Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Çемьене тытса тăраканни, çилленме паманни, тарăхсан та каçарма май параканни вăл – юрату», - терĕ йăл кулса Çĕнĕ Улхашри Ефремкинсен çемйи пуçĕ Андрей Владимирович. «Çапла. Юратусăр пурнăçа тĕвĕлейместĕн», - терĕ йăвашшăн Мария Андреевна та.
– Эпир мăшăрпа пит пуян. Пирĕн сакăр ача – пилĕк ывăлпа виçĕ хĕр, вун виçĕ мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук. Пирĕн ылтăн туя кĕрекене пурте пухăнчĕç, - сăмах илчĕç Энтри тетепе Марье аппа. - Хаклă парнесем туяннă, ватă ашшĕпе амăшĕн тĕпелти ĕç-пуçне çăмăллатасшăн чунĕсенчен тăрăшаççĕ. Хамăр та питĕ савăнтăмăр. Паян çăкăр пĕçерес ĕçре пĕр ыйту та çук, ют çĕршывра кăларнă хальхи вăхăтпа шайлашса тăракан çăкăр пĕçерекен кăмака сĕтел çинчех тăрать. Паян шыв, газ килте. Лавккара тем те пур. Пурăн çеç, вилес килмест тупата. Çамрăк чух ачасем умлăн-хыçлăн çуралчĕç, вĕсене кипкепе чĕркенĕ те аннене парса хăварса ĕçе кайнă. Энтри кунне-çĕрне пăхмасăр трактăрпа ĕçленĕ. Эпĕ фермăра пулнă. Ывăннине туйман. Кăшт канса илнĕ те – каллех ĕçе кӳлĕннĕ. Килте килĕшӳ хуçаланнăран пурнăç та илемлĕ туйăннă.
Аса илмелли вара Ефремкинсен нумай. 1961 çулта салтакран – Вырăс утравĕнчен — таврăнсан çулталăк Скугареев-кăра (Тереньга районĕ) тракториста вĕреннĕ. Тăван ялĕнче электростанцире вăй хунă. 1968 çултанпа вара арçыннăн чи çывăх тусĕ – хурçă ут. Хĕлĕпе Андрей Владимирович вăрманта (кӳршĕри Шăмăршă тăрăхĕнче, хамăрăн Сăр, Майна, Кивĕ Майна районĕсенче) пулнă, вутă каснă, çулла хирте – акара, хĕрӳ ĕççинче. «Вперёд к коммунизму» хуçалăхăн хисеплĕ механизаторĕ вăл, сумлă ĕçченĕ. 1990-мĕш çулсенче пенсие кайнă та мĕнпур кун йĕркине килти хуçалăхпа çыхăнтарса йĕркелет: пахчара ĕçлет, выльăх-чĕрлĕх пăхать. Ĕне те пулнă, анчах икĕ çул каялла сутса янă.
– Вăй-хал паян иксĕмĕрĕн те ĕлĕкхи пек мар, - терĕ кил хуçи. – Çамрăк чух 3-4 пăтлă миххе пĕр алăпа çĕклесе хул çине хунă пулсан паян пулăшаканпа анчах. Ватăлатпар çав, тăван. Тавах Турра кун чухлĕ вăрăм ĕмĕр панăшăн. Хусканусăр пурнăç ытла та кичем, вăт кăштăртататпăр çапла. Кил картинче хур-кăвакалпа йăпанатпăр. Пахчара çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Улмуççисем ав чечекре. Кĕркунне улмине çисе киленесчĕ.
Мария Андреевна хĕр чухне ялти чи чаплă тĕрĕçĕсен шутĕнче пулнă. Аслă вăрçă хыççăн Майна районĕнчи Тагай вăрманĕнче торф кăларни чĕрине çĕмренпе ыраттарнă пек çырăнса юлнă.
– Вăтăр пилĕк килограмм таякан торф кирпĕччисене çĕклесе илме пит йывăрччĕ. Аптраман, тӳснĕ, – аса илет Марье аппа. – Унта вĕçлесе яла таврăнсан чăх-чĕп ферминче вăй хунă, пăру пăхнă. 1953 çултанпа тивĕçлĕ канăва кайичченех дояркăра тăрăшнă. Ку çеç-и? Мĕн тери чĕкĕнтĕр çумланă. Виçшер-тăватшар гектар илеттĕмĕр. Ачасем те ĕçе хăнăхса ӳсрĕç темелле. Шел, ял хуçалăхĕнче халь вырăнта ĕç пырсах каймасть. Витесем веçех хупăнчĕç. Тавах фермерсене. Вĕсем çăкăр ӳстереççĕ. Унсăрăн хирсене çум курăкĕ пусса илнĕ пулĕччĕ.
Ефремкинсен аслă ывăлĕ Николай Андреевич та фермер. Çемйипе Аслă Нагаткинра пурăнаканскер Çĕнĕ Улхашра çĕр тара илнĕ. 130 гектар çинче çурхи тулă çитĕнтерет. Техники унăн хăйĕн.
Çемье историйĕ пуян Энтри тетепе Марье аппан. Çартан тин таврăннă кĕреш юман пек патвар та илемлĕ каччă Çимĕкре вăйă картинче хăйĕнчен кăшт аслăрах пикене куç хывать. Кăн-кăвак куçлă яша пĕвĕпе пысăках мар сар хĕр — йăваш Марье те килĕштерет. 1963 çулта Çăварнире пĕрлешеççĕ вĕсем, çирĕп çемье чăмăртанать. Çурт тăваççĕ. Ун валли Сăр районĕнчи Сартунккана лашапа хăма тиеме кайнине паянхи пек астăваççĕ. «Пĕр-пĕрне упранă, хисеплесе пурăннă, - терĕ Марье аппа. – Тавах, хунямана. Эпир унпа 30 çул пĕрле пĕр çуртра пурăнтăмăр. Ачасене вăл пăхрĕ. Эпĕ фермăран ĕнесем патĕнчен тухма пĕлмен. Ырă кăмăллă, йăваш хĕрарăмччĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштереттĕмĕр эпир, сума сăваттăмăр.
Аллă çул пĕр çулпа утаççĕ Ефремкинсем, йывăрлăхсене пĕрле парăнтараççĕ, ырлăхне те çурмаран пайлаççĕ, ачисемпе мăнукĕсем килсен хăйсем те ача пек хĕпĕртеççĕ, кӳрши-аршине хисеплеççĕ. Пĕр-пĕрне куç пек упраççĕ. Çакă мар-и вăл çемьери телей? Паянхи çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.
 
: 929, Хаçат: 22 (1218), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: