Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче Раççейпе Германи хулисен ĕçтешлĕхĕн ХII конференцийĕ иртет. Унта хуласен хушшинчи хутшăнăвăн икĕ çулхи пĕтĕмлетĕвне пăхса тухĕç. Мероприяти çĕртмен 8-11-мĕшсенче пулать.
Раççейпе Германи хулисен партнёрлăхĕн тĕлпулăвĕсене икĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Унта икĕ çĕршывăн патшалăх органĕн ĕçченĕсем, обществăлла организацисенче вăй хуракансемпе культура эксперчĕсем, çамрăксем хутшăнаççĕ.
Конференци тĕрлĕ килĕшӳсем туса калаçусем ирттермелли ятарлă вырăн та пулса тăрĕ. «Германипе Раççей: малашлăха пĕрле» ыйтупа малашне еплерех пĕрле ĕçлемелли пирки калаçĕç.
Вĕренĕвĕн çĕнĕ саккунĕ
2013 çулхи авăнăн (сентябрĕн) пĕрремĕшĕнче «Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ çинчен» саккун вăя кĕрет. Ăна çĕртме уйăхĕн виççĕмĕшĕнче правительство ларăвĕнче çирĕплетнĕ.
Саккун облаçри патшалăх влаçĕн органĕсен вĕренӳри ĕçе татса памалли правăна, вĕренекенсемпе педагогсене социаллă пулăшу памалли йĕркене çирĕплетет.
Саккунра шкул çулне çитеймен ачасене ӳстерекен çемьесене укçа-тенкĕ енчен пулăшасси пирки уйрăм каланă. Пĕр ачана садика çӳретнĕшĕн тӳлекен суммăн 20 процентне, икĕ ачашăн – 50 процентне, виçĕ ачашăн 70 процентне область бюджетĕнчен каялла тавăрса парĕç.
Пултаруллă ачасене аталанма пулăшас майпа вĕсене экзамен тыттарса ятарлă йывăр программăпа вĕрентме палăртаççĕ.
Çинкĕлте çĕнĕ предприяти уçăлĕ
Çинкĕл районĕнче вак чула ĕçлесе çитерессипе пысăк фабрика тума пуçлĕç. Килĕшӳ çине Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Сергей Морозовпа «Ташлари тăва пахалатакан комбинат» обществăн тĕп директорĕ Павел Балясников алă пусса çирĕплетнĕ.
Проекта 2013-2015 çулсенче хута яма палăртнă. Çĕнĕ предприятире 30 ытла ĕç вырăнĕ пулĕ. Вĕтĕ чула ваклакан фабрикăна уçнă çĕре 150 млн тенкĕ инвестици кайĕ. Ĕç тухăçлăхĕ пысăк пулĕ, хальлĕхе специалистсем сехетне 30 тонна чула вĕтетме палăртаççĕ.
 
: 1015, Хаçат: 22 (1218), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: