Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутар Кашин ача садĕнче ешĕл курăк праçникĕ – Уяв иртрĕ. Чăвашсем ăна ĕлĕк Акатуйпа Çимĕк хушшинче паллă тунă.
Ача сачĕ
Ку çурта «Волга» колхоз вăйĕпе 30 çул каялла туса лартнă. Ун чух группăсем вĕллери хуртсем пек кĕрленĕ. Паян 29 ача çӳрет. Вĕсемпе 14 çын ĕçлет: виçĕ воспитатель тата вунă техника ĕçченĕ. Заведующийĕ – Наталья Николаевна Лискова. Вăл килнĕренпе (2000 çулта) кунта чăваш чĕлхипе культурине вĕрентме тытăннă. Музей валли пӳлĕм уйăрнă. Унта чăвашсен тата тутарсен кĕтесĕсем пур. Кунта кашни халăхăн тумне, апат-çимĕçне, ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапине, ал ĕçĕсене курма пулать. Кăçал ача садĕнчен 6 ача шкула вĕренме куçать. Çавсем кăтартрĕç те вăйă лапамĕнчи ешĕл курăк çинче Уяв йăли-йĕркине.
Уяв
Чылай хăна килсе çитнĕччĕ: Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци кабинечĕн методисчĕ В.А. Архипова, Чăнлă районĕнчи вĕрентӳ пайĕн консультанчĕ Л. Чагаева, Аслă Нагаткинри ача сачĕсене аталантаркан «Сказка» центрăн заведующийĕ Т.Ф. Абакумова, «Берёзка» ача сачĕн ертӳçи О.Ткачёва, Чăнлăри «Зёрнышко» ача сачĕн заведующийĕ И. Косолапова, Тутар Каша шкулĕн çĕнĕ директорĕ А.Г. Булатов тата З. Головинапа – В.Грузин вĕрентӳçĕсем.
Воспитательсем: Т. Н. Альшейкина, Е.Н. Скворцова тата Е.Ф. Головина – интереслĕ программа хатĕрленĕ. Малтанах пирĕн асатте-асанне ĕлĕк Уяв праçникне мĕнлерех ирттерни çинчен каласа пачĕç.
Лапам варрине ешĕл хурăн вырнаçтарнă. Кĕмĕл тухьяллă, чăваш тумĕллĕ хĕр пĕрчисепе арçын ачасем хурăн тавра карталанса «Айлюна» юрра шăрантарчĕç. Алăри хăйăвĕсене хурăн турачĕсем çине çакрĕç. Вăйă карти икĕ ушкăна пайланчĕ: каччăсем пĕр енне – хĕрĕсем вĕсене хирĕç тăрса «Çерем пусса вир акрăм» вăйă пуçларĕç. Икĕ ушкăн варринче – воспитателĕсем. Вĕсем чĕпĕллĕ чăхсем пек уяв вĕçленичченех пепкисен çумĕнче çӳрерĕç. Вăйă тытăнсан воспитательсем ачисене юрласа пулăшас терĕç, анчах шăпăрлансем: «Эпир хамăрах»,- тесе юрлама хушмарĕç. Вăрăм юрра хăйсемех пĕр такăнмасăр вĕçне çитерчĕç. Ачасен хăюлăхĕ, пултарулăхĕ хăнасене питĕ тĕлĕнтерчĕ. Халĕ çак авалхи юрра пĕлекенсем çук-та пулĕ.
Унтан шăпăрлансем ăмăртмалли вăйăсем вылярĕç. Симĕс курăк çинче, хĕвел ăшшинче лĕпĕшсем пек вĕçрĕç. Çут çанталăкпа çыхăннă сутмалли юмахсен тупсăмне пит хастар хуравларĕç. Паттăрсем вăйĕсене виçрĕç. Икĕ паттăр кăна пулнипе вĕсене шкул вĕрентӳçисем пулăшрĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ пусмаран çĕленĕ çаврака шăналăк айĕнче тĕссене уйăрма хăнăхтаракан вăйă вылярĕç. Ушкăнра ытти наци ачисем пулнипе тĕссене тĕрлĕ чĕлхепе (чăвашла, вырăсла, тутарла) уйăрма хăнăхрĕç.
Уяв картине кĕвентепе икĕ витре йăтнă тутар пикипе яш кĕчĕç. Куракансене илемлĕ ташă парнелерĕç.
Концерт Тăван çĕршыва халалланă юрăпа вĕçленчĕ. Уяв вĕçĕнче тепĕр историллĕ самант пулчĕ: ача садне пĕтерсе тухакансен аллейи уçăлчĕ. Лапам варринчи пĕчĕк хурăн аллейăн пĕрремĕш йывăçĕ пулчĕ.
Юлашкинчен Т.Н. Альшейкина воспитатель килнĕ хăнасене иккĕмĕш категорине çирĕплетме хатĕрленĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ăста педагогсем вăл каласа тата экран çинче кăтартса панине тивĕçлĕ хакларĕç.
 
: 995, Хаçат: 23 (1219), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: