Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Арçынсем айккинелле çӳреме юратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Общество та кун çине çиелтен пăхать, ырлакансем, часрах арăмне хурлама тытăнакансем тупăнаççех. Анчах хĕрарăм психикине ку пысăк сиен кӳрет. Упăшка айккине чупнине мĕнле пĕлме пулать?
Чи малтанах мăшăрăра сăнама ан ӳркенĕр – юлашки вăхăтра ытлашши тирпейлĕ мар-и? Ку, паллах, вăл сире юттипе улталама пуçланине тӳрех пĕлтермест, анчах ĕç-пуç ерипен çакăн патне пырать.
Нумаях пулмасть кăна-ха вăл диван хураллатчĕ, халĕ вара тренажёр залĕнчен тухма пĕлмест-и? Ку та сисчĕвленмелли сăлтав.
Упăшка хăй çĕнĕ нуски-трусси туянни вара (ахальлисене те мар, хаклă йышшисене) – çĕр проценчĕпех вăл юттипе çыхланнине палăртать. Çакна асăрхарăр тăк айккинче çыхăну пулнах, çитменнине, ку юлашки те мар. Ют хĕрарăм умĕнче шăтăк нускипе тата усăнса аннă труссипе утаймăн çав!
Тепĕр паллă: упăшкăр сирĕнпе юлашки вăхăтра (нихçан пулман ун пекки) ытла та ачаш пулни. Пĕр кĕтмен çĕртен парнепе савăнтарма пултарать. Тимлĕ те ырă кăмăллă. Сирĕнпе чĕрре кĕрсе тавлашмасть, хирĕçмест. Нумай çул пĕрле пурăнса вăл тăрук йăвашланса улшăнни ахальтен мар.
Паллах, айккинче такам пурах тăк вăл хăйне пит асăрхануллă тыткалама тăрăшать, анчах та пăшатана михĕре пытарма çук çав. Тумтирĕ çинчи писев йĕрĕ, ют духи шăрши пирки арçын темĕн те шухăшласа кăларма пултарать.
Упăшка компьютер умĕнче ларать тейĕпĕр. Эсир пӳлĕме кĕрсенех тем пытарать. Унччен компьютер патне пыман та… Телефонпа та çав историех. Малтанах вăл телефон ăçта выртнине те астумастчĕ пулсан халь унпа уйрăлмасть те темелле. Эсир тĕрĕслес тени нимĕнпе те пулăшаймĕ. Юратуллă, тĕл пулма калаçса татăлнă пирки çырнисене хуратма кăна ăсĕ çителĕклĕ пуль-ха унăн. Хĕрарăм ячĕсене те тупаймăр телефонра, арçын ятне çырса хума вăхăт нумай кирлĕ мар. Анчах та эсир ăна нихăçан та тĕрĕслемен тăк вăл çав таран асăрханмасан та пултарать. Вăт кун пек чухне çакланатех.
Упăшкăр ĕçрен вăхăтра килнĕ-и ку таранччен? Халь вара тăтăшах тытăнса тăрать. Юлташĕсемпе унта-кунта кĕмелли те тупăнсах пырать унăн.
Час-часах командировкăна çӳрекенсем пирки те çакнах каламалла. Чупкалама юратаканни çакăнпа усă куратех. Тĕрĕссипе, шăпах çакăн йышши упăшкашăн питех кулянма кирлĕ мар, вăл ыттисемпе вăхăта хаваслă ирттерме кăна юратать.
Мăшăрăр юлашки вăхăтра сăлтавсăрах чăркăшать-и? Айккинчи вĕри туйăмпа та çыхăнма пултарĕ çакă, эсир ăна чăрмантарнипе кăтăрать вăл.
Упăшка машинине час-часах тасатма пуçлани те ахальтен мар. Енчен унăн тусан тĕлĕшĕнчен аллерги çук тăк пĕлсех тăрăр: транспорт хатĕрĕ тĕл пулмалли вырăна çаврăннă.
Вырăн çинче арçын тивĕçне пурнăçлама пăрахни те савăнмалли сăлтав мар. Эсир малтан та пит тăтăшах савăшман, халь вара вăл сире асăрхаманпа пĕрех. Паллах, вăл урăх çĕрте ывăнса таврăнать.
Туйăмлă, упăшкине ăнланакан хĕрарăм, тепĕр тесен, çакна капла та хăвăртах сисет.
Упăшкипе иккĕшĕн хушшинче йăлтах яланхи пекех, нимĕн те улшăнмасан та кун пек арăм темĕн пулса иртнине чунпа туять.
Айккинчи çыхăнусене укçа-тенкĕсĕр нимĕнле майпа та тытса тăма çук. Упăшкăрăн тупăшĕ пирки пĕлетĕр пулсан тăкаксене шутлама та вĕрентмелле мар-тăр.
Паллах, кунта çырса кăтартни сирĕн упăшкăр чăн та еркĕн тупса янине çирĕплетмест. Çапах та çӳлерех асăннинчен пĕрин пирки те пулин иккĕленӳ çуралсан тимлĕхе ӳстермеллех.
 
: 566, Хаçат: 22 (1218), Категори: cемье

Комментарисем:

ikaglvqqn (2015-12-01 05:23:11):
nolvadex<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: