Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ А.Г. Еленкин тата УОЧНКА Чукун çул районĕнчи «Килĕшӳ» уйрăмĕн пуçарăвĕпе Винновка ращинче Ачасене хӳтĕлемелли куна халалланă уяв иртнĕ.
Мероприятие йĕркелекенĕ – 46-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентекен И.В. Мещанова, ăна пулăшаканĕ – Л.Н. Ярускина. Вăл ачасене тăван тавралăх, çут çанталăк пуянлăхĕ пирки каласа панă. Иртнĕ ĕмĕрте ачасем мĕн пирки ĕмĕтленни ачасене кăсăклантарнă. Вĕрентӳçĕ Ачасене хӳтĕлемелли куна хăçан паллă тума тытăннине аса илтернĕ.
Унтан ачасем уçланкăра вăйăсем вылянă. Мария Митулова чăваш юрри шăрантарнă. Сергей Унисков чăвашла сăвă каланă.
Ӳкерме юратакансем хут çинче хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Ачасем кĕтни, чи кăмăлне кайни – аттракцион çинче ярăнни, торт çини тата мороженăйпа киленни.
Ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕсемпе асламăшĕсем тата ачасем пĕр-пĕринпе паллашнă.
 
: 918, Хаçат: 22 (1218), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: