Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Ульяновск хулинче чăваш халăх уявĕ Акатуй кĕрлесе иртрĕ. УОЧНКА вырăнти ертӳçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер пуçарса йĕркелесе пынипе ентешĕмĕрсем кăçал виççĕмĕш хут пуçтарăнчĕç.
Акатуй хулан тĕп лапамĕнче иртрĕ. Сценăна Акатуй палли – капăр ялав — илемлетрĕ. Уяв программине УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕ Галина Никитина ертсе пычĕ. Çĕнĕульяновсксене саламлама Чăваш Енри паллă «Янташ» эстрада ушкăнĕ килсе çитнĕ. Вĕсем пуçларĕç те ĕнтĕ уява.
Унтан сцена çинче Çĕнĕ Ульяновск хула пуçлăхне Геннадий Деникаева, хула администрацин пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлаканне Светлана Косаринована, культура пайĕн пуçлăхне Людмила Хохлована çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Хула пуçлăхĕ чăваш йăлипе Акатуй ялавĕ çине виççĕмĕш хăю çакрĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Кунти чăвашсем халăх йăла-йĕркине пăхăнса пурăннине, уявсене илемлĕ те йĕркеллĕ ирттернине палăртрĕ. Çаплах ытти хăнасем те чăвашсен çурхи уявĕ ячĕпе саламларĕç, Зоя Рейтерăн вышкайсăр ĕçне хак парса ăшă сăмахсем каларĕç.
УОЧНКА ятĕнчен хисеплĕ хăнасене ĕçтăвком членĕ Нина Еграшкина Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Уява малалла Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчен (Зоя Рейтер ялĕ) автобуспа 20 çын ытла килсе çитнĕ. Тăватă хĕрарăм тата 16 шкул ачи уявăн илемĕ пулса тăчĕç те. Ольга Ванюшина, Валентина Афанасьева, Надежда Садюхина тата Лидия Юманова 100 çул каялла тĕртнĕ ула пир кĕпе-саппунпа, пуçĕсенче — сурпан, урисенче – çăпата, умĕсенче – кĕмĕл капăрлăх. Вĕсем кукăль-пӳремеч таврашĕпе, кăпăклă сăрапа, Надежда Садюхина – кĕнчелепе килнĕ. Вăл сулхăнра çăм арласа ларчĕ. Хула халăхĕшĕн çакă питĕ кăсăклă пулчĕ.
Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче вĕренекенсене Светлана Кудряшова вĕрентӳçĕ пуçтарса килнĕ. Хĕр пĕрчисем куракансене çăмăл ташăсемпе тĕлĕнтерчĕç. Лартаканĕ – Чăвашкасси пики Елена Серебрякова. Вăл нумаях пулмасть-ха Шупашкартан вĕренсе тухса тăван ялĕнчи Культура çуртне хореографа ĕçлеме вырнаçнă. Ташăçăсен репертуарĕнче акăш пек юхса пыракан чăваш ташши те, хальхи эстрада ташши те, ват кинемейсен тумĕсене тăхăнса кулăшла хусканусене витлекенни те пур. Анна Кузнецова пĕччен ташласа савăнтарчĕ. Ксения Ендиярова, Надежда Садюхина, Татьяна Кудряшова, Даша Силаева пĕчченшер тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç. Юрлама вĕсене Марина Борисова вĕрентӳçĕ хăнăхтарнă.
Концерт варринче Галина Никитина аслисене те, ача-пăчана та тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕ, тупмалли юмахсемпе пуçĕсене «çĕмĕрчĕ». Зоя Рейтер кашни çĕнтерӳçе пылак кучченеç тата парне тыттарчĕ. Кучченеçĕсене «Глобус» фабрика (ертӳçи А.Кочков), укçа-тенкĕпе — А.Шуреков фермер, В. Ананьева тата О.Медведева усламçăсем тивĕçтернĕ.
Уяв программине Сарă Ту облаçĕнчи Балаковăран килнĕ артистсем – Лидия Ильина тата Егор Кузьмин – тăсрĕç. Çак дуэт кунти кашни Акатуя килсе чыс тăвать.
Çĕнĕ Ульяновскри пĕр Акатуй та Чĕмпĕрти ăста купăсçăсемсĕр иртмест. Ку хутĕнче те Пётр Платонов, Павел Галкин, Николай Романов, Пётр Яковлев уяв тытăниччнех купăсĕсене тăсса ярса халăха уява йыхăрчĕç.
«Янташ» эстрада ушкăнĕ пухăннисене хĕвел каç енне сулăничченех хаваслă юррисемпе савăнтарчĕ. Пухăннисем ура кĕли хĕричченех такмакласа ташша çаптарчĕç.
 
: 1080, Хаçат: 23 (1219), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: