Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл хĕвел пек йăл кулмасăр пурăнан пурнăçĕнче пĕр утăм та тумасть. Пĕр кун та юратмасăр пурăнаймасть. Ыттисене те çут тĕнчене юратса телейлĕ пулма сунать. Хăй хĕвел, уйăх, çăлтăрсен çутипе туйăмĕнче çеç киленеет пулсан та…
 
Мария Ивановнапа Николай Андреевич Шкаликовсем, иккĕшĕ те Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче ӳссе çитĕнсе çемье çавăрнăскерсем, Ульяновска килсе тĕпленеççĕ. Вĕсен 1969 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ – Светлана – çут тĕнчене килет.
Паллах, ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ – чикĕсĕр. Хĕр пĕрчи çăмăллăнах утма, калаçма, юрлама… вĕренсе пырать.
Светлана 15-мĕш шкулта пуçламăш пĕлӳ илме тытăнать. Анчах… Кĕтмен çĕртен, уяр çанталăкра çиçĕм çиçсе аслати авăтма тытăннă пек, хĕр пĕрчин куçĕн вăйĕ чакса пыма тытăнать. Вăл сывă ачасемпе пĕр тан вĕренейми пулса çитет. Ăна Чăнлă рабочи посёлокĕнчи начар куракан ачасен интернатне вырнаçтарма тӳрĕ килет. Сакăр класс пĕтерсен хулари начар куракан çамрăксен каçхи шкулĕнче пĕлӳ илме тытăнать. Унта та, кунта та хĕрача лайăх тата питĕ лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать.
- Атте приборсем туса кăларакан заводра комплектовщикра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайичченех пĕрремĕш ушкăнри сусăр пулса тăчĕ. Анне Çинкĕлти педагогика училищинчен вĕренсе тухсан хулана куçса киличчен Чӳрекел шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Вĕсемшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ суккăрланса пыни, паллах, чĕр тамăка кĕрсе ӳкнĕнех туйăннă. Аттепе анне аллисене усман, мана ытти ачасенчен кая мар пулса çитĕнтерессишĕн чунĕсене панă. Анне мана хĕрарăм ĕçĕсене – çыхма, тĕрлеме, çĕлеме, апат пĕçерме… - хăнăхтарса пычĕ, - каласа парать Светлана Николаевна. – Пирĕн çемьере хăна-вĕрле татăлман, пурнăçри уявсем яланах пирĕн патра иртетчĕç. Çав уявсем пĕтĕмĕшле анлă концерта çаврăнатчĕç. Аттепе, анне питĕ аван юрлаççĕ. Эпĕ те вĕсем хыççăн халăх юррисен тыткăнне çаклантăм. Ачаранах мана «артистка» тетчĕç.
Светлана Шкаликова 1985 çулта Пĕтĕм çĕршыври суккăрсен пĕрлĕхĕн Ульяновскра уçăлнă производство предприятийĕнче слесарь-сборщикра вăй хума тытăнать. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Художество пултарулăх ушкăнĕн тĕп юрăçи пулса тăрать. Курск хулинчи начар куракансемпе суккăрсен музыка училищине вĕренме кайма сĕнеççĕ. Светлана халăх инструменчĕсен уйрăмĕн вĕренекенĕ пулса тăрать. Пĕрремĕш курсрах пурнăç шăпи пӳрнĕ çыннипе тĕл пулать.
- Игорь Владимирович Ефремов тăваттăмĕш курсра дирижёрсене хатĕрлесе кăларакан уйрăмра вĕренетчĕ. Вăл кăштах курать, иккĕмĕш ушкăнри сусăр, - паллаштарать ентешĕмĕр çамрăклăх вăхăтĕнчи тапхăрпа. – Игорь Мурманскра çуралнă, Новороссийскра ӳссе çитĕннĕ. Эпĕ ăна Ульяновска куçса килме сĕнтĕм. Хаваспах килĕшрĕ. 1989 çулта туй турăмăр. Çав çулах пирĕн пĕрремĕш ача – Артём - çуралчĕ. Мăшăрăм фортепьянăпа тата аккордеонпа та маçтăр калать. Эпĕ – баянпа тата фортепьянăпа. Специальность – аккомпаниатор тата музыка шкулĕн вĕрентӳçи. Хамăр илнĕ специальноçпа вăй хума тӳр килмерĕ. Иксĕмĕр те 1993 çултанпа «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» пĕрлĕхре вăй хуратпăр. Игорь автомобиль ларкăчĕсем валли материал касса хатĕрлет, эпĕ – штамповщица. 1995 çулта пирĕн иккĕмĕш ывăл – Павел – çут тĕнчене килчĕ. Предприятирен виçĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер уйăрса пачĕç.
Ытти çынсенчен сывлăх тĕлĕшĕнчен – куç курманнипе – уйрăлса тăракан ентешĕмĕр пиртен, тĕрĕс-тĕкел пурнăçпа кун кунлакансенчен, темиçе хут телейлĕреххине туйса илтĕм. Вăл юрăç пулмах çуралнă. Лирикăллă сопрано сассипе ыттисенчен уйрăлса Ульяновскри культурăпа спорт реабилитаци комплексĕнче йĕркеленĕ халăх хорĕн тĕп юрăçи пулса тăрать. Хор Раççейри пур кĕтессене те çитсе курнă темелле. Яланах çĕнтерӳçĕ пулса таврăннă.
- 1994 çултанпа «Русская душа» ансамбльте юрлакан, ăна халĕ ертсе пыракан Раççей Федерацийĕн халăх артистки Людмила Николаева репертуарĕнчи юрăсене шăрантарма юрататăп. Эстрада юррисене те кăмăллатăп, уйрăмах София Ротару, Жанна Агузарова юрлаканнисене, - тет Светлана Николаевна.
Ентешĕмĕр илемлĕ литературăри пур жанрсене те кăмăллать. Ятарлă компьютерпа дисксем çине çыртарнă классикăна шĕкĕлчет. Курманнисен вулавăшне тăтăшах çӳрет.
Вăл алă ĕçĕн маçтăрĕ: йĕпсепе тата çекĕлпе кофтăсем, тутăрсем, юпăнчăсем (çанăсăр тумтир), шарфсем, чăлха-нуски… çыхать. Çĕвĕ машинипе тĕрлĕ тумтир çĕлет. Кухньăра та вăл пурне те тĕлĕнтерме пултаракан апат-çимĕç хатĕрлеме пултарать. Уйрăмах ăна чăваш çими (кукăль тавраш…) хатĕрлеме килĕшет.
Светлана Николаевна – хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник.
- Монотипи меслечĕпе ĕçлетĕп, - тет ӳкерӳçĕ.
Урăхла каласан – графикăн пичетленекен тĕсĕ.
Вăл хăй ĕçĕсене пуçтарнă пухха пăхма сĕнчĕ. Пĕрремĕш хут паллашатăп çак мелпе маçтăрланă ӳкерчĕксемпе. Вĕсем кантăк çине Хĕл мучи эрешленĕ тĕлĕнтермĕшсем евĕр.
Светлана Ефремова – Пĕтĕм Раççейри курман çынсен хушшинче палăрма ĕлкĕрнĕ сăвăç. Унăн хайлавĕсем «Наша жизнь», «Школьный вестник» журналсенче пичетленеççĕ. Темиçе хутчен тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерӳçĕ пулнă. 2012 çулта Ульяновск облаçĕнче сусăр çыравçăсен хушшинче иртнĕ «Поэтическое ристалище» конкурсра ентешĕмĕрĕн «Автопортрет» сăвви тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
 
Что, в имени моём?! Свет ласкового лета.
В глазах моих – небес осенних глубина.
Душа моя весны дыханием согрета,
А в рукоделье мне помощница – зима.
От Волги голос тихий мне достался,
А от берёз российских – простота,
Но чтоб никто о том не догадался,
Я словно дверь на ключик заперта.
И лишь стихи мои об этом знают,
В мой хрупкий мир вуаль приоткрывают.
 
Вунă йĕркерен тăракан сăвăра – ентешĕмĕрĕн пĕтĕм пурнăçĕ, тавракурăмĕ, чун вăрттăнлăхĕ.
- Пурăнасчĕ-ха. 2012 çулта Ульяновск педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă Артёма, паян апат-çимĕç тата суту-илӳ техникумĕнче иккĕмĕш курсра вĕренекен Павел ывăлăма çын çине кăларса çемьеллĕ тăвасчĕ. Тĕпренчĕкĕмсем хĕр ачасенчен те маçтăр – пĕтĕм кил-çурта тирпейлесе тăраççĕ, эпир ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕрлеççĕ. Читлĕхсенчи икĕ попугай, кушак, чӳрече каççакĕсем çинче вырнаçнă чечексем те вĕсен тимлĕхĕнче. Лавккасене çӳресе кирлĕ апат-çимĕç туянаççĕ. Ĕçмеççĕ. Туртмаççĕ. Канмалли кунсенче кукашшĕпе кукамăшне кайса пулăшаççĕ. Кĕрешместĕп, тавлашмастăп эпĕ пурнăçпа. Савăнса çеç пурăнатăп паянхи кунпа, – тет чăвашла пĕлӳ илмен, вырăс çыннипе пурнăçне ĕмĕрлекен, ачисене те чăвашла ăнланма вĕрентнĕ, чăвашла пĕр йăнăшсăр калаçакан ентешĕмĕр Светлана Николаевна Ефремова.
 
: 904, Хаçат: 23 (1219), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: