Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал пĕрлешрĕмĕр. Пурнăç – юмахри пек: пур енчен те киленӳ. Пĕлес килет: савакансен хĕрӳ туйăмĕн чикки пур-и?
Зойăпа Иван Орловсем.
Савакансем хĕрӳ туйăм нихăçан та сивĕнмессе шанаççĕ, чĕре çуррине ĕмĕр тăршшĕпе килĕштерме тупа тăваççĕ. Анчах, ăсчахсен шухăшĕпе, юрату вун-вун çула тăсăлма пултараймасть. Ун авăрне лекнисенчен чылайăшĕ, паллах, кунпа килĕшмĕ. Çапах çирĕплетĕвĕн вăрттăнлăхĕпе паллашмах тӳр килет.
Организмри биологи тĕлĕшĕнчен активлă, кăмăла çĕклекен вещество çулсем иртнĕçем сахалланать, çавăнпа арçынпа хĕрарăм хушшинчи туртăм та чакать. Тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ тăрăх – ку 2-4 çул пĕрле пурăннă хыççăн пулать. Ахальтен мар шăпах çак тапхăрта çемье арканнă тĕслĕх чылай.
Хутшăнăва темиçе тапхăра пайлаççĕ. Пĕрремĕшĕ - чун туртни. Ку вăхăтра каччă е пике кама та пулсан кăмăллать. Кашни çыннăн хăйĕн шăрши, фероменĕсем пур. Енчен те вăл килĕшсен организмри ятарлă веществосем пуç мимине витĕм кӳреççĕ, çынсем пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ. Арçын тарĕнче андростенол пур, унăн шăрши хĕрарăмсене илĕртет. Этемлĕхĕн черчен пайне вара копуллин вещество илĕртӳлĕх парать. Ăна туйсан арçынсен юнĕнче тестостерон виçи ӳсет, çавăнпах чĕри хăвăрттăн тапма пуçлать.
Иккĕмĕш тапхăр – юратни. Ăсчахсем вăл 1-3 çул тăсăлнине пĕлтереççĕ. Ку тапхăрта пуç мимине фенилэтиламин, допамин, норэпинефрин витĕм кӳреççĕ. Вĕсем аппетита чакараççĕ, савăшу туйăмне вăйлатаççĕ, кăмăл-туйăма çĕклеççĕ. Çавăнпа юратакан çын çĕрле çывăрайманшăн, апат çименшĕн, тимсĕр пулнăшăн тĕлĕнме кирлĕ мар. Маларах асăннă веществосен витĕмĕ эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн та ӳсет.
Допамина хими тĕлĕшĕнчен АПШ ăсчахĕ Хелена Фишер тĕпченĕ. Çын юрату авăрне лексен организмра фенилэтиламин нумайланать, анчах çакă ăна пĕтерме пуçлать. Вещество хăйĕн ĕçне тусан çын хăйне лăпкă, шанчăклă туять. Кун хыççăн туйăм кăштах сивĕнет. Тепĕр тапхăр пуçланать: çынсем пĕр-пĕрне хăнăхса çитеççĕ.
 
: 665, Хаçат: 38 (1130), Категори: Утаман

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: