Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енри Муркаш район администрацийĕ, Чăваш халăх ăс-хакăл ӳнер академийĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата «Хыпар» издательство çурчĕ йĕркеленипе Купăрляпа Васькино ялĕсенче «Хыпар» хаçат никĕслевçи тата тĕп редакторĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
- Мана кунта Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕн президенчĕ Е.Е. Ерагин йыхравларĕ, çавăн чухнех Теччĕ районĕнчи чăвашсен «Пирĕн юрăсемпе ташă кĕввисем аваллăха мантармаççĕ» ятпа тухнă юрăсен пуххине тĕпе хурса «Теччĕ районĕнчи Çĕньял юррисем» темăпа кĕске доклад хатĕрлеме сĕнчĕ.
Палăртнă кун тул çутăлнă-çутăлман çула тухрăмăр. Анчах та Купăрля (Юрмекейкино) ялĕ картта çинче те, Интернетра та, «Атлас автомобильных дорог» справочникра та çук. Шупашкарти пĕлĕшсемпе çыхăнса калаçни те питех пулăшаймарĕ. Муркаша çитсен почта уйрăмне, лавккана кĕрсе ыйтрăмăр. Вĕсем Никольский çинчен нимех те пĕлмеççĕ. Одаркино ялне çитсен пире пĕр ватă арçын тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса парсан кăна эпир хĕреслĕ çул çине тухрăмăр. Сулахайра вăрман, çулăн икĕ енĕпе йывăçсем кашлаççĕ. Инçех мар — Çĕньял. Çак ялтан Муркаша кайма тухнă 60 çулхи хĕрарăмпа калаçса кайрăмăр. Вăл Н.В. Никольскин ятне илтнĕ, çуралнă ялне те пĕлет. Шкулта вĕреннĕ чух вĕсене паллă ентешĕ çинчен вĕрентменни пирки вара пăшăрханса калаçрĕ.
Тата пилĕк çухрăм малалла кайсан Шупашкартан килекен тепĕр «аташса» çӳрекен машинана хăвса çитрĕмĕр. Малалла çынсенчен ыйткаласа шурă кирпĕчрен купаланă пысăк пӳрт умне çитсе чарăнтăмăр. Ун çумĕнчи пахчана кĕмелли алăк çине «Никольски паркĕ» тенине вулсан тинех вырăна çитнине ăнлантăмăр. Çамрăк хĕрарăм кашни килекене шурă хăю тыттарчĕ. Пурте Н.В. Никольскин палăкĕ патне утрăмăр. Паркра хаваслă кĕвĕ янăрарĕ.
Парк профессорăн ашшĕ пĕвеленĕ пĕве хĕрринче, пысăках мар лаптăкра вырнаçнă. Калиткерен кĕрсенех, сулахая пăрăнакан асфальтлă сукмакăн икĕ енĕпе, хĕрĕх çулхи чăрăшсем кашлаççĕ. Вунă метр утсан палăк умне çитетĕн. Унăн бюсчĕ çӳллĕ никĕс çинче ларать. Аяларах «Николай Васильевич Никольский «1878-1961» Чаплă тĕпчевçе, вĕрентӳçе, «Хыпар» хаçат никĕслевçине – чăваш халăхĕнчен асăнмалăх» тесе ылтăн саспаллисемпе çырса хунă.
Палăк хыçĕнче, йывăçсем витĕр кӳлĕ çуталса выртни курăнать.
Кĕçех халăх юрри янăраса кайрĕ. Катикассинчи «Çăлкуç» юрă ушкăнĕ пухăннисене илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕ. Кашни хăнана çăкăр-тăварпа тата килте тунă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Вунă сехетре палăк умĕнче митинг пуçланчĕ. Тухса калаçакансем Никольскин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Ĕпхӳ тата Чĕмпĕр хулисенчен килнĕ ентешсем те тухса калаçрĕç. Эпĕ УОЧНКА ятĕнчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи йăхташăмăрсенчен тата тăван Çĕньял халăхĕнчен хĕрӳллĕ салам каларăм. План тăрăх, эпĕ «Çĕньял юррисем» кĕнекепе паллаштарма пынă вĕт-ха унта... Хам материала хатĕрленĕ чух эпĕ ял çыннисемпе тĕл пулса вĕсенчен авалхи юрăсене çырса илнĕччĕ. Çавăн чух вĕсем Муркаш халăхне Çĕньял саламне каласа янăччĕ. Вĕсен ыйтăвне эпĕ пурнăçа кĕртрĕм темелле.
Митинг хыççăн кӳршĕллĕ Васькино ялĕнчи культурăпа информаци центрне кайрăмăр.
Конференцире «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх ăслăлăх институчĕн этнологипе социологи тĕпчевĕсен пайĕн ертӳçи Георгий Матвеев тата Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕренӳ ĕçченĕ Валерий Сапожников докладсем туса пачĕç, профессорăн тухăçлă ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕç.
Докладсем хыççăн пухăннисем тĕрлĕ секцисене пайланчĕç. Ултă секцире çакăн пек темăсемпе ĕçлерĕмĕр:
«Никольский еткерĕ». Н.В. Никольский – 1917-1930 çулсенче чăвашсемпе Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсен профессилĕ вĕрентĕвĕн аталанăвне йĕркелени. Унта Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи, чăваш халăх ăсчахĕ Н.А. Казаков хутшăнчĕ. Вăл Н.В. Никольскипе П.М. Миронов хушшинчи ăслăлăхри çыхăнусем çинчен каласа пачĕ.
«Истори, ономастика». Калаçу Купăрля ялĕнчи Юрмеккей йăхĕ, Чулхула облаçĕнче тĕпленнĕ Н.В. Никольскин çывăх тăванĕсем çинчен пынă.
»Музей ĕçĕ, археологи». Унта сăмах 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш интеллигенцийĕнчен тытăнса ĕлĕкхи чул палăксем патне çитичченех пынă. Чĕмпĕр таврапĕлӳçи Н.Н. Кирюшин хăй çуралнă Кивĕ Улхаш ялĕн масарĕнчи авалхи юпасем çинчен каласа панă.
«Вĕрентӳпе ӳнер». Кунта ытларах шкулсенче чăваш литературине мĕнле вĕрентни, этнопедагогика мелĕсемпе чăваш чĕлхи урокĕсенче епле усă курмалли çинчен калаçнă.
«Халăх ӳнерĕ». Ку секцие ертсе пыма мана шанса пачĕç. Эпĕ Теччĕ районĕнчи Çĕньял юррисемпе кĕскен паллаштартăм. Малалла сăмах тĕрлĕ тĕрĕсемпе йывăç эрешĕсене, кĕвĕ хатĕрĕсене аталантарас мелсем, чăваш юррисен пуянлăхĕ çинчен пулчĕ.
«Халăх ăс-хакăлĕ, таврапĕлӳ». Хĕрӳ калаçу ăслăлăхпа çут ĕçри этнокультура тăсăмĕ, энциклопедисем çырасси, пĕтсе пыракан ялсене сыхласа хăварасси пирки пынă.
Секци ĕçĕсем вĕçленсен татах пысăк зала пуçтарăнса пĕтĕмлетӳ турăмăр. Вĕçĕнче Е.Е. Ерагин йышăну вуласа пачĕ.
 
: 947, Хаçат: 21 (1217), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: