Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кантăр тата йĕтĕн сӳсĕнчен çип тунă, ĕлĕкрех вара вĕлтĕрен те чĕр тавар шутланнă.
Йĕтĕнпе кантăра çулçисем сарăхсан, вăрлăхĕ пиçе пуçланă вăхăтра тымарĕпе тăпăлтарнă. Сӳсе кĕлте туса çыхнă, тымарне пуртăпа каснă. Хĕвел çинче типĕтнĕ хыççăн тукмакпа çапса вăррисене кăларнă. 100-200 кĕлтене пĕрле çыхса сӳс тунă, 10-15 кунлăха шыва янă. Сӳс пайăркисем туна çумĕнчен уйрăлма пуçласан кăларнă, хӳме, кашта çине çакса типĕтнĕ.
Йĕтĕне йĕпетмен, курăк çине сарса хунă. Кантăрпа йĕтĕне типĕтнĕ хыççăн килле хурса кисĕппе кивнĕ. Шăртпа туранă. Унтан арланă, йĕкепе пĕтĕрнĕ – çип тунă. Арламалли ансат хатĕр (е кĕнчеле) кустăрмаран, ăна ĕçлеттерекен пускăчран, йĕке-пушкартан тăнă. Кустăрма туртса карăнтарнă хĕлĕх урлă пушкара ĕçлеттернĕ. Чăваш ялĕсенче патак, кĕреçе, кĕсмен евĕр кĕнчелесем тĕл пулаççĕ.
Çипрен ятарлă станокпа пир тĕртнĕ. Хатĕр пир тĕркемĕсене кĕлернĕ, кăмакара пăспа вĕрилентернĕ, çунă, çурхи юр çинче 7-10 кун шуратнă. Типĕтнĕ хыççăн пир каски çине хурса çирĕп çыхнă, тукмакпа тӳнĕ. Ку ĕç-хĕле çу уйăхĕнче пурнăçланă, пулăшма 5-6 хĕре чĕннĕ. Çак вăхăтра каçсерен ялсенче тукмак сасси янăранă.
Çăма арлама е йăвалама пуçличчен малтан алăпа чавнă, турахуппа туранă, таптарнă. Çăм тапмалли ансат хатĕр укçупа хирлӳрен тăнă (авал ăна сурăх е йытă пыршинчен тунă, каярах лавккара сутакан тимĕр хĕлĕхпе усă курнă). Алăпа çемçетнĕ çăма хирлӳпе кăпкалатнă. Ăна пӳрнепе е ятарлă пускăчпа туртăнтарнă. Вĕçертсе ярсан хытă каяш айккине ӳкнĕ, çăм тасалса çемçелнĕ.
Сурăх çăмне арласа çип тунă. Унпа тĕрлеме, тумтир çыхма усă курнă. Çăмран çавăн пекех тăла, кĕççе хатĕрленĕ, çăм атă йăваланă. Кĕççе тума çăма тикĕс сарса хунă, пир татăкĕпе витсе йăваланă хыççăн çемçескере куритене хурса вĕри шывра тытнă, тукмакпа тӳнĕ. Хатĕр япалана сарса хунă, туртăнтарнă, тикĕсленĕ.
Мăн асаттесен вăхăтĕнче кĕççепе ӳплесе хупланă, ытти тĕллевпе усă курнă. Тумтир (кĕççе шлепке, сăран атăпа тăхăнмалли чăлха), пӳрт ăш-чикне илемлетекен япаласем (туйра каччă умне сармалли кавир, сак виткĕчĕсем) хатĕрленĕ, ут хатĕрĕн пайĕсене тунă. Çăмран çăм атă, алсиш, чăлха, пухча, калпак те çыхнă.
 
: 751, Хаçат: 22 (1218), Категори: Чăваш тумĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: