Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕвеллĕ те ăшă кун пахчана тухрăм. Мунча патне çывхарсан тем нăйăлтатни илтĕнсе кайрĕ. Шăна сасси кăна мар ку, чылай хулăнрах. Пăхатăп та – мунча пĕçмехĕнче вĕлле хурчĕ эрешмен картине урисемпе тата пĕр çунаттипе çыпăçса ларнă иккен, хăтăласшăн тапаланать, нуша курать. Сакăр ураллă хура эрешменĕ ун патĕнчех. Вĕлле хурчĕ тапаланма чарăнсанах вăл çывхарать, пĕр-икĕ урипе вĕлле хуртне «кăтăкласа» илсе хускатать те каялла хăвăрт чакать, леш вара каллех тапаланма-нăйлатма пуçлать. Çапла эрешмен хăйĕн сурчăкĕнчен тунă çипписемпе çыхлантарса ун вăйне пĕтересшĕн хăтланать. Лешĕ ывăнса чăмран кайсан, вăйĕ пĕтсен ун ăшне сăннине чикет те наркăмăшне ярать. Кайран вĕлле хурчĕн ирĕлнĕ-шĕвелнĕ ăш-чиккине пăрăх евĕр сăннипе туртса илет. Çапла апатланса пурăнать эрешмен.
Анчах кунта тытăçу вĕçленмен-ха. Вĕлле хурчĕ çаврăнкалать, çыхланать, тапаланать, парăлтаттарнă сасă кăларать, сывлăша хускатать. Эпĕ çывăха пынипе ман пите сывлăш хумĕ пырса çапрĕ. Сакăр уралли икĕ çунатлине хăвăртрах вăйне пĕтерсе сăннипе чикесшĕн хăтланать. Акă вĕлле хурчĕ пĕр çунаттине хăтарчĕ кăна – тепри тыткăна лекрĕ. Вăл пĕр çунаттипе вĕçĕмсĕр çатталанать. Эрешменĕ вăл хăвăртрах ывăнтăр, чăмран кайтăр тесе пыра-пыра урисемпе асăрханса хыпашлать, сăтăркалать, унтан хăвăрт хыçалалла чакать.
Акă вĕлле хурчĕн икĕ çунатти те çыхланса ларчĕ! Çакна эрешмен сисрĕ те йĕри-тавра чупкалама пуçларĕ. Вăл сăннипе чикме меллĕ самант шырать. Анчах лешĕ вăйлă тапаланнипе ун май çук-ха. Вăт амак! Эрешменĕ вĕлле хуртĕнчен пĕчĕкрех, анчах ăна тытасшăн.
Малалла сăнатăп. Мана ку тытăçу мĕнле вĕçленни кăсăклантарать. Акă эрешмен картин çурри тусрĕ ĕнтĕ, вĕлле хурчĕ ун пĕр пайĕ çинче çакăнса тăрать, вĕçĕмсĕр тапаланать. Ун хăвăртрах хăтăлмалла ку вилĕм серепинчен.
Эрешмен вара чупкалать, кĕрешӳ вĕçленсе пырать тесе шутлать пулмалла. Çак вăхăтра тапаланакан чĕр чунăн пĕр çунатти вĕçерĕнсе кайрĕ. Вăл унпа çатталаннипе хăй те енчен енне силленме пуçларĕ. Тепĕр самантран вăл эрешмен картинчен хăтăлчĕ те пăрр! туса чечексем çийĕн вĕçсе кайрĕ.
Эрешмен вара нимсĕр юлчĕ. Çитменнине, ун картин çипписем те тусса пĕтрĕç.
Вăт çапла: çав тери тăрăшса тапалансан темле йывăрлăхран тухма та, теме çĕнтерме те пулать.
 
: 988, Хаçат: 21 (1217), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: