Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
– Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсемсĕр пурнăç ытла та тăлăх, кичем, тунсăхлă пулĕччĕ. Килте ачасем пурри пире телей, ăнăçу, юрату кӳрет,-терĕ пĕчĕк Санюкăн амăшĕ ачине куçĕпе ытамласа.
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул çумĕнчи ача пахчинчен чĕвĕл-чĕвĕл калаçни илтĕнет. Пытанмалла, тытмалла выляççĕ. Эх, калаçаççĕ, ахăлтатаççĕ маттурсем. Кĕçĕнреххисем Ирина Вячеславовна воспитателĕ патĕнчен кайма пĕлмесĕр чĕвĕлтетеççĕ. Лешĕ те вĕсен мĕнпур кăмăл-туйăмне тивĕçтерме тăрăшать: юмах ярать, юрă та юрлать, сăвăласа та кăтартать. Ирина Шипкова хăйĕн ĕçне юратни кӳçкĕретех.
– Ушкăна тĕрлĕ çулхи 15 ача çӳрет. Кунта чи пĕчĕккисем те, пăртак пысăкраххисем те,-терĕ Ирина Вячеславовна. – Ялти ача пахчи нумайранпа хупăнса тăнă. Çĕнĕрен 2012 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Ун алăкĕсем уçăлни нумай çемьешĕн савăнăç пулса тăчĕ. Ĕçе çӳреççĕ, ачисене ниçта, никампа хăварма çуккипе пит тарăхса пĕтнĕччĕ. Ыйтăва веçех татса панă теме иртерех, паллах – ача пахчинче вырăн сахал пирки ялта тата 16 ача хальлĕхе шкул çулне çитмен шăпăрлансен ушкăнне çӳреймест, черетре тăрать. Кравать-вырăн 15 çеç пулнăран урăх, шел, пĕр çын та илейместпĕр эпир. Садикра иккĕн тăрăшатпăр. Ĕçтешĕм – Нина Александровна Наумова воспитатель. «Çуралнăранпа шкул ӳсĕмне çитиччен» программăпа ĕçлетпĕр. Кĕçех пирĕн туслă çуртра уяв пулать – 4 ача вĕренсе тухса 1-мĕш класа куçать. Мероприяти валли пурте хатĕрленетпĕр. Пултаруллăскерсем ашшĕ-амăшне ташласа-юрласа, сăвăсем каласа савăнтарĕç. Шкула кайма хатĕр вĕсем. Çулла уçă сывлăшра канĕç те кĕнекесемпе туслашĕç. Малтанласа ача пахчишĕн тунсăхласан – эпир юнашарах. Çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартма кĕреççех тесе шутлатпăр. Улăхри тĕрлĕ тĕслĕ чечек евĕр: çурăлса ялкăшакансем те, илемлĕ тĕсĕпе куçа йăмăхтаракансем те, тин çеç çурăлса пыраканнисем те, хатĕрленекеннисем те пур. Эпир хамăр енчен çак илеме вăхăтра асăрхама-курма, кирлĕ таран хĕвелпе тата нӳрĕпе тивĕçтерме, чипер ӳстерме тăрăшатпăр.
 
: 945, Хаçат: 21 (1217), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: