Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
К а л а в
 
-О-о-ох, ывăнтăм! – пичĕ çинчи мĕнпур мышцине пĕркелентерсе, таçта шалтан пĕр-пĕр органĕ ыратнипе хăйне шеллеттересшĕн пулнă пек куçне хĕссе, вăйсăррăн лашлатрĕ Павăл диван çине.
-Мĕн туса ывăнтăн вара? Каçхи апата какăриччен çисе диван патне утнă чух ывăнтăн-и? Е аллупа пульт патне тăсăлса вăю пĕтрĕ-и? – тарăхрĕ арăмĕ Валя.
-Ывăнтăм, каларăм сана ывăнтăм тесе. Пăрăн ман умран, телевизор курма кансĕрлесе ан тăр.
-Мĕн ĕçлерĕн вара ывăниччен?
-Ăçта кăна пулман паян, ăçта кăна çитмен, кама кăна курман!.. Вĕсемпе калаçмалла вĕт.
-Калаçса ывăнтăн эппин…
-Калаçса та…
-Ăçта пултăн вара?
-Стройкăна кайса килтĕм.
-Раствор йăттармарĕç пуль те унта?
-Эп ухмах-им раствор йăтма? Çынсем мĕн ĕçленине пăхрăм. Мĕн чухлĕ тӳленине пĕлтĕм.
-Çакăнпах ывăнтăн-и?
-Мĕнле ăнланмастăн эсĕ? Эп унта çитнĕ вĕт-ха!
-Çуран утрăн-им?
-Машина пур çинче мĕншĕн çуран утмалла ман?
-Мĕн туса ывăнтăн вара?
-Машинапа çӳресе. Эс çăмăл тетĕн-им?
-Машинине хăв çурăм çинче йăтса пытăн-им? Инçе çула çӳрекенсем, леш дальнебойщик текеннисем, вилсех каяççĕ пуль вара.
-Вăт кур та калаç çак хĕрарăмпа. Ывăннă çынна шеллеме те пĕлмест.
-Эс кашни кунах ывăнан та… Ĕнер те ав çĕрле таврăнтăн та пӳрте кĕнĕ-кĕменех ывăнтăм тесе диван çине кайса выртрăн. Паян ĕçре каларĕç, эс клубра пулнă иккен, ташласа ывăннăччĕ-и?
-Мĕн сӳпĕлтетен? Ĕçпе кайнăччĕ эп унта.
-Мĕн ĕçĕ пурччĕ вара сан çĕрле клубра?
-Хам пĕлеп. Эс пур çĕре те пуçна ан чик. Ĕçпе тенĕ сана…
-Клубра урай çăвакан Алюнкапа тăватăн пуль-ха ĕçне.
-Мĕншĕн Алюнкапа вара? Унта ытти ĕçлекенсем те пур.
-Ăна пĕлетĕп те-ха, анчах сана шăпах Алюнкапа виçĕмкун район центрĕнче куртăм.
-Эс мĕн, ман хыççăн сыхласа çӳретĕн-им?
-Сан хыççăн сыхласа çӳреме вăхăт пур манăн.
-Мĕн ĕçлен вара эс? Ĕç-и вăл сан? Ирпе тăрса, ĕне суса, выльăхсене пăхса, эпир çывăрса тăриччен вĕри апат пĕçерсе çитерсе, кайран лавккана кайса саркаланса шăл йĕрсе тăнисĕр пуçне мĕн тăван вара эс? Ну тăран кунĕпе лавккара, çынсемпе калаçса киленен. Кăнтăрлахи апатра пире валли çимелли пĕçерен, каçпа та сан яланхи хăнăхнă ĕç: выльăх-чĕрлĕхе пăхан, апат пĕçерен, çитерен, савăт-савăтне çăван, пӳрт ăш-чикне тирпейлен, ачасемпе урок тăван, кĕпе-йĕмне çăван. Эс вĕсене куç хупса тума вĕреннĕ. Урăх ĕçӳ та çук сан. Ларан вара каçпа телевизор умĕнче чăлха-нуски çыхса. Паллах, ывăнмастăн. Хĕрарăмсем эсир лаша пек чăтăмлă вĕт.
-Сан шутупа, ĕç мĕн вара вăл?
-Тĕслĕхрен, эп ĕçлеп, ывăниччен ĕçлеп. Ĕнер ак питĕ ывăнтăм. Ирпе урама чĕлĕм туртма тесе кăна тухса ларнăччĕ, пăхап, Сантăр тете унчченхи конюх пӳрчĕ ларнă еннелле утать. Сывлăх кăна сунасшăнччĕ ăна – вăл пур пуçларĕ пурнăçри пăтăрмахĕсене мана каласа пама. Пуç çаврăнса кайрĕ. Психологи тĕлĕшĕнчен мĕн пысăкăш нагрузка пулчĕ. Сан пек ухмах ĕç туни мар вăл. Ăс-тăн ĕçĕ! Во!
-Э-э-э-э! Вăйлă ĕçлесе ывăннă вара эс ĕнер. Виçĕмкун район центрĕнче Алюнкапа ыталанса пынă чухне те пит ывăннăн курăнтăн çав.
-Миçе каламалла сана эп ĕçпе унпа кайнине.
-Тем пысăкăш илемлĕ чечек çыххине те ĕçпе туянса патăн-и?
-Ĕçпе, паллах.
-Мана ун пек илемлĕ чечек парнелемен те эс.
-Мĕнле парнелемен? Çуралнă кунра илсе патăм-иç.
- Çав пĕлтĕрхи, юр айĕнче хĕл каçнă пек хăра пуçланă хризантемăн пĕр туратран тăракан шĕвек «шăпăрне» чечек çыххи тесе шутлатăн-и? Алюнкана ма ун пеккине илсе памарăн апла?
-Илсе панă-ха, тата килĕшмест.
- Вăйлă ĕç вара сирĕн Алюнкапа, пит хаклă та илĕртӳллĕ. Тата ресторана та ĕçпе илсе кĕтĕн пуль çав. Эс ĕçсене ресторанра тума юратан вĕт. Сан вăл фишка! Иртнĕ уйăхра Çветтукпа ĕç тăваттăн унта. Тульккă темшĕн ĕçӳсем сан питĕ тупăшсăр. Хĕрарăмсемпе ĕç тунă хыççăн пĕрре те киле укçа илсе килместĕн. Çемьери укçа хутаççи кăна çӳхелсе пырать. Эп укçа хураканни. Ак çак кунсенче каллех пилĕк пин тенкĕ путланнă. Алюнкапа ĕçпе ресторансем тăрăх çӳренипе пуль-ха вăл.
-Ĕçпе çав. Малашнехи ĕçсем пысăк. Алюнкан вара хырăмĕ выçатчĕ.
-Сирĕн умра Кĕркури Гали пыратчĕ, унпа та тахçан ĕç тăваттăн. Унăн та хырăмĕ выçнă пулĕ. Ăна ма ресторана илсе кĕмерĕн?
-Мĕншĕн ман пурне те çитермелле…Алюнкапа, мĕскĕн хĕрарăмпа, пирĕн ĕç.
- Мĕскĕн? Вăл мĕскĕн-и? Ним ĕçлемесĕр сан пек арçынсене ухмахлантарса пукане пек тăхăнса çӳрекен Алюнка мĕскĕн-и? Эп вăл - мĕскĕнни. Эс мана район цетрне те лартса каймарăн, чарăнура çил çине антарса хăвартăн. Хăвăн урăх еннелле каймалла терĕн. Эп вара пĕр сехет попуткă кĕтсе тăтăм, витĕр шăнтăм. Эп район центрĕнче пулнине пĕлтĕн, мана ма чĕнмерĕн ресторана. Миçе шăнкăравласан та кĕсье телефонне тытмарăн. Çав тери ĕçлĕ пултăн-им? Алюнкапа апат çисе киленсе ларнă чухне арăму выçă çӳренине пĕлсе мĕнле пырна лармарĕ? Э-э-э-э, тĕрĕс мар калап-ха, ăçтан аса илме вăхăт сан. Эс Алюнапа ĕç тунă вĕт…Мана хăçан юлашки хут ресторана чĕннине астăватăн-и? Качча кайиччен – иртнĕ ĕмĕрте – ресторанра пĕр-ик хутчен апатлантарнăччĕ.
-Пирĕн ĕçлĕ калаçу пулнă. Сана аса илме вăхăт та пулман ман. Эс килте ху пĕçерсе çиен.
-Алюнкапа, клубра урай çăваканпа, мĕн ĕçĕ тумалла вара сан? Хăвна пĕлтĕр çуралнă кунпа парнеленĕ телефонна та ăна ĕçпе кайса парнелерĕн-и?
Клуб заведующийĕ те мар вĕт-ха вăл, иçмасса! Пуçлăхĕпе калаçса сана клуба купăс калама вырнаçтаратăп терĕ-и е ытти пайĕпе ĕçлеме-и?
-Çухал куç умĕнчен, курас килмест. Йăлăхтартăн веç. Ĕçпе тенĕ сана, сначăт – ĕçпе. Ан кансĕрле, ывăннă эп.
-Паян ĕнерхинчен те ытларах ывăнтăн-и вара? Виçĕмкун автовокзал çумĕнчи çуртăн пĕр подъездне Алюнкапа кĕрсе кайнине курсан киле ывăнса таврăнассине чухланăччĕ-ха. Выртнă-выртман çывăрса кайрăн. Паян та райцентра кайса килтĕн-им?
-Эс ман ĕçсене ăнланмастăн пулсан ан хутшăн тесе мĕн чухлĕ каламалла сана? Ăнланмастăн пулсан ан чĕн. Çиччас ывăннине пăхмасăр мĕнпур вăя пухса тăратăп та шăхăртса яратăп.
-Эс çавна тума лайăх пĕлен. Ывăнмастăн та. Куркаланă. Пĕлетĕп. Алюнкапа киленнĕ хыççăн çумри арăма камăн курас килтĕр? Сан юратусем çуралсах тăраççĕ вĕт, коллекцире кам кăна çук: Алюна, Çветтук, Наташ, Ирина, Олеся, Валя, Галя... Веç каласа та пĕтерме çук. Кĕтӳри качака таки пек малтан пĕрин çине сиксе ӳкетĕн, унтан теприн çине. Веç ĕçпе, калама çук пысăк ĕç тăватăн пуринпе те..
-Ĕçпе, ĕçпе, - аран илтмелле пăшăлтатрĕ пульт тытса выртакан Павăл.
-Ĕçпе, эппин. Кĕтӳри такана та ытлашши ĕçлесе ывăннă хыççăн хуçисем часрах аша яраççĕ. Асту çав.
Анчах арăмĕн ку сăмахĕсене Павăл илтмерĕ, пĕтĕм пӳрте кисретсе диван çинче харлаттаратчĕ.
 
: 946, Хаçат: 21 (1217), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: