Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Сайман 1686-мĕш çулсенче тĕпленнĕ. Ялта чăваш (вĕсем ытларах), тутар, мăкшă, грузи, гогауз, эрмен халăхĕсем туслă пурăнаççĕ. 130 килте — 432 çын. Ялта ача сачĕ (20 ача çӳрет), пуçламăш шкул (12 ача вĕренет), вулавăш, клуб пур. Клубра фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Почта тата вăтам шкул Тутар Сайманра вырнаçнă. Ял хуçалăхĕсем арканнă. Çĕрсен пысăк мар пайĕсем фермерсен вăйĕпе акăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче нумай ачаллă 6 çемье. Пирĕн ентеш М.Г. Чаркова — Ача амăшĕ героиня. Чи ватă çын – А.Ф. Городецкая – 94 çулта.
 
Николаевка районĕнчи Чăваш Сайманра пурăнакан чăваш хастарĕсем тăван чĕлхепе культура кунне ирттерчĕç. Унта кӳршĕ Эсеккел, Поспеловка, Кочкарлей ялĕсенчен ентешсем килсе çитнĕ. Уяв ялти пуçламăш шкулта иртрĕ. Йĕркелекенĕ – УОЧНКА вырăнти уйрăмĕн ертӳçи — Антонина Юдина.
 
Уява килнĕ хăнасене: УОЧНКА ертӳçине, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникне Владимир Сваева, облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалистне Федосия Улендеевана, чăваш культура центрĕн пуçлăхне Ираида Гаврилована, Николаевка район администрацин пуçлăхĕн çумне И.Е. Осипована çăкăр тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Пухăннисене малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Хусаин Магдеев саламларĕ.
-Çакăн пек мероприятисем кунта пурăнакан халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшаççĕ. Эпир пĕр-пĕрин чĕлхине, культурине хисеплетпĕр. Хисеп çинче тытăнса тăрать те пирĕн туслăх,- терĕ вăл чăваш уявне йĕркелекенсен хастарлăхне палăртса.
Район администрацин пуçлăхĕн çумĕ Н.Е. Осипова вырăнти халăхсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес ĕçре ырми-канми ĕçлекенсене ырăпа асăнчĕ, Тав хучĕсем парса чысларĕ. Ку чыса пирĕн ентеш Антонина Юдина та тивĕçрĕ.
-Нацисен хастарĕсем чĕлхепе культурăна чĕртсе янă чух хăшĕсем: "Пире мĕн тума кирлĕ авалхи йăла-йĕрке?" – тетчĕç. – Халĕ ун пек калакан çук. Хăйĕн культурине пĕлмен çын, ман шутпа, тăван çĕршыва та юратма пултараймасть,- терĕ вăл.
Владимир Сваев кĕскен облаçри чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ентешсене мероприятисене хастар хутшăнма, «Канаш» хаçата çырăнса илме сĕнчĕ.
- Пирĕн мĕнпур ĕç –халăхăмăрăн чĕлхине, йăли-йĕркине сыхласа хăварассипе çыхăннă. Чăн чăваш çынни пулас тесен чăвашла вуламалла, чăвашла юрламалла, И.Я. Яковлев Халалне тĕпе хурса пурăнмалла. Паян юрă ушкăнĕсем шăрантаракан халăх юррисене вĕренсе юлăр, кайран юрлама,- терĕ вăл ентешсене уяв ячĕпе саламласа. Район администрацин ертӳçине, ял тăрăх пуçлăхне, уява йĕркелекенсене Тав хучĕсем, кĕнеке-журнал парса хавхалантарчĕ.
Федосия Улендеева тăватă чĕлхепе сывлăх сунчĕ. Вăл область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов нацисен чĕлхипе культурине аталантарас ĕçе тимлĕх уйăрни çинче чарăнса тăчĕ. Тин кăна иртнĕ облаçри наци ĕçĕсен Канашĕн ларăвĕнче çак ыйтăва çĕклени пирки каларĕ.
-Шкул çумне ача сачĕ туса лартни ялшăн пысăк пулăм. Ачасем çуралаççĕ пулсан – ялăн пуласлăхĕ пур. Çамрăксем çакăнтах тĕпленсен тата аван пулĕччĕ. Районти вĕренӳ уйрăмĕн пуçлăхне Тукфят Биктимирова уйрăм тав сăмахĕ калас килет. Вĕренекенсен шучĕ пилĕк ача пулин те вăл шкула хуптармарĕ, - терĕ Федосия Тимофеевна .
Унтан пухăннисене тутарсен вырăнти наципе культура автономин ертӳçи Тукфят Биктимиров саламларĕ:
-Эпĕ Тутар Сайманра çуралнă. Чăваш Сайман ачисемпе пĕрле выляса ӳснĕ. Пирĕн хушăра ăнланманлăхсем пулман. Халĕ вара уявсене пĕрле ирттеретпĕр. Кунти халăх хăй чĕлхине аталантарма тăрăшать. Уявсен тĕллевĕ те халăхсен культурисене сыхласа хăварасси.
Уявăн иккĕмĕш пайне Ульяновскран килнĕ «Илем» юрă ушкăнĕ (ертӳçи А.Н. Чурбанов) тата вырăнти «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ (А.И. Юдина) тăсрĕç.
Илемсем хăйсен программисене çĕнетсех тăраççĕ. Кашни уяврах çĕнĕ юрăсемпе савăнтараççĕ. Ăсталăхĕ вара çулран-çул ӳссе пырать. Залра ача-пăча чылайччĕ. Пĕчĕк ачасем илемсен юрă-кĕвĕ çеммипе алă çупса, ура тапса ларчĕç – хăйсем чăвашла ăнланмаççĕ пулин те.
Вырăнти артистсем пирки уйрăм калас килет. «Çăлкуç» пĕрремĕш хут сцена çине 1973 çулта — 40 çул каялла — тухнă. Унăн репертуарĕнче авалхи юрăсем кăна. Çавăнпа та пулĕ ытларахăшĕ хурлăхлă янăрать. Савăнăçлисенче вара чăваш çыннин уяв кăмăл-сипечĕ уççăн палăрать. 30 çул хушши ушкăна Н.Н. Якушкина ертсе пынă. Юлашки вунă çул Антонина Юдина ĕçлет.Ушкăнра çамрăксем сахал. Çавăнпа та ял тăрăх пуçлăхĕ ушкăнпа мăнаçланса: «Наши Саймановские бабушки», - тет. Шкул ачисене уйрăм ушкăна чăмăртанă. Вĕсем те чăваш юррисене аван пĕлеççĕ. Уявра «Çăкăр» юрра илемлĕ юрларĕç. Алиса Алмаева (тутар хĕрĕ) «Юрату юррине» шăрантарчĕ.
Юрăçсенчен чи асли – М. А. Измайлова. Вăл 81 çулта. Л.М. Гусарова – 78 çулта, Т.П. Мишина – 75-ре. Юрлас ăсталăха ăруран ăрăва парса пыраççĕ: Елена Трошинан — Лиза хĕрĕ, Надежда Сидейкинан — Оля мăнукĕ, Галина Городецкаян мăнукĕсем — Сергей тата Александр, Юлия Измайлован – мăнукĕ, Алисапа Алсу Алимаевасем (амăшĕ чăваш) юрлама çӳреççĕ.
Концерт вĕçленсен те халăх саланасшăн пулмарĕ. Урамра аслати авăтса çиçĕм çиçни те чăрмантармарĕ халăха савăнма. Ватти те, вĕтти те артистсемпе пĕрле картана тăрса вăйă каларĕç.
Çак аякри ялсенче пурăнакан чăвашсен тăванлăх туйăмĕ, юрă-ташăшăн тунсăхлани хытă палăрчĕ. «Пирĕн тăрăха час-час килсе çӳрĕр-ха!» - тархасланă пек ыйтрĕç аякри ентешĕмĕрсем хăнасене ăсатма тухсан.
 
: 963, Хаçат: 22 (1218), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: