Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
Çĕртме уйăхĕн варри çитсе пырать. Çанталăк самаях ăшăтнă – вĕршĕнсем те, чĕкеçсем те вĕçсе килнĕ. Таврара тĕрлĕ курăксем, чечексем ашкăрса ӳсеççĕ. Вăрăмтунасем те тухнă ĕнтĕ, нăйлатса йăлăхтараççĕ. Ыраш çил çинче тинĕс евĕр хумханать, пучаха ларать.
Ирхине тилĕ хăйĕн виçĕ çури валли мулкач тытса килчĕ. Ун йăптăхне тăкмалли вăхăт халь, тĕл-тĕл хĕллехи хулăн çăмĕ çакăнса тăрать. Кĕске çăмĕ айĕнчен кăштах аяк пĕрчи шăммисем палăраççĕ – хĕллехинчен самай урăхларах курăнать тилĕ, çинçелнĕ. Вăл хĕвел питĕнчи çыранра вырнаçнă шăтăкĕ патне лĕпĕстетсе чупса пычĕ те тупăшне çĕре пăрахрĕ. Унтан нăйкăшса сасă пачĕ. Шалтан виçĕ çура йăкăртатса тухрĕ. Ултă- çичĕ эрнере кăна-ха вĕсем. Пăхсан – кашкăр çурисене аса илтереççĕ: сăмсисем шĕвĕр, виçкĕтес хăлхисем чанк тăраççĕ. Анчах тĕсĕпе сарăрах тилĕ çурисем, хӳри вĕçĕнче вара шурă пăнчă пур. Çурасене амăшĕ ĕмĕртет-ха, çапах та вĕсем ытти апата та хăнăхасшăн ĕнтĕ. Шăтăкран тухсан йĕри-тавра чупкаласа хурт-кăпшанкă çиеççĕ, шăши тытма та пикенесшĕн.
Çурасем шăтăкран тухнă-тухман амăшĕ патне чупса пычĕç, иккĕшĕ хыçалти урисем çине тăрса амăшĕн çăварне çулама пуçларĕç. Тепри сăмсипе чĕччи патне чышăнать. Кăштах çапла айкашнă хыççăн çурасем амăшĕ йăтса килнĕ апата йĕп пек çивĕч шăлĕсемпе çыртса турткалама тытăнчĕç.
Çурисемпе аппаланса тилĕ кăштах тимлĕхне çухатрĕ, çырма хĕррипе виçĕ арçын ача утса килнине лешсем çывхарсан çеç асăрхарĕ. Тилĕ ик-виç хут çинçе сасăпа вĕрсе илчĕ те — çурисем пĕр самантрах шалалла кĕрсе çухалчĕç. Хăй вара çырмана анса кайрĕ, тепĕр енне васкамасăр, çаврăнса пăха-пăха каçрĕ.
Ку тилле ачасем паллаççĕ, вăл икĕ çул ял хĕрринче пурăнать ĕнтĕ. Ăна кам кăна курман, миçе йытă хăвалаттарман, анчах никам та тытаймасть. Яланах çырмана анса каять те вут тĕслĕ вăрăм хӳрине çеç кăтартса хăварать. Ял хĕрринчи урамра пурăнакансем ăна çавăнпа Вут Хӳре тесе ят панă.
Ачасем шăтăк патне çитрĕç. Ун йĕри-тавра мĕн кăна йăваланса выртмасть: мулкач ури, кăвакарчăн çунаттисем, курак çунаттисем, чĕрĕп тирĕ… Анчах ачасене кусем пачах интереслентермерĕç. Вĕсем мулкача çавăркаласа пăхрĕç. Çав вăхăтра пысăкрах ачи: «Атя тилĕ çурисене чавса кăларатпăр, киле илсе каятпăр. Мулкач пур ĕнтĕ пирĕн!- терĕ. Унтан пĕрне яла кайса кĕреçе тата михĕ илсе килме хушрĕ. Иккĕшĕ шăтăк патĕнче юлчĕç.
Тепĕр сехетрен виççĕмĕшĕ кĕреçепе михĕ илсе таврăнчĕ. Асли унран кĕреçине илсе тӳрех чавма тытăнчĕ. Каярахпа ылмашăна-ылмашăна ĕçлерĕç. Хĕвел çинче тапаланса самаях тарларĕç. Чылай хушă тăрăшрĕç – тарăн шăтăк турĕç. Чавса çитсен шăтăк тĕпĕнче пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе, чĕтресе ларакан çурасене пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса миххе ячĕç те ялалла васкарĕç.
-Ну мухтанатпăр ĕнтĕ хамăр кас ачисем умĕнче! Вĕсенчен кам тилĕ тата мулкач тытса курнă-ха? – терĕ асли сăмсине каçăртса.
Тилĕ тĕмеске хыçĕнчен мĕн пулса иртнине веçех сăнаса выртрĕ. Михĕ çакнă ачасене ялалла куçне илмесĕр пăхса ăсатрĕ.
Ирхине çанталăк уяр, çилсĕр пулнă пулсан халĕ хĕвел анăçĕнчен тăхлан пĕлĕтсем шуни курăнчĕ. Кăштах вăхăт иртсен инçетре çиçĕм çиçме, аслати кĕмсĕртетме пуçларĕ – кĕç-вĕç çумăр çуса антарасла. Çил пĕрре унтан, тепре кунтан вĕрет, тиллĕн кивĕ çăмĕн пайăркисене йăткаласа хускатать. Лешĕ ăна сисмест те тейĕн: халĕ унăн шухăшĕ — çухалнă çурисем çинче. Ун куçĕ те шывланнă пек, ял çинелле салхуллă пăхать: ачисене мĕнле хăтармалла?
Ку вăхăтра кунсем питĕ вăрăм, çавăнпа тилĕ каç пуласса аран-аран кĕтсе илчĕ. Тĕттĕмленсен вара çырма урлă каçрĕ те шăппăн-шăппăн ялалла çывхарчĕ. Пĕччен уйăх аран-аран палăрать, çăлтăрсем çук. Вут Хӳре асăрханса утать-утать те чарăнса тăрать – йĕри-таврари сасăсене итлет. Унтан куршанкă-вĕлтрен хушшипе пыракан сукмака шăршласа малалла каять — çурисен шăршине тупасшăн. Малалла çул икĕ анкарти хушшипе каять. Çапла йăпшăнса пырса вăл çурт патне çитрĕ. Пысăках мар кивĕ улăм капанĕ хыçне çитсен урамра пĕр çинçе сасăллă йытă вĕрсе ячĕ. Ун хыççăн тĕрлĕ сасăпа – темиçен. Тиллĕн пĕтĕм шăм-шакĕ чĕтрет. Вăл капан çумне тĕршĕнчĕ. Пĕр вăхăт хытă сасă кăларнă хыççăн йытăсем вĕрме чарăнчĕç. Капан ăшĕнче шăшисем чĕриклетни илтĕнет, анчах Вут Хӳрене халь вĕсем пачах кăсăклантармаççĕ. Ун çурисене тупмалла!
Тилĕ ăçталла утнине — хăй кăна пĕлет. Акă вăл анкарти пралукĕпе пырса хӳме хушăкĕнчен тухрĕ, чӳречисенчен çутă курăнман пӳрт умĕпе иртрĕ. Урама тухас умĕн чылай вăхăт таврана сăнарĕ. Таçта шăнкăр-шанкăр сасă илтĕнет – машина çинчен мĕн-тĕр пушатаççĕ пулмалла. Акă иккĕн шавлăн калаçса иртсе кайрĕç. Инçех мар кушаксем çуйăхса ячĕç, анчах вĕсен сасси пачах ун хăлхине кĕмерĕ. Тилĕ йăкăр-йăкăр чупса урам урлă каçрĕ те тĕкме хушăкĕнчен кĕрсе çухалчĕ. Халĕ вăл ялта ĕнтĕ, кунта вара йытăсем нумай. Вĕсене те систермелле мар, çурисем ăçтине те пĕлмелле.
Çумра — выльăхсем выртакан карта, ун çумĕнче — вите. Кунта ĕне кавлесе выртать, вăхăт-вăхăт тарăннăн хаш! сывласа ярать. Тилĕ кунтан шăппăн иртрĕ, мунча патне çитрĕ. Шавах чарăна-чарăна сасăсем итлет. Çурисен сасси çук. Хырăмне перĕнекен çĕр улми аврисем çийĕн асăрханса утса анкарти урлă каçрĕ вăл, тепĕр çурт патне кайрĕ. Шавах сывлăша шăршлать хăй, пырсан-пырсан пĕр вырăнта тăп тăрса таврана итлет. Çапла вăл темиçе çурт патне çитрĕ. Анчах аяккалла каймасть, çак пӳртсем патĕнчех явăнать.
Юлашкинчен вăл пралук çумĕнчи çуртран инçех мар ларакан мунча патне пырса тăчĕ, итлеме пуçларĕ. Ак хайхи: тем йăшăлтатнă, нăйкăшнă сасă! Вут Хӳре те нăйкăшса сасă пачĕ. Вăл сасартăк карт! сиксе илчĕ. Ун çурисем! Йăнăшма пултараймасть вăл: тăван сасăсем чĕрене пырса тивеççĕ. Чунри йыхрав кунталла тĕрĕс илсе килчĕ иккен тилле. Мунча пăлтăрĕнче лешсем хытах йынăша пуçларĕç. Тилĕ тепĕр хут сасă пачĕ те – лешсем шăпланчĕç. Амăшĕ ĕçе пикенчĕ: мунча пăлтăрĕ айне чавма пуçларĕ.
Вăхăт нумай мар унăн. Пĕр йăнăш хускану туса сасă кăларсан – пĕтрĕ! Таврари йытăсем чупса килсен – тирне сĕвеççех. Çурасен амăшĕ чавать-чавать те енне-енне пăхса сăнать, никам та килмест-и тесе сасăсене итлет. Леш касăра йытăсем вĕрме пуçларĕç – кунтисем çеç ан сисчĕр тилĕ яла килнине! Вут Хӳре каллех хашка-хашка чавать, хура тăпрана хыçалалла сирпĕтет. Малтан аялалла чавса анчĕ. Каярах çӳлелле тухмалла-çке! Ку ĕç вара чылай йывăртарах: типĕ тăпра аялалла ӳкет, тусан куçа кĕрет, сăмсана хуплать. Тилĕ пăчăх-пăчăх! тăва-тăва сăмса шăтăкĕсенчен тăпра сирпĕтет. Сывлăш çитмест! Чăтайманнипе вăл хыçалалла чакса тула тухрĕ, таврана тепĕр хут итлерĕ. Чĕри кăкăрĕнчен сиксе тухасла тапать! Васкамалла… Тепĕр амакран вăл каллех шăтăка кĕрсе кайрĕ. Ун тăватă ури те пĕтĕм вăйпа ĕçлет: малти урисемпе тăпрана туртса хыçалалла куçарать, кайри урисемпе ăна тулалла тапса кăларать. Шăтăкран тиллĕн хӳри кăна курăнать. Чылай тапаланчĕ вăл, çапах та çурисем патне çитрех, мунча пăлтăрĕнчи сакă айне чавса тухрĕ! Лешсем амăшĕн çăварне çулама, хăй тăрăх сикме пуçларĕç. Çемье пĕрлешрĕ, анчах ялтан çак эртелпе пĕр сас-чĕвĕсĕр мĕнле тухса каймалла? Нумай шутласа тăма та вăхăт çук — кунтан тармалла! Тилĕсем умлăн-хыçлăн шăтăкран урамалла тухрĕç.
Уйăх самаях çуталнă, тӳпере çăлтăрсем те пур – паçăр Вут Хӳре çакна асăрхаманччĕ.
Амăшĕ çурисене ертсе хушăкран урамалла тухрĕ. Çемье урам варрине çитрĕ. Çак вăхăтра пĕр çури пысăках мар шăвăç татăкĕ çине кĕрсе кайрĕ те шăнкăр-шанкăр сасă кăларчĕ. Çакна илтсе паçăрхи çинçе сасăллă йытă каллех хытă вĕрсе ячĕ. Ун хыççăн — хулăн сасăллисем. Унччен те пулмасть — пĕр пысăк ула йытă хапха айĕнчи шăтăкран шуса тухрĕ те тилĕсене курчĕ, вĕсене хăвалаттарма пикенчĕ. Ун сассине илтсе тата икĕ йытă вĕре-вĕре чупса çитрĕ. Ял — тискер кайăк çӳремелли вырăн мар çав, кунта йытăсем хуçа. Вĕсем анкарти хушшинчи сукмакпа таракан тилĕсене хăваласа кайрĕç. Малта амăшĕ вирхĕнсе пырать, ун хыççăн – çурисем. Часах чи хыçалта пыраканни хытă çухăрса яни таврана çурчĕ: ăна малта пыракан йытă ярса тытрĕ те тулама пуçларĕ. Темиçе самантран тепĕр çури çухăрса яни амăшĕн чĕрине çĕçĕпе чикнĕ пекех ыраттарчĕ — ăна иккĕмĕш йытти тытса чарчĕ. Амăшĕ виççĕмĕш çурине икĕ хут чяв-чяв! вĕрсе сасă пачĕ те — леш çĕр улми ани çине чупса кĕрсе кайрĕ. Çăмламас йытти амăшне сукмакпа хăваласа кайрĕ. Тилĕ хăй яла килнĕ çулпа чупса çырма хĕррине çитрĕ, ун урлă каçса кайрĕ. Йытă çырма урлă каçмарĕ.
Тилĕ хăй хăтăлчĕ-ха, анчах ачисем епле-ши? Вĕсем чĕрĕ юлайрĕç-ши? Йытăсем хытă вĕрни, тулашни илтĕнет. Тилĕ чĕри карт-карт тапать, вăл ял енне пăхать, анчах халь вăл ачисене нимĕнпе те пулăшаймасть.
Часах шăв-шав шăпланчĕ…
Çырма леш майĕнче выртакан тилĕ кăвак çутă киле пуçласан сукмак тăрăх кайса пăхма шутларĕ. Унта хуллен йынăша-йынăша çурисене шырарĕ. Пĕр сасă та çук. Кăштах кайсан вăл пĕр ачине тупрĕ: ăна туласа вĕлернĕ, çăварĕнчен юн тухнă. Унтан амăшĕ çурт çывăхнерех кайса пăхрĕ те тепĕр çурин виллине тупрĕ. Кусене каялла тавăраймастăн ĕнтĕ, виççĕмĕшĕ ăçта-ши тата? Вут Хӳре каялла çаврăнчĕ те мăянсем патĕнче йынăшса çӳресе виççĕмĕш ачине шырарĕ. Унччен те пулмасть – лешĕ сасă пачĕ. Амăшĕ мăянсем хушшине ун патне кĕчĕ. Ку урине ыраттарнă иккен – йынăшса выртать. Çапах та сывă! Çакăнта çитсе ӳкме пултарнă. Амăшĕ ун патне пырса çăварне, питне-куçне çулама тытăнчĕ. Лешĕ хуллен тăчĕ, амăшĕн çăварне çуласа илчĕ те ун çумне тĕршĕнчĕ.
Тилĕсем хуллен сукмакпа утрĕç: амăшĕ малта, ун хыççăн çури уксахласа пырать. Çапла вĕсем çырма урлă каçса кайрĕç те хире — хăйсем пурăнакан вырăна — тухрĕç. Тискер кайăка ирĕкре пурăнмах аван çав!
Хĕвелтухăçĕнче шурăмпуç çуталса килетчĕ…
 
: 1003, Хаçат: 22 (1218), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: