Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнчи Турă Амăш ячĕллĕ чиркӳ çумĕнче вырсарни шкулĕ ĕçлет. Ăна чиркӳ настоятелĕ Сергий атте (Сергей Ижуков) 2005 çулта чăмăртанă.
-Сергий атте, пурнăçăра тĕнпе хăçан çыхăнтартăр?
-Анне манпа йывăр çын чухне Украинăри Киев Печёрин Лаврне кайнă. Çапла пĕрремĕш хут эпĕ чиркӳ сывлăшĕпе сывланă.
Ялта (Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çарăмсан ялĕ) чиркӳ туса лартсан аннепе пĕрремĕш хут кĕлĕре пултăм. Саккăртаччĕ эпĕ ун чух. Пĕррехинче пачăшкă мана хăй патне чĕнчĕ те тӳрех алтаре илсе кĕчĕ. Пулăшма ыйтрĕ: çурта çутма, просвир валеçме тата ытти вак ĕçсем тума. Кăмăла кайрĕ мана çак сăваплă ĕç. Çапла эпĕ кашни кĕлĕрех пачăшкă çумĕнче çӳрерĕм. Пĕрле вĕренекенсен хушшинче малтанласа тăрăхлакансем те пулчĕç. Вĕрентекенсенчен те ӳпкелӳ сăмахĕсем илтме тиврĕ – аван вĕренеттĕм пулин те. Чиркĕве тепĕр пачăшкă килни пулăшас туртăма пĕрре те чакармарĕ. Пачах тепĕр майлă. Çĕнĕ пачăшкă мана шкул пĕтерсен шăпама чиркӳпе çыхăнтарма сĕнчĕ. Эпĕ Санкт-Петербургри тĕн семинарине вĕренме кĕтĕм. Тăватă çул ăс пухнă хыççăн ялти чиркĕве ĕçлеме таврăнтăм. Ман хыççăн Александр шăллăм та тĕн çынни пулса тăчĕ. Вăл халь Мелекесс районĕнчи Çĕнĕ Майнăри чиркӳ настоятелĕ.
-Кивĕ Улхаша мĕнле лекрĕр?
-Пирĕн йĕркесем çар çыннисенни пекех: ăçта яраççĕ, çавăнта каймалла. Епархи пуçлăхĕ Прокл хушăвĕпе мана Кивĕ Улхаша ячĕç. Çĕнĕ вырăн, çĕнĕ прихут. Паллах, кăштах шиклентĕм. Телее, халăх лайăх йышăнчĕ. Халĕ ку ял маншăн тăван ял пекех пулса тăчĕ. Çемье чăмăртарăм. Кĕçех пиллĕкмĕш ача çуралмалла. 13 çул прихута тытса тăратăп.
-Кĕлĕсене мĕнле чĕлхепе ирттеретĕр?
-Вырăсла та, чăвашла та. Чăваш чĕлхи маншăн ют мар. Атте — чăваш, анне – çурма чăваш. Килте вырăсла калаçса ӳснĕ. Пиртен вăрттăн калаçмалла чухне кăна аттепе анне чăвашла пăшăлтататчĕç. Хор вырăсла та, чăвашла та аван юрлать. Аслă Нагаткинран Людмила матушка килсе вĕрентрĕ.
-Эсир вырсарни шкулне йĕркеленĕ. Мĕнле çуралчĕ-ха ку шухăш?
-Турра юратма, хисеплеме ачаранах хăнăхтармалла. Православи тĕнĕ аваннине кăна вĕрентет: тӳрĕ кăмăллă, таса чунлă пулма. Самана çĕнелнĕçем ачасене илĕртекен начар япаласем нумайланса пыраççĕ. Ача тĕрĕс мар çул çине ан тăтăр тесен унăн вăхăтне усăллă ирттермелле. Хам та ачаранах чиркӳ саккунĕсемпе пурăннăран ачасене те çавна хăнăхтаратăп. Çав тĕллевпех чиркӳ çумĕнче вырсарни шкулĕ йĕркелес терĕм.
Шкула эпир «Родник» ят патăмăр. Ун валли çутă пӳлĕм уйăртăмăр. Малтан икĕ-виçĕ ача килчĕ. Вĕсем хыççăн юлташĕсем туртăнчĕç. Халĕ 15 ачана яхăн çӳрет. Турă пулăшнипе пирĕн тĕле вĕрентекен те тупăнчĕ. Вăл – Татьяна Михайловна Смирнова. Хуларан эрнере икĕ хутчен килсе çӳрет. Тӳлевсĕр ĕçлет. Вăл нумай çул вĕрентӳçĕре вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва кайсан Епархире православи культурин курсне пĕтернĕ. Пирĕн патăмăрта икĕ çул ĕнтĕ Турă саккунне вĕрентет. Ылтăн алăллăскер ачасене çĕлес, çыхас, тĕрлес вăрттăнлăхсемпе паллаштарать, пĕр сăмахпа, атте-анне пулма хатĕрлет. Мĕн кăна ăсталамаççĕ вĕсем кунта… Нумаях пулмасть-ха «Симбирский покров» текен виткĕч ăсталарĕç. Ăна тĕрленĕ салфеткăсенчен пуçтараççĕ. Кашни салфетки çинче хăйнеевĕр тĕрĕ, чăвашли те пур. Хоругвь (чиркӳ ялавне), плащеницăна çĕнетрĕç. Мăнкун çăмарти е просвир хумалли пĕчĕк хутаçсем çĕлерĕç. Ал ĕçĕсемпе тĕрлĕ куравсене хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть-ха мемцентрта иртнĕ православи уявĕнче курав йĕркелерĕмĕр. Ачасем хăйсен ĕçĕсене сутрĕç, парнелерĕмĕр те.
Эпир облаçри ытти вырсарни шкулĕсемпе (Пухтелĕнчи, Çĕнĕ Майнăри, Ишевкери) çыхăну тытатпăр, пĕрле мероприятисем ирттеретпĕр. Ишевкере кашни çул вырсарни шкулĕсен слёчĕ иртет. Унта пухăнса малтан кĕлĕ ирттеретпĕр, Турă саккунĕсем пирки калаçатпăр, вăйăсем вылятпăр, пулă яшки пĕçерсе çиетпĕр. Çак мероприятире ачасем паллашаççĕ, туслашаççĕ, пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ.
Мĕнпур православи уявĕсене ачасем хутшăнаççĕ. Мăнкун уявне те ачасем тĕплĕн хатĕрленчĕç: сăвă-юрă вĕренчĕç, парнесем турĕç, çăмарта кустармалла тата ытти вăйăсем вылярĕç, ача садĕнче «Мăнкун йăви» ятпа сценка кăтартрĕç. Кивĕ Улхаша агитпуйăс килсен унта та хутшăнтăмăр. И.Я. Яковлев 165 çул тултарнă ятпа Ульяновскра иртнĕ пысăк мероприятире пултăмăр. Ачасем И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче сăвăсем вуларĕç, кĕлле тата конференцие хутшăнчĕç. Кирилл Ижуков кăранташпа ӳкернĕ Иван Яковлев портретне илсе килчĕ. Ăна Игнатий игумена парнелерĕ.
Класри стендсене йăлтах ачасен вăйĕпе тунă: «Тайна мирного дома», шкул пурнăçĕ çинчен каласа паракан стендсем.
-Вырсарни шкулĕ ачасене ахаль шкулта вĕренме чăрмантармасть-и? Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентӳçĕсем ку япалана мĕнлерех пăхаççĕ?
-Ашшĕ-амăшĕ савăнать кăна ачи ырă ĕçпе аппаланнăшăн. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнисем салтакран таврăнчĕç ĕнтĕ. Яла таврăнсан чиркĕве кĕркелесе тухаççĕ. Шкул вара пирĕн тĕллевсене ăнланса пулăшнинех туймастпăр-ха.
-Хăвăр ачăрсен шăписене тĕнпе çыхăнтарма шутламастăр-и?
-Эпĕ хирĕç мар. Асли – Кирилл – чиркӳ йĕркисене хăнăхрĕ ĕнтĕ, мана пулăшакан пулчĕ. Вăл 5-мĕш класра вĕренет. Кам пĕлет, тен, ӳссен ман йĕрпех кайĕ. Хальлĕхе ăна тухтăр профессийĕ илĕртет.
-Çак ырă ĕçре Сире Турă пулăшса пытăр. Шкулăр чечекленсе аталантăр. Калаçушăн пысăк тав.
 
: 1014, Хаçат: 22 (1218), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: