрешме хăнăхаççĕ, ку пысăк ăмăртусен репетицийĕ пек. Иртнĕ çул Шупашкарта 5 хутчен, Мордови Республикипе Хусанта – 2-шер хут, Челябинскра – 1 хут тĕрлĕ турнирсемпе чемпионатсенче пулнă. Нумаях пулмасть спорт шкулне ГАЗель машина пачĕç. Çавăнпа ăмăртусене тухса çӳреме май пур. Унччен те машина çук тесе аптăраса ларман. Борис Чернов Чăнлă районĕн спортсменĕсене таçтан тем шыраса тупса ăмăртусене илсе каятчĕ.
-Вячеслав Александрович, сире мĕн çывăхрах, спортри хăвăрăн çитĕнĕвĕрсем-и е вĕрентекен ачасен çĕнтерĕвĕсем-и?
-Хама спортра пысăк çитĕнӳсем тунă тесе шутламастăп.
Салтака кайиччен 1983 çулта ман кăтарту облаçри çамрăксем хушшинче чи лайăххиччĕ. Облаçăн пĕрлешӳллĕ командипе СССР чемпионатне хутшăнса 4-мĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Ушкăнри вунă çынран эп кăна чи лайăх вунă кĕрешӳçĕсен списокне лекрĕм. Спорт маçтăрĕн кандидачĕ виçине тултартăм. Мускава олимп резервĕсен шкулне чĕннĕччĕ, каймарăм. Акатуйсенче, Бегасенче кĕрешсе кашни çул така илнĕ. Çулталăкне виççĕрен кая мар. Хальччен пĕр кĕтӳ пулнă пулĕччĕ.
Паян кунччен эпĕ Тимĕрçенсем хушшинчи, районти спартакиадăсене хутшăнатăп – кире пукан йăтса, ал вăйне виçсе хамăр таврара мана çитекен çук-ха.
Хамăн воспитанниксемшĕн чунтан савăнатăп. Пысăк çитĕнӳсем тунă пĕрремĕш ача – Игорь Мещанинов. Вăл 2-3 çул тренировкăна çӳренĕ хыççăнах Атăлçи федераллă округра иккĕмĕш вырăна, Ижевскри, Шупашкарти, Хусанти турнирсенче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Унтан хамăн хĕр Инна хăйне аван кăтартрĕ – Раççей чемпионатĕнче икĕ хутчен 3-мĕш пулчĕ. Ăна специалистсем асăрхарĕç, Мускаври олимп резервĕсен шкулне чĕнчĕç. Ятăмăр, ачан çулне пӳлес темерĕмĕр. Унта вăл çитĕнĕвĕсене кăтартрĕ – Европа, Тĕнче чемпионатĕнче 3-мĕш, студентсем хушшинчи тĕнче чемпионатĕнче икĕ хутчен – 2-мĕш, тата нумай турнирта çĕнтерчĕ.
Филипп Сайгушев, Игорь Тражуков, Александр, Василий Горохинсем лайăх результатсем кăтартнă.
-Сирĕн малашлăх, шанăç халь камсенче?
-Пултаруллă, ĕçчен, талпăнакан, спортри малашлăхлă ачасем пайтах пирĕн тăрăхра. Ангелина Топтыгина – Раççей чемпионатĕнче 3-мĕш, унтан - 1-мĕш, Атăлçи федераллă округра 1-мĕш пулчĕ. Малашне ĕçлесе çулне уçса пырсан пуласлăхĕ пысăк.
Çаплах Кирилл Ржата, Дима Фадеев, Александр Ермилов, Эдуард Авданов, Эдуард Разинов, Николай Базарнов, Юля Архандеева, Валерия Серёгина, Николай Горохин темле ăмăртусенчен те малти вырăнсăр килмеççĕ. Вĕсем – манăн шанăç.
-Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшатăр. Çак ĕçе хаклаççĕ-и?
-Область правительстви сывă пурнăç йĕркине сарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Манăн ĕçе, спортри çитĕнӳсене регион правительствин Хисеп грамотине, Чăнлă район администрацин грамотисене темиçе хут парса хакланă. Тĕрĕссипе, маншăн чи пысăк награда – вĕрентекенсен хисепĕ тата вĕсен çитĕнĕвĕсем. Шкул пĕтерсен те нумайăшĕ спорта пăрахмасть, пирĕн пата секцие килсе курать. Мана хăйсен пурнăçĕ пирки, пурнăçри çĕнĕлĕхĕсемпе çитĕнĕвĕсем çинчен каласа параççĕ, тав тăваççĕ. Çакă мана хавхалантарать, ĕçлеме вăй тата хăват парать.
-Тавтапуç калаçушăн. Малашне те сире тата воспитанникăрсене спортра пысăк çитĕнӳсем сунатпăр.
 
: 986, Хаçат: 21 (1217), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: