Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра иртнĕ Раççейпе Германи хулисен хушшинчи туслăхăн XII конференцине хутшăнакансене Раççей Президенчĕ саламланă.
В.В.Путин хăйĕн саламĕнче Ульяновск Раççейри промышленноçпа ăслăлăх центрĕсен шутне кĕнине палăртса хăварнă. Раççейпе Германи хушшинчи хутшăнăва Ульяновскпа Штутгарт хулисем пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса хăйсен экономикине аталантари те çирĕплетме çул уçĕ тенĕ.
Хуласем туслашаççĕ
Раççей тата Германи хулисен хушшинчи çыхăнăва халалласа Ульяновск пуçлăхĕ Марина Беспалова Штутгартăн тĕрĕслевпе ревизи управленийĕн ертӳçипе Манфред Блюменшайнпа тĕлпулу йĕркеленĕ.
Енсем сывлăх управĕ, вĕрентӳ тытăмĕпе наука, хула управленийĕ тытăмĕнче пĕрле килĕштерсе тата пулăшса ĕçлемеллине палăртса хăварнă, коррупципе мĕнле кĕрешмелли çинчен те сӳтсе явнă.
Манфред Блюменшайн Ульяновска 2014 çултан пуçланакан коррупципе кĕрешмелли çĕнĕ проекта хутшăнма йыхравланă.
Марина Беспалова сĕнĕве ырланă, Ульяновскпа Штутгарт университечĕсем хушшинчи çыхăнăва малалла та çирĕплетмеллине палăртнă.
Пĕтĕмлетӳ – утăн 8-мĕшĕнче
Облаçри правительство председателĕн çумĕ Тамара Девяткина Раççей кунĕнче область пульницин гинекологипе акушер комплексĕнче пулса çамрăк амăшĕсене асăнмалăх парнесем панă.
Кăçал ку комплекса тĕпрен юсаса çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерме федераллă тата область бюджечĕсенчен 700 миллион тенкĕ янă. Çак укçапа 217 медицина техники, УЗИ аппарачĕсем, ытлашши пĕчĕк çуралнă ачасене пăхмалли аппаратсем туяннă.
Тамара Девяткина çамрăк амăшсене саламланă май «Раççей кунне патриот çурат» тăвăма утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче пĕтĕмлетессине пĕлтернĕ. Çак кун савăнăçлă лару-тăрура область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов унта хутшăнакансене тата çĕнтерӳçĕсене парнесемпе чыслĕ. Чи пысăк парне – «Патриот» автомобиль!
Халăх фрончĕ çынсене пĕрлештермелле
Сергей Морозов Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн учредителĕсен съездне хутшăннă. Делегатсем Устав йышăннă, унăн ертӳçине пĕр саслăн пулса Владимир Путина суйланă.
«Халăх фрончĕ çĕршыв аталанăвĕн тăнăçлăхне сыхласа хăварассишĕн тăрăшакан çынсене пĕрлештерет. Çĕршывăн пуласлăхĕ влаçра ларакан пысăк тата пĕчĕк чиновниксенчен кăна килмест. Вĕсем – власть мар. Чăн-чăн власть – çĕршыва юратакан, унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан, критиклеме кăна мар, ырă сĕнӳ пама пĕлекен граждансенче. Кун пек çынсем пур, сахал та мар. Халăх фрончĕ пулăшнипе тата нумайланĕç. Çак юхăм Раççее тата вăйлăрах тума пулăшĕ. Владимир Путина ку ĕçре эпир пурте пулăшăпăр», - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
 
: 1013, Хаçат: 23 (1219), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: