Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Курахви шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Ял халăхĕшĕн ку культура мероприятийĕ кăна мар, пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу, уяв пулчĕ. Яла пĕрремĕш хут С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр килчĕ. Пĕччен мар, унпа пĕрле Патшалăх Думин депутачĕ Н.И.Булаев, облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ И.В.Тихонов, вĕренӳ министрĕ Е.В.Уба, район администраци пуçлăхĕ И.Н.Мухутдинов, районти вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ С.А.Сандрюков тата ыттисем. Пушă алăпа та мар — пысăк парнепе.
Ял çыннисен савăнăçне лайăхрах ăнланас тесен вĕсен умне темиçе çул каялла тухса тăнă йывăр лару-тăрăва аса илмелле. Ун чухне облаçран килнĕ тӳре-шара ачасем сахалланнипе ял шкулне хупасшăнччĕ, кунти ачасене вĕренме виçĕ çухрăмра вырнаçнă тутар ялне яма йышăннăччĕ. Пухура ял халăхĕ хăйĕн правишĕн çине тăрса кĕрешнĕ. Хĕрарăмсем пысăк пуçлăхсене: «Ял шкулне пурĕпĕр хуптармастпăр, тепĕр çул валли 12 ача çуратса паратпăр!» - тесе хирĕçленĕ. Ку ĕçре облаçри чăваш автономийĕ те хăйĕн татăклă сăмахне каланă: чăваш ялĕнчи шкула хупмалла мар, ку ял пĕттĕр тениех пулать. Пуçлăхсем кĕтсе пăхма йышăннă. Хĕрарăмсем вара хăйсен сăмахĕ çине тăнă. Каланă – тунă! Çапла вара пĕрлехи вăйпа шкула сыхласа хăварнă.
Кĕпĕрнаттăр савăнăçлă хыпар илсе килчĕ: шкула тĕпрен юсама область хыснинчен 56 миллион укçа панă. Унпа пластик чӳречесем лартĕç, ăшă паракан пăрăхсене, пĕтĕм электропралука, çивиттине улăштарĕç, хальхи спортзала тустарса çĕннине туса лартĕç. «Тĕрĕссипе, ку çĕнĕ шкул пекех пулать. Малашне те ача-пăча нумайрах çуратăр. Шкула хупма та, яла пĕтме те ан парăр!» - терĕ Сергей Иванович. Вăл çаплах райцентртан яла килекен çула юсама та май тупатпăр тесе шантарчĕ, тепĕр çул ялти медицина пунктне юсатпăр, çĕнĕ оборудовани илсе килетпĕр терĕ.
Ял халăхĕн вăйĕпе кунта чиркӳ те çĕкленсе ларнă.
УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев юлашки вăхăтра пулса иртнĕ мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Тăван чĕлхене çемьере ачаллах ăса хывмаллине, шкулта та тăрăшса вĕренмеллине палăртрĕ. И.Я.Яковлев ĕçне малалла хастар илсе пыракансене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Вĕренӳ министерствинчи тĕп специалист Ф.Т.Улендеева та кунта хăюллă, ĕçчен чăвашсем пурăннине çирĕплетрĕ. Шкула тата уйрăм çынсене парнесем пачĕ.
Пирĕн хаçатран парне «Атăл юрри» журналсем пулчĕç.
Шкул директорĕ А.Н.Ахтямов ун кун-çулĕ пирки каласа пачĕ,ялти сумлă çынсене аса илчĕ, вĕсене чыслă ĕçшĕн, яла аталантарас тесе тăрăшнăшăн тав турĕ. Шкула çамрăк вĕрентӳçĕсем ĕçлеме килнине те вăл кăмăллăн палăртрĕ. 9 çуллă шкулта паян 40 ача пĕлӳ илет, чăваш чĕлхине кашни класра вĕренеççĕ. Апла пулсан ял та, шкул та малалла аталанаççĕ.
Пухăннисене вырăнти шкул ачисем (ертӳçи тата купăс калаканĕ М.В. Спиридонова вĕрентӳçĕ), Çĕнĕ Малăкла тата Мелекесс районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем – «Савăнăç», «Пилеш», «Телей», «Черемшанские зори» – юрă-ташăпа савăнтарчĕç, халăх кăмăлне çĕклерĕç. Ку тăрăхра çапларах ырă йăла пур: мĕнле мероприятие те икĕ район çыннисем хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Вырăнти фольклор ушкăнĕн артисчĕсем вара шкула пулăшнăшăн кĕпĕрнаттăра тав туса такмак каларĕç, çаплах улах ларчĕç, халăх йăли-йĕркине кăтартса пачĕç: сăпка юрринчен пуçласа салтак юрри таран.
Сергей Ахтямов тата Наталья Тихонова вĕрентӳçĕсем уява И.Я.Яковлев Халалĕнчи йĕркесене вуласа, вĕсене тĕпе хурса ертсе пычĕç.
 
 
Çĕнĕ Малăкла районĕ.
 
: 897, Хаçат: 22 (1218), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: