Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Павловка районĕнчи Гремучи ялĕнче ăста утарçă пурăнать. Николай Иванов утмăлтан иртнĕ çын. Ĕмĕр тăршшĕпех хурт-хăмăр ĕрчетессипе аппаланнă. Вăл паян та 50 вĕлле пăхать.
Николай Тихонович çак ялтах хресчен çемйинче çуралнă. Унăн виçĕ тетĕш тата виçĕ йăмăкĕ пулнă. Паян тăванĕсенчен икĕ йăмăкĕ çеç пурăнать. Вĕсем çемйисемпе аякра тĕпленнĕ.
Николай Тихонович ĕмĕрĕпех Свердлов ячĕллĕ колхозăн утарĕнче вăй хунă. Хĕлле колхозăн выльăхĕсене пăхнă. 2009 çултанпа вăл тивĕçлĕ канура. Анчах хăнăхнă ĕçне пăрахма васкамасть вăл. Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе нумай тимлĕх уйăрать. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ пулăшать. Юхтарнă пыла ăнăçлă вырнаçтармалла вĕт-ха…
Ивановсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Пурте мăшăрланса хăйсен йăвисене çавăрнă. Ултă мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Çу кунĕсенче Ивановсен килĕ ача сассипе тулать. Туслă çемье сĕтел тавра вырнаçсан кил хуçи сĕтел варрине чи малтан ылтăн тĕслĕ пылне лартать.
 
: 682, Хаçат: 21 (1217), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: