Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăхăтсăр кăларнă ыхра начар упранать. Каярах пухса илни те хĕл каçмасть. Мĕн тумалла?
Михаил,
Чăнлă районĕ.
 
Ыхра кăларма вăхăт çитнине вăл хăй пĕлтерет: аялти çулçисем саралаççĕ, кăларса пăхнисен шăлĕсем пĕр-пĕринчен çăмăллăн уйрăлаççĕ. Вăхăтра кăларманнисен çиелти плёнки хăвăрт çурăлать, шăлĕсем те саланаççĕ.
Кăларнă ыхран тымарĕсене тирпейлĕн касăр, пĕр 10-12 сантиметр хăварса тунине касса илĕр. Хĕвел ӳкмен, варкăш çил вĕрекен вырăна типĕтме хурăр. Кайран тунине 3-3,5 сантиметр вăрăмăш çеç хăварса касса илĕр.
Хĕл кунĕсенче лайăх упрантăр тесен ыхрана парафинпа та витме пулать. Парафин (100 ыхра валли 250 грамм та çитет) ирĕлтерĕр те тунинчен тытса ун ăшне чиксе кăларăр. Парафин ытла вĕри пулмалла мар, ун пек пулсан ыхра çӳхе сийпе кăна витĕнет. Ыхра ещĕкне кухньăра, сак айĕнче е нӳхрепре упрама пулать. Вăл парафинпа витĕнмен туна витĕр сывлать, лайăх упранать.
 
: 707, Хаçат: 38 (1130), Категори: Утаман

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: