Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Паяна çăкăр чĕлли пулсан, кăкăр тулли сывлăш çавăрайсан – телей тени çавă пулать пулĕ», - тет Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте тĕпленсе пурăнакан ял хуçалăхĕнче 43 çул вăй хурса телейне туптанă Тамара Андреевна Карасева (Кузнецова) Ĕç ветеранĕ.
 
Вăл Аслă вăрçă пуçланиччен икĕ уйăх çурă маларах Вăта Тимĕрçенте ял интеллигенцийĕ çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Кузнецовсен çемйи Анат Тимĕрçене куçать. Кил хуçи – Андрей Алексеевич – ялти шкулта пуçламăш класс ачисене пĕлӳ пама тытăнать. Вăл нумаях ĕçлеймест, 1942 çулта Аслă вăрçа çĕршыва сыхлама тухса каять. 1945 çулта Украинăри Ровно хулине фашистсенчен тасатнă çапăçусенче пуçне хурать. Унăн мăшăрĕ те – Раиса Николаевна - 1937 çулта Чĕмпĕр чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнăскер, кĕçĕн çулхи ачасене вĕрентме тытăнать. Икĕ ачаллă çемье кил тĕрекĕсĕр тата хӳтĕлевçисĕр тăрса юлать. Раиса Николаевнана икĕ ачана пĕччен çитĕнтерме йывăртарах пулнипе аслă хĕрĕ – Тамара (вĕренӳре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынă пулсан та) – малалла вĕренме каймасăр 1958 çулта ял вулавăшне ĕçе вырнаçать. Йăмăкне – Альбинăна – шкултан вĕрентсе кăларса ятарлă пĕлӳ илме пулăшать. Сăмах май, Альбина Андреевна аслă пĕлӳ илсе ялти шкулта биологипе нумай çул хушши вĕрентет.
1960 çулта ентешĕмĕр салтакран икĕ çул каялла таврăнса Мелекесра К-700 тракторпа ĕçлеме вĕренсе тухнă Анатолий Михайлович Карасевпа çемье çавăрать.
- Ылтăн алăллă мăшăрăм механизаторта 1996 çулччен вăй хурса «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальсене, «ВДНХ – 50» юбилей куравĕн, «Социализмла ăмăрту отличникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» (пĕтĕм çĕршыв шайĕнче) кăкăр паллисене тивĕçрĕ. Пĕр çултах тивĕçлĕ канăва кайрăмăр пулин те çав ĕçсенчех тата икĕ çул вăй хутăмăр, - аса илет Тамара Андреевна.
Карасевсем икĕ хĕр çуратса çын çине кăларнă. Асли – Елена – Анат Тимĕрçен ял администрацин ĕçченĕ, кĕçĕнни – Галина – суту-илӳ тытăмĕнче вăй хурать.
Паян Тамара Андреевна вĕсемпе тата пилĕк мăнукĕпе, тăватă мăнукĕн ачисемпе савăнса пурăнать.
- Темех кирлĕ мар мана. Пенси параççĕ. Ачасем пулăшаççĕ. Самани йĕркеллех тăрать-ха. Апата ларма çăкăр чĕлли пулсан, кăкăр тулли сывлăш çавăрайсан – телей тени çавă пулать пулĕ, - тет сăпайлăн ентешĕмĕр.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 886, Хаçат: 22 (1218), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: