Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕçлеме те, савăнма та пултараççĕ уличесем
 
Çинкĕл районĕнчи Уличе ялĕнче тăваттăмĕш хут Акатуй иртрĕ. Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявне паллă тума кӳршĕллĕ ялти ентешсем - ялавăрсемпе анатьялсем автобуссемпех килсе çитрĕç.
Çинкĕл районĕнче пурăнакан 25018 çынран 14,7 проценчĕ – чăвашсем. Ытларах вĕсем Ялавăр, Уличе тата Анатьялта тĕпленнĕ. Уличе ялĕ 18 ĕмĕрĕн варринче пулса кайнă. Ку яла ялавăрсем çĕр ытларах илес тесе уйрăлса тухса пуçласа янă. Халь кунта 700 ытла çын пурăнать.
Уява авалхи йăласене аса илсе, вĕсене тĕпе хурса пуçларĕç. Малтанах ака-суха пĕтнипе саламласа, уявăн тĕп палли суха пулнине палăртса ăна ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем сцена умне туса хучĕç. Ульяновскран килсе çитнĕ шурсухал А.Г.Пешне кĕлĕ каларĕ, çĕре парне – çăмарта – парса чавса хучĕç. «Алран кайми аки-сухи» халăх гимнне пурте ура çине тăрса итлерĕç.
Чăвашсем авалхи ыркăмăллăх йăлипе Çинкĕл районĕн администрацин пуçлăхне А.П.Бердникова, муниципаллă пĕрлĕхĕн пуçлăхне А.А. Кудряшова, УОЧНКА председательне В.И. Сваева çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Александр Петрович Бердников çакăн пек уявсем нумай нациллĕ районта туслăха çирĕплетнине, халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварас, чăвашлăха чĕртсе тăратас тĕллевпе ирттернине палăртрĕ. Кашни çын чĕринче паянхи Акатуй чăн чăваш туйăмне çураттăр тесе сунчĕ. Вăл тăван тавралăха упрас, яла аталантарассипе тăрăшса ĕçлекенсене тата уява йĕркелеме пулăшакансене - «Возрождение» хуçалăхăн директорне М.Н.Самаркина тата Уличе ял старостине В.Т.Краснована Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.
Александр Александрович Кудряшов Уличе ял администраторне В.А.Куштына тата Ялавăрти юрă ушкăнĕн хастарне И.Н.Белована Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев ентешсене саламланă май: «Малашне те тăван халăхăн йăли-йĕркине çакăн пек тытса пырсан, асаннесемпе кукамайсем мăнукĕсене чĕлхене вĕрентсен чăваш xалăхĕ пĕтмест», - терĕ. Вырăнти хастарсене - «Звёздочка» хуçалăхăн директорне А.И.Белоглазкинана, Çинкĕлти культура учрежденийĕн ĕçченне П.А.Конюхована, Уличе шкулĕнчи физкультура учительне И.Б.Меркулова, Уличери пултарулăх ушкăнне çӳрекен Е.В.Шепелева, Ялавăрти юрă ушкăнĕн солистне Р.И.Сайдяшевана Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.
«Кварц» предприятин директорĕ В.П.Антипов Уличери хисепе тивĕç çынсене - пилĕк ача ӳстерсе çитĕнтернĕ, «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденăн кавалерне Р.М.Краснована тата ялти шкул вĕрентӳçине Р.Е.Самаркинана хаклă парнесем пачĕ. Районти чăвашсен автономи председателĕ А.Ф.Самаркин Акатуя йĕркелеме çулсерен пулăшакансене – Çинкĕлти спорт шкулĕн тренерне А.А.Самаркина, Уличе шкулĕнче вĕренекене Александр Жегалина тата В.М.Краснована Тав çырăвĕсемпе, «Новослободское» ял тăрăхĕ Уличери нумай ачаллă çемьесене – Татьянăпа Юрий Красновсене тата Ольгăпа Анатолий Чекалинсене, пĕрле 25 çул пурăнакан Галинăпа Николай Красновсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Акатуй, паллах, ял хуçалăх ĕçĕнче палăрнисене чысламасăр иртмест. Вĕсем – «Возрождение» хуçалăхăн механизаторĕсем П.В.Чернов тата А.А.Бударин.
Акатуя аслисем – Игорь Меркуловпа Наталья Жегалина уçрĕç пулсан малалла программăна кĕçĕнреххисем – Галина Белоглазкинапа Александр Княгинин, унтан Александра Жегалинапа Владимир Ильин ертсе пычĕç. Вĕсем ял историйĕпе çыхăннă пĕр пулăма та манса каймарĕç, вăрçă ветеранĕсене те, чи ватă çынсене те (вĕсем Уличере улттăн, чи асли А.В.Шепелева – 98 çулта), шкул, вулавăш ĕçченĕсене те манмарĕç, кашни пирки ырă сăмах каларĕç, чечек пачĕç.
Ялавăр хĕрĕсем Сайора Хасановапа Анастасия Конюхова, Людмила Белова, «Флэш» ташă ушкăнĕ, «Хĕвел ачисем» юрлакансен ушкăнĕ, Николай Куруськин ертсе пыракан юрă ансамблĕ, Уличери Людмила Пузырниковапа Александр Жегалин, пĕртăван Екатеринăпа Евгений Шепелевсем, Александра Жегалина, ачасен юрă ушкăнĕ, Ульяновскран килсе çитнĕ «Илем» ушкăн савăнтарчĕç. Николай Куруськин уйрăм темиçе юрă шăрантарчĕ.
Уличепе Ялавăр артисчĕсен сцена тумĕсем пирки уйрăм калас килет. Кун пекки облаçра та çук пулĕ. Вĕсем кашни тĕрлĕрен тата хăйнеевĕрлĕ. Çакăн вăрттăнлăхĕ – тум çĕлекенсенче. Наталья Новоселец, Полина Конюхова, Светлана Ильдейкина çĕвĕç-маçтăрсем чăваш чĕлхине пĕлмесен те чăн-чăн чăваш чунĕллĕ çынсем. Вĕсем вăхăтне, укçи-тенкине шеллемесĕр çак ĕçе кӳлĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, Ульяновскра пурăнакан Наталья Новоселец Ялавăр ачисене 10 тум парнеленĕ, çак уява кăна тăватă чăваш тумĕ çĕлесе килсе парнеленĕ. Сцена çинче илемлĕ тумсен куравне ял халăхĕ хаваспах йышăнчĕ.
Паркри тĕрлĕ кĕтесре пĕчĕк ачасем валли аттракционсем ĕçлерĕç, кĕçĕннисене Л.П.Меркулова тата В.М.Жегалина ача-пăча площадкинче авалтан пыракан чăваш вăййисене выляттарчĕç. Вăтаммисем волейболла выляса, тĕл перессипе тата кĕрешсе ăмăртрĕç. Уява килнĕ арçынсене ытларах Кĕрешӳ вырăнĕ илĕртрĕ. Ачасем хушшинче кĕрешсе Ялавăр шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренекен Денис Яшкин çĕнтерчĕ (тренерĕ Владимир Ильдейкин).
Акатуйăн тĕп парнине – такана – илессишĕн аслисем нумайăн тупăшрĕç. Хĕрӳ ăмăртура Уличе каччи Алексей Краснов мала тухрĕ.
Çак кун парка «Чăваш картишĕ», «Чи илемлĕ те çутă чăваш кил-çурчĕ» экспозицисем тата вĕренекенсен ал ĕçĕсен куравĕ илемлетрĕç.
 
: 1103, Хаçат: 23 (1219), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: