Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Утаман» кăларăма çĕр ĕçĕпе аппаланма килĕштерекен ар çынсем те вулаççĕ. Тĕслĕхрен, Аслă Нагаткинра пурăнакан К.Васильев пахчари кăткăсемпе мĕнле кĕрешмеллине пĕлесшĕн.
Унăн кăмăлне тупма тăрăшăпăр.
Пахчари кăткăсене тĕрлĕ майсемпе пĕтерме сĕнеççĕ. Вĕсем çаплах сарăлса пыраççĕ.
Интернетри сайтра пĕр меслет шыраса тупрăмăр. Кăткăсене «шыва путарма» пулать иккен. Çапла тума гидробур кирлĕ. Ăна ăсталама 15-20 миллиметр диаметрлă пăрăх илмелле. Дюралюминирен тунă, вĕçĕсене татнă йĕлтĕр патакки те аван, вĕçĕ конус евĕррине кура вăл тăпрана лайăх кĕрет.
Ĕçе пуçăнмалли чи лайăх вăхăт: юпа вĕçĕ – чӳк пуçламăшĕ. Вăл тĕле кăткăсен хĕрӳ пурнăçĕ лăпланать. Çĕнĕ тĕм йĕркелеме вĕсен вăхăчĕ те, халĕ те юлмасть.
Тĕмĕ çинчи тăпрана кĕреçепе касса (!) кăлармалла. Унта кăткăсем çук ĕнтĕ, вĕсем аяла анма ĕлкĕрнĕ. Гидробура кĕнĕ таран (50-100 сантиметр тарăнăш) тăпра ăшне чиксе лартмалла. Тĕм çăрăлма пуçличченех шыв ямалла (хăшĕ – 50, тепри 200 литр та çăтать). Унтан тăпрана таптаса пусăрăнтармалла.
 
: 709, Хаçат: 38 (1130), Категори: Утаман

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: